Валентин ГРИГОРЬЕВ

27 Çу, 2016

Кашни гектар усă кÿтĕр

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Наци библиотекинче Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн коллегийĕпе унăн çумĕнчи Общество канашĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем, ЧР Çамрăксен правительствин членĕ Дмитрий Мацаков хутшăнчĕç.

11 Çу, 2016

Хурçă ута 60 çула яхăн çÿретет

Канаш районĕнчи чи ватă механизатора Георгий Васильева уявсенче яланах ырăпа асăнаççĕ. «Мĕнлерех çын-ши хурçă утпа 60 çула яхăн ĕçленĕскер?» — çуралнăччĕ шухăш. Хăйне курманччĕ-ха. Вăл вăй хуракан Эдуард Шамуков хресчен-фермер хуçалăхĕнче анчахрах пултăм.

5 Çу, 2016

«Кĕрÿ манпа пĕр шухăшлă пулни савăнтарчĕ»

Канаш районĕнчи Анаткасра пурăнакан Иван Лукиянов фермер 2015 çулта производство кăтартăвĕсемпе ХФХсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

29 Ака, 2016

Çамрăксем завод ятне çĕклеççĕ

Çĕрпÿ районĕнчи каяш тирпейлекен ветеринари-санитари завочĕ хăйĕн тивĕçне 40 çула яхăн чыслăн пурнăçлать. Тавралăх биокаяш енчен таса, экологи сывă пултăр тесе тăрăшать. Предприяти производствăна реконструкциленме хупăнмасăр кал-кал ĕçлет. Çĕнĕ оборудование вырнаçтарма хăшпĕр цеха самантлăха чарнине шута илмесен паллах.

8 Ака, 2016

Тăвайсем - урă пурнăç йĕркишĕн

Экономика тата ертсе пырас енĕпе Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ Татьяна Митрофанова районти потребительсен “Тăвай кооперативĕ” общество правленийĕн председателĕн тивĕçне темиçе çул ăнăçлă пурнăçлать.

Pages