Сĕт пухса юр-вар хатĕрлеççĕ

Комсомольски районĕнчи Гульнара Хайртдинова хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем сĕт вырнаçтарма пулăшакан, ăна тирпейлекен «Молцентр» ял хуçалăх кооперативĕн Комсомольски ялĕнчи цехне Патăрьел, Канаш, Вăрмар, Элĕк, Пăрачкав, Комсомольски районĕсенчи ял хуçалăх организацийĕсенчен, фермерсенчен тата кил хуçалăхĕсенчен йышăнаççĕ.

Кашни литршăн 22-24-шар тенкĕ тÿлеççĕ! Юпа уйăхĕшĕн чăннипех те лайăх хак. Кăçалхи çур çулта цеха 14236 тонна сĕт илсе килнĕ. Хуçалăхăн ăна турттармалли 8 автомашина. Продукци пухакансемпе ĕç килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ. Вĕсене шалу вăхăтра тÿлеççĕ. Цеха 5 танк-сивĕтмĕш вырнаçтарнă. Харăсах 8,5 тонна сĕт тултарма пултараççĕ.

Хальлĕхе кунта йышăнакан кашни 5 килограмм сĕтрен пĕрре çеç юр-вар тума каять. Пастеризацилесе пакетсене тултараççĕ. Сĕтĕн çу хисепĕ 2,5 тата 3,2%. Çавăн пекех кефир /çу хисепĕ 2,5%/ тата çусăр кефир хатĕрлеççĕ. Сутма Канаша, Çĕнĕ Шупашкара, Улатăра, Хусана ăсатаççĕ.

Чĕрĕк ĕмĕр каялла Комсомольскинче сĕт завочĕ пурччĕ. Шел, района «нумай пурăнма хушса хăварчĕ» те саланчĕ. Унăн вырăнне «Молцентр» йышăнса производство калăпăшне самаях ÿстерессе шанаççĕ район ертÿçисем.

Обществăн ĕç тăвакан директорĕ Минсихат Хайртдинов ертсе пынипе сĕтрен паха продукци туса кăларма май паракан оборудовани туянса вырнаçтарнă, администраци çуртне тĕпрен юсанă, гараж тунă, ытти ыйтăва татса панă. ХФХ ертÿçин çумĕ Расиль Хайртдинов пĕлтернĕ тăрăх — «Молцентр» хăйĕн умне 2017 çулта производствăна сарма тĕллев лартать. Сăмах мĕнле проект çинчен пынине уççăн каламарĕ. Мĕнех, килес çул пĕлĕпĕр.

— Ял хуçалăх организацийĕсенчен сĕт йышăнасси пысăк чăрмавсăр пулса пырать, — пĕлтерчĕ вăл. — Кил хуçалăхĕсенчен пуçтарнă чухне çивĕч ыйтусем час-часах сиксе тухаççĕ. Шел те, «сĕт» нумайрах пама хăтланса нумайăшĕ витрене шыв ярать. Ун пек продукцие аппаратпа куллен тĕрĕслесе палăртатпăр, шыв хушнă хуçалăхсене асăрхаттаратпăр е вĕсен сĕтне темиçе эрне йышăнмастпăр. Çу хисепĕ сĕтре пĕчĕк пулсан 20 процентлă хăйма кĕске хушăра “ÿкерме”, ытти продукци хатĕрлеме йывăрланать.

Кунти лабораторире кашни авто­цистернăри сĕт пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Çу тата шыв хисепĕ мĕн чухлĕ пулнине пĕр самантрах палăртаççĕ.

— Продукци сутакансем пире сутлăх хак пĕчĕк тесе кĕркуннепе хĕлле ÿпкелемеççĕ, — терĕ Р.Хайртдинов. — Вăл пурне те тивĕçтернĕрен. Хак пĕчĕкленнĕ май ыйтăва çуркуннепе çулла çĕклеççĕ. «Продукцишĕн пире хĕллехинчен нумай сахалрах тÿлетĕр», — теççĕ. Тĕрĕс. Кашни çул çапла пулса пырать. Çулла заводсем сутлăх хака пĕчĕклетеççĕ, кĕркуннепе хĕл пуçламăшĕнче пысăклатаççĕ. Сĕт пуçтаракансемпе йышăнакансен хаксен çак йĕркеленