Чăваш хăмлин чапĕ хăçан таврăнĕ?

11 Чÿк, 2015

«Тепĕр 10 çултан», - çирĕплетеççĕ экспертсем

Республикăри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем хăмла ĕрчетсе ĕлĕк пысăк тупăш илнĕ. Ăна мухтаса «симĕс ылтăн»

ят панă. Укçапа виçсе хаклани тарама-ха. Унран сăра вĕретнипе пĕрлех вăл халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отрасльне питĕ кирлĕ. Чăваш Ен унпа пĕтĕм çĕршыва /ун чухне СССР пулнă-ха/ 80: таранах тивĕçтернĕ. Пирĕн тăрăхри тăпра тата çанталăк ăна çитĕнтерме шăпах юрăхлă. Çавăнпа тухăçлă туса илнĕ.

Шел, реформăсен тапхăрĕнче хăмла лаптăкĕ нумай чакрĕ, пахалăхĕ начарланчĕ. Çĕршыв ăна чикĕ леш енчен туянма тытăнчĕ. Çавна пулах вăл самаях хакланчĕ. Çакна тĕп хулари «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Михаил Резников ертсе пынипе «Чăваш Республикинчи хăмла отраслĕн паянхи лару-тăрăвĕ тата малашлăх тĕллевĕсем» темăпа иртнă «çавра сĕтелре» пĕлтĕмĕр.

Хăмлапа çине тăрса ĕçлеме вăхăт çитрĕ. Çакна мероприяти пĕлтерĕшлĕ пулни те аван çирĕплетет. Канашлăва ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег Мешков, ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Николай Якимов, Раççей Хăмлаçисен ассоциацийĕн президенчĕ Геннадий Горланов, Мускав хăни - РФ Ял хуçалăх министерствин ертсе пырас ĕç тата йĕркелÿ департаменчĕн директорĕ Владимир Тимофеев, ытти сумлă çынсем хутшăнчĕç.

- Ăна туса илекенсене çак отрасльпе çыхăннă техника, куçарса лартмалли сапан-хунав туянма, пахчисене чĕртме, ăста специалистсем хатĕрлеме патшалăх енчен витĕмлĕ пулăшу кирлĕ, - терĕ Михаил Резников тĕлпулăва уçнă май.

Николай Якимов доклад турĕ. Республикăри хăмла пахчисем пĕлтĕр 407 га йышăннă, 242-шĕ тухăç панă, 290,2 тонна пухса илнĕ. Гектар тухăçĕ вăтамран 12,2 центнерпа танлашнă. Кăçал лаптăкĕ татах пĕчĕкленнĕрен 176 тонна кăна хатĕрленĕ. Çанталăк сулхăн тăни гектар тухăçне ÿстерме пулăшнă: 20,2 центнер. Туса илнĕ продукцирен 124,2 тоннине вырнаçтарнă ĕнтĕ. Хуçалăхсене «симĕс ылтăн» çитĕнтернĕшĕн республика хыснинчен 2577,4 пин тенкĕ субсиди парса пулăшнă.

- Шел те, хăмла туса илекенсем техника енчен пысăк йывăрлăх тÿсеççĕ, - терĕ Николай Петрович. - Хальхи вăхăтра 13 комбайнран - 7-шĕ, 9 сушилкăран 6-шĕ çеç юрăхлă. Вĕсем кивелсе çитнĕ, туяннăранпа 30 çул ытла иртнĕ. Раççей отрасль валли ятарлă техника туса кăлармасть. Ку чухне вăл «Росагролизинг» акционер обществинче те çук, çавăнпа хуçалăхсем парка çĕнетеймеççĕ. Лаптăксене пысăклатма та çăмăл мар. Çĕнĕрен чĕртме çĕр-çĕр тимĕр-бетон юпа, кармалли-çакмалли хатĕр кирлĕ. Вĕсене туянма вара пурте вăй çитереймест.

