Ял ĕçченĕ

1 Чÿк, 2016

Уяв çĕнĕ шанăç çуратать

Тăвай районĕнчи ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем республикăри тĕп уяв умĕн кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Çураки хыççăнхи типĕ çанталăка тата авăн уйăхĕнчи йĕпе-сапана пăхмасăрах аграрисем праçнике чылай енĕпе кăтартусене лайăхлатса тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

1 Чÿк, 2016

Сĕт пухса юр-вар хатĕрлеççĕ

Комсомольски районĕнчи Гульнара Хайртдинова хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем сĕт вырнаçтарма пулăшакан, ăна тирпейлекен «Молцентр» ял хуçалăх кооперативĕн Комсомольски ялĕнчи цехне Патăрьел, Канаш, Вăрмар, Элĕк, Пăрачкав, Комсомольски районĕсенчи ял хуçалăх организацийĕсенчен, фермерсенчен тата кил хуçалăхĕсенчен йышăнаççĕ.

1 Чÿк, 2016

Инженер ĕçлемесен - парк пушă

Инженер — ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл хăйĕн тивĕçне яваплăн пурнăçлать кăна мар, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Анат Чакăра пурăнакан, «Малалла» эртелте тĕп инженерта ĕçлекен Николай Пазухин çинчен.

12 Нарăс, 2016

Ырă тĕслĕх илме мĕн чăрмантарать?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: "Хамăр туса кăларакан ял хуçалăх продукцийĕн производствине малалла та ÿстерсе пымалла. Тĕллев - 2020 çул тĕлне ытти регионпа пĕрле Раççейĕн шалти рынокне хамăр çĕршывра туса кăларакан апат-çимĕçпе туллин тивĕçтересси", - тенĕ.

30 Юпа, 2015

Институт малаллах талпăнать

Федерацин «Чăваш ялхуçалăх наука тĕпчев институчĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн /Çĕрпÿ районĕ, Сăнав поселокĕ/ коллективĕ Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет-ха? ПБУ директорĕ Андрей Анатольевич ФАДЕЕВ хуравлать.

Pages