Валентин ГРИГОРЬЕВ

29 Пуш, 2016

«Кушак курăк çирĕ, йытă йăваланчĕ...»

Пурнăçĕ кăсăклă самантсемпе пуян пулнăран тата ял хуçалăхĕ çинчен темĕн те пĕр пĕлнĕрен Çĕрпÿ районĕнчи Кăтакра /халĕ Первомайски/ çут тĕнчене килнĕ Валерий Григорьев агрономăн калаçнăçемĕн чунĕ уçăлсах пырать.

22 Пуш, 2016

Çураки ирттерме патшалăх пулăшать

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Пĕрлехи информаци кунĕнче Çĕрпÿ районĕнчи "Вурнарец" тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ, хуçалăх çуракине епле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Александр Макулин директор хире тухиччен пĕтĕм ĕçе йăлтах вĕçлессе пĕлтерчĕ.

15 Пуш, 2016

Тĕп юсав çинчен халăха уççăн пĕлтермелле

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе Правительство çуртĕнче канашлу ирттерчĕ.

10 Пуш, 2016

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать

Марина Федорова Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта ачасене хими вĕрентет. Ăна пула хĕрĕ Татьяна пĕчĕклех илемлĕ литературăпа çывăх туслашнă.

Марина Николаевна пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ тĕрлĕ енлĕ аталанса ăслă-тăнлă çитĕнтĕр тесе укçа-тенкĕ шеллемен: мĕн кирлине йăлтах туяннă. Пĕррехинче пĕчĕкскерĕн аллине Александр Гринăн «Хĕрлĕ парăс» кĕнеки лекнĕ. Ăна вăл сĕтел хушшине пĕрре ларсах вуласа тухнă. Ассоль ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнишĕн чунтан савăннă. Çав кунран пуçласа хăй те ĕмĕтленме тытăннă.

Pages