Тăвайсем - урă пурнăç йĕркишĕн

8 Ака, 2016

Экономика тата ертсе пырас енĕпе Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ Татьяна Митрофанова районти потребительсен “Тăвай кооперативĕ” общество правленийĕн председателĕн тивĕçне темиçе çул ăнăçлă пурнăçлать. Икĕ пиччĕшĕ /çемьере виççĕн çитĕннĕ/, ашшĕ Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче вăй хунă, хăйсен пурнăçне халăх ырлăхĕшĕн тăрăшассипе çыхăнтарнă.

— Татьяна Витальевна, династисем коллективра татах пур-и?

— Паллах. Общество канашĕн ертÿçи Вячеслав Николаевич Федоров çемйине илер-ха. Мăшăрĕ Раиса Никитична, ывăлĕпе кинĕ кунта вăй хураççĕ. Ĕç пурне те килĕшет. Коллективра хăйсене лайăх туйсан мĕншĕн урăх предприятие куçмалла?

— Иртнĕ çула епле вĕçлерĕр?

— Плана тултарма çăмăл пулмарĕ. Тавар туянаслăх чакнăран халăх укçана перекетлесе тыткалать. Лавккара ялан йÿнĕ тавар шырать. Федераци сечĕсен хакĕпе кăсăклансах тăратпăр. Вĕсем йÿнетсен эпир те чакаратпăр. Продукцие пурин те вăхăтра вырнаçтарас килет. Çавăнпа ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме тăрăшатпăр. Пире район меллĕ тăрăхра вырнаçни савăнтарать. Канаш юнашарах, Шупашкара çитме те инçе мар.

— Коллективпа паллаштараймăр-ши? Пысăк-и вăл сирĕн?

— Пирĕн тытăмри 31 лавккара 80 çын ĕçлет. Пĕрисенче — 1, теприсенче — 2-3 сутуçă. “Тăвай çăкăрĕ” ОООпа общество апатланăвĕнче вăй хуракансене тата кантуртисене пĕрле шутласан 250 ĕçчен пуçтарăнать. Пирĕн коллектив районта — чи пысăкки. Вырăнти бюджета эпир ытти предприяти-организацирен налук ытларах куçаратпăр. Хĕр-хĕрарăм коллективра 90% таранах. Арçынсем — электриксем, водительсем, инженерсем. Çамрăксем кооператив техникумĕ е ĕçе вырнаçтаракан центр янипе пĕлÿ илнĕ хыççăн килеççĕ. Сутуçăсен пĕр пайĕ ĕçленĕ хушăрах аслă шкулта куçăнсăр майпа вĕренет. Хамăрăн тивĕçе — халăха кирлĕ таварпа вăхăтра тивĕçтерессине — лайăх ăнланатпăр. Продукци илсе килме саккас панă чухне чи малтан потребительсен сĕнĕвне шута илетпĕр. Тавар йывăр е пысăк калăпăшлă пулсан килĕсене леçетпĕр. Сăмахран, холодильнике. Çынна мĕн кирлине компьютерпа суйлама пулăшатпăр.

— Техника çителĕклĕ-и?

— Паркра 14 автомашина, 5-шĕ çăкăр турттарать. Пĕри Тăвайне тивĕçтерет. Тăваттăшĕ район центрĕнчен 4 еннелле /Тăрмăш, Турикас Тушкил, Çĕнĕ Ишпуç, Элпуç/ выртакан çул çинче тĕл пулакан ялсене кĕре-кĕре тухать.

— Вырăнта продукци туса илекенсем “Чăвашăнне туян!” сĕнÿ-чĕнÿпе хăйсен таварне сутасшăн. Кун пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лару-канашлура тăтăш аса илтерет.

— Хамăрăн аш-пăшпа пахчаçимĕçе нимĕн те çитмест паллах. Вăл экологи енчен таса. Çавăнпа сентре çинче вырăн ытларах уйăрасшăн. Етĕрне аш-какай комбиначĕ Чăвашпотребсоюзăн пулнăран унăн çимĕçне сутма тăрăшатпăр. Вырăнти поставщиксемпе çыхăну тытатпăр.

— Куравсене, спорт ăмăртăвĕсене, ытти мероприятие час-часах хутшăнатăр-и?

— Уявсем кăрлачран пуçласа раштав уйăхĕчченех пулаççĕ те — унсăрăн май çук. Районта пирĕнсĕр пĕр мероприяти те иртмест. Ăмăртусенче çамрăксем пултаруллă. “Атте, анне тата эпĕ — туслă çемье” вăйă-тупăшу уйрăмах килĕшет. Спорт комплексĕ те илĕртет. Юлашки вăхăтра çынсем эрех-сăра енне сахалрах пăхаççĕ. Хăйсен сывлăхне упрама тăрăшни пире те савăнтарать. Тăвайсем — урă пурнăç йĕркишĕн.

Валентин ГРИГОРЬЕВ калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.