Мĕншĕн-ха тÿрех çĕнни пирки ĕмĕтленмелле-ха? Нумай районта тăн-тăн ларакан тимĕр-бетон юпасемлĕ, анчах хĕлĕн-çăвĕн çил ачисем вылякан хăмла пахчи темĕн чухлех. Сĕнтĕрвăрри районĕнче кăна 94 га йышăнать. Патăрьел /25/, Куславкка /17,5/, Шăмăршă /16/, Элĕк /12/, Красноармейски /11,7/ тата ытти тăрăхра та унашкал лаптăксем нумай. Паллах, тÿрех хунав лартаймăн. Çĕре вĕтлĕхрен, хытхураран тасатса сухаламалла, тăпрана пулăхлатмалла. Лартсан та пучахсем 3 çулсăр чăмăртанаймаççĕ. Никам та килсе пулăшасса кĕтмелле мар. Тухăç иличчен темиçе çул та иртĕ. Çавăнпа та çак ĕçе çывăх çулсенчех пуçăнмалла, пĕчĕккĕн малаллах талпăнмалла.

Геннадий Горланов «симĕс ылтăн» историне кĕскен аса илчĕ.

- Чăваш хресченĕсем ăна темиçе ĕмĕр каяллах çитĕнтернĕ. Ехрем купса сутма Европăна çити çÿренĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем чăмăртаннă май, отрасль хăвăрт аталанма тытăннă. 70-80-мĕш çулсенче чапĕ чикĕ леш енне те çитнĕ. Шел те, юлашки çулсенче мухтанайми пултăмăр, - терĕ Геннадий Семенович. АПШра, Германире, Китайра тата Раççейре патшалăх хăмла туса илекенсене мĕн чухлĕ пулăшнине цифрăсемпе танлаштарса кăтартрĕ. Паллă ĕнтĕ, эпир вĕсенчен нумай юлса пыратпăр, хамăра мĕн кирлине илсе çитерейместпĕр. Г.Горланов çапла сĕнчĕ: хăмла пахчисен лаптăкне республикăра тепĕр 5 çултан - 500, 2025 çул тĕлне 1000 гектара çитермелле.

Олег Мешков шухăшĕпе, продукцие вырнаçтарас йĕркене тĕпрен çĕнетмелле, чикĕ леш енне сутасси пирки те шухăшламалла. Унăн пахалăхĕ япăх мар, Европăри çĕршывсемпе тупăшма тивĕç. Ахальтен мар пулĕ чехсем рынокра чăваш хăмлине курсан шикленсе ÿкеççĕ, ахăртнех, пире конкурент вырăнĕнче кураççĕ.

Вăрнар районĕнчи «Агрохмель» ООО гендиректорĕ Борис Семенов, манпа юнашар вырнаçнăскер, сăмах калакансене тимлĕ итленĕ май çапла пĕлтерчĕ:

- Хăмла апат-çимĕç промыш­ленноçне питĕ кирлĕ. Ĕлĕк çăкăр чустине çĕпре хушса хатĕрлетчĕç. Чылайăшĕ çакăн çинчен пĕлмест те пулĕ. Технологийĕ Интернетра пур. Çăкăр эрне выртсан та хытман, кăвакарман. Халĕ лавккара туянни питĕ тĕпренет, часах типет. Çăкăр завочĕсен ăна мĕншĕн асанне-кукамай технологийĕпе пĕçерес мар?

Борис Николаевичпа килĕшсе пуçа сĕлтрĕм. Явăнса ÿсекен культурăн уссине ял çыннисем авалах пĕлнĕ, усă курнă. Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорне Андрей Фаде­ева та унăн малашлăхĕ хытах шухăшлаттарать. Хăй ертсе пыракан учреждение аталантарасшăн, çĕнĕ сортсене пирĕн малашне те çине тăрсах тĕпчесчĕ терĕ.

Владимир Тимофеева «çавра сĕтеле» пухăннисем хăмла шăпишĕн пăшăрханни, отрасле ура çине тăратса аталану çул-йĕрне пĕрле шырани хавхалантарчĕ. Бизнес-плансем хатĕрлесе РФ Ял хуçалăх министерствине ярса пама сĕнчĕ. Вара субсиди калăпăшне палăртма май килессе пĕлтерчĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.