Валентин ГРИГОРЬЕВ

18 Авăн, 2015

Вăрмана упрасси - кашнин тивĕçĕ

Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх - ĕлĕк-авал пирĕн тавралăха талккăшĕпех сĕм-сĕм вăрман хупăрланă. Çынсем вĕсене тырпул, пахчаçимĕç çитĕнтерме касса кăкланă пулин те, республика территорийĕн виççĕмĕш пайĕнче упранса юлнă.

16 Авăн, 2015

Евросоюзри çĕршывсем вырăнне - урăххисем

Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан Раççейре урăх çĕршывсенчен тавар кÿрсе килесси - 40:, Евросоюзри çĕршывсенчен 60: чакнă. Тавар калăпăшĕн çухатăвне шалти производствăн ÿсĕмĕ кăштах саплаштарнă. Çакăн çинчен «Ялхуçалăхĕнче чикĕ леш енчен тавар туянас вырăнне хамăр патăмăрта туса кăларни: мифсем тата чăнлăх» темăпа «Раççей паян» МИАра иртнĕ пресс-конференцире Росстат ертÿçин заместителĕ Константин Лайкам пĕлтернĕ.

11 Авăн, 2015

Заводсен çитĕнĕвĕ - коллектив пĕрлĕхĕнче

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти электромеханика тата Ишлейри пысăк вольтлă аппаратурăсен завочĕсене çитсе курчĕ.

11 Авăн, 2015

Пахчаçăсемшĕн вăй-халне шеллемест

Чăваш Енре халăхшăн çавнашкалах ырă та пархатарлă ĕç тăвакан çын пур тесе шухăшламан эпĕ. Юрий Соколов сад ĕрчетекенсен юлташлăхĕсен çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă май унран тĕлĕннĕçемĕн тĕлĕнтĕм. Сăпайлă пулнăран хăйĕн çинчен сăмах ваклама юратмасть.

Pages