Мĕншĕн ура хураççĕ?
Муркаш районĕнчи панкрута тухнă «ВаСем» ООО вырăнĕнче «Юнга» тулли мар яваплă общество йĕркеленнĕ. Кăçалхи февраль уйăхĕнче вăл каллех çĕнелнĕ, КМК «АГРО» пулса тăнă. Кунта куллен 15 çын вăй хурать.
- 15 çул хушшинче уй-хире йăлтах хытхура пусса илнĕ. Унпа 5 çул кĕрешрĕмĕр, темиçе хут сухаларăмăр. Горчица, клевер, люцерна акса тăпра тытăмне лайăхлатрăмăр, çĕре пуянлатрăмăр, - тет Валерий Кондратьев директор.
Хуçалăх çуракине тухма хатĕр. Ку тăрăхра анасем юртан тинтерех тасалнă. Хресченсем çĕр типсе, пиçсе çитессе кĕтеççĕ. Вăрлăх, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал хăйсен вăйĕпех туяннă, кредит илмен. 1100 гектар çинче тĕштырă, йĕтĕн, горчица, купăста, çĕрулми, кориандр çитĕнтересшĕн.
- Çĕрулми пĕлтĕр 20 гектар çеç лартнăччĕ. Кăçал лаптăка 50-55 гектара çитеретпĕр. Вăрлăх паха, пĕрремĕш репродукциллĕ. Ăна Мускав, Самар облаçĕсене кайса туянтăмăр, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ - Валерий Семенович.
Эпĕ хуçалăхра пулнă кун рабочисем управра хĕрсех вăрлăх суйлатчĕç. Кăшт пысăкраххине столовăй валли уйăратчĕç.
Валерий Кондратьев малтанах пусăрăнчăк кăмăллăччĕ. Манпа калаçасшăнах та пулмарĕ. Ăна суд приставĕсем кÿрентернĕ иккен. Управра вырăн çителĕклех пулнăран вăл калаçса татăлса 5 фермера 77 тонна вăрлăх упрама ирĕк панă. Приставсене çакă килĕшмен.
- Мĕншĕн шултрине лартасшăн теççĕ. Хĕрарăмсем чăх çăмарти пеккине суйланине кураççĕ вĕт-ха. Пăхăр-ха, çакă пысăк-и вара? - кăтартать мана директор.
Пĕчĕкреххисем те пур. Сеялкăпа лартма шăпах юрăхлă.
- Вăрлăха мĕншĕн тĕкĕнмелле? Хире тухас вăхăт çывхарать. Пире вара лартма ирĕк памаççĕ. Мĕншĕн ура хураççĕ, эпир кама япăх тунă? - тарăхать Валерий Семенович.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас