Валентин ГРИГОРЬЕВ

3 Çĕртме, 2015

Шурă акăш евĕр шурă самолет сывлăша çĕкленчĕ

Виçĕмкун «ЮТэйр» авиакомпанин 21 сехет те 10 минутра Мускаври «Внуково» аэропортран тÿпене çĕкленнĕ ATR 72 сывлăш карапĕ 23 сехетре Шупашкарти аэропорта анса ларнă. Вăл унта çĕр каçрĕ те 7 сехет çурăра каялла çула тухрĕ: «Мускав – Шупашкар» çĕнĕ авиарейс уçăлчĕ. Самолета 70 çын вырнаçать.

27 Çу, 2015

Паха тавар тупăшăва тÿсĕмлĕ

Май уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта "Ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ тавар вырăнне хамăрăнне туса кăларма пуçлани - регионсен предпринимательлĕхне аталанма май туса пани" темăпа "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" политика партийĕн федерацин Атăлçи округĕнчи депутачĕсен конгресĕ иртрĕ. Ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕ Михаил Брячак ертсе пычĕ. Пухăннисене Раççей предпринимательлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, тĕлпулăва округăн 14 субъектĕнчен 146 çын хутшăннине пĕлтерчĕ.

14 Çу, 2015

Налук, çурт-йĕр, вут-кăвар...

Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Правительство ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине 27 ыйту кĕртрĕç. 13-шне тĕплĕн тишкерчĕç. Ытти ЧР Министрсен Кабинечĕн тĕрлĕ çулсенчи йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Чи пĕлтерĕшли - пĕрремĕшĕ. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова 2015 çулхи I кварталта республика бюджечĕ епле пурнăçланни пирки отчет турĕ.

Pages