Валентин ГРИГОРЬЕВ

21 Ака, 2015

Мĕншĕн ура хураççĕ?

Муркаш районĕнчи панкрута тухнă «ВаСем» ООО вырăнĕнче «Юнга» тулли мар яваплă общество йĕркеленнĕ. Кăçалхи февраль уйăхĕнче вăл каллех çĕнелнĕ, КМК «АГРО» пулса тăнă. Кунта куллен 15 çын вăй хурать.

15 Ака, 2015

Сĕт хакĕ татах чакнă

Ĕнесем пăруланă тата çу кунĕсем çывхарнă май килти хуçалăхсенчен пухакан сĕтĕн сутлăх хакĕ чылай районта сисĕнмеллех чакнă. Çакă ЧР Ялхуçалăх министерстви район администрацийĕсенчен апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне ыйтса илнĕ сводкăна мартăн 20-мĕшĕ /мĕнпурĕ те 3 эрне çеç иртнĕ!/ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартупа танлаштарсан лайăх палăрчĕ.

14 Ака, 2015

Йышпа канашласан - çăмăлрах

Сĕнтĕрвăрри районĕнче 12 ял тăрăхĕ. Вĕсен администрацийĕсене ертсе пыракансем вăхăтран-вăхăт тĕлпулса çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ. «Пĕччен хулă хуçăлать, ушкăнпа - хуçаймăн» ваттисен сăмахне тĕпе хурса йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшас, малта пыракансен опытне анлăрах сарас тĕллевпе клуб йĕркеленĕ.

10 Ака, 2015

Çĕре юратма вĕрентесси - пурин тивĕçĕ те

Ялхуçалăх специалисчĕсене çĕр ĕçĕ пĕрлештерет. Пĕрле тăрăшсан çеç отрасль ÿсĕмлĕ аталанасса вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Шел те, юлашки çулсенче чылай хуçалăхра агроном, зоотехник е ветеринар çук. Механизатор пирки вара калама та кирлĕ мар. Кирлĕ чухне ăна кăнтăр çутинче хунарпа та шыраса тупаймăн. Вун-вун çул каялла хисеплĕ çын шутланнă вăл. Çуркунне çитсен хакĕ татах ÿснĕ. Умĕнче темиçе дипломлă специалист та кăмăллăн пуç тайса: «Ырă çыннăм, тархасшăн, пахча сухаласа парсам. Укçа хĕрхенмĕп», - тенĕ.

3 Ака, 2015

Мĕн акатăн - çав шăтать

Республикăри ялхуçалăх организацийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 50 тоннăна яхăн хатĕрленĕ /кирлин 105%/. Вунтăватă районта вăл 100% ытларах. Тасатса кондицие çитерни хальлĕхе - 42,6 пин тонна /85%/. Çĕрпÿ, Вăрнар, Вăрмар районĕсенче ĕçе лайăх йĕркеленĕ - 95% тасатса кондицие лартнă, çав вăхăтрах Улатăрсен 59% çеç.

Pages