Валентин ГРИГОРЬЕВ

17 Чÿк, 2015

Бюджет саккунĕн проектне - çĕнĕ тÿрлетÿсем

е 2015 çула ăнăçлă вĕçлеме майсем пурри çинчен

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче «Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планланă 2016, 2017 çулсенчи тапхăрта республика бюджетне пайăрлатассин тĕп виçисем çинчен» ыйтупа канашлу иртрĕ. Унта ЧР ĕç тăвакакан влаç органĕсен ертÿçисем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри регион штабĕн, Общество палатин членĕсем, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.

11 Чÿк, 2015

Чăваш хăмлин чапĕ хăçан таврăнĕ?

«Тепĕр 10 çултан», - çирĕплетеççĕ экспертсем

Республикăри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем хăмла ĕрчетсе ĕлĕк пысăк тупăш илнĕ. Ăна мухтаса «симĕс ылтăн»

ят панă. Укçапа виçсе хаклани тарама-ха. Унран сăра вĕретнипе пĕрлех вăл халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отрасльне питĕ кирлĕ. Чăваш Ен унпа пĕтĕм çĕршыва /ун чухне СССР пулнă-ха/ 80: таранах тивĕçтернĕ. Пирĕн тăрăхри тăпра тата çанталăк ăна çитĕнтерме шăпах юрăхлă. Çавăнпа тухăçлă туса илнĕ.

11 Чÿк, 2015

Вăй-хала шеллемесĕр тăрăшаççĕ пулин те...

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 16489 çын пурăннă. Шурă халатлисем кашнин сывлăхĕшĕн яваплă. Район центрĕнчи Иван Васильевич Игнатьев тĕп врач пуçаруллă ертсе пыракан тĕп больницăра тăрăшакансем халăх сывлăхне çирĕплетессишĕн вăй-хала шеллемеççĕ.

30 Юпа, 2015

Чутай ен фермерĕ мĕншĕн канăçсăр?

Уявра эпир тунă çитĕнÿсемпе чĕререн савăнса мухтав юрри юрлама хăнăхнă. Палăртни йăлтах аван пурнăçлансан, пур ĕç те кал-кал пырсан вăл çапла пулмалла та. Анчах пурин те апла мар çав. Экономика кризис тÿснĕ тапхăрта пушшех те.

Pages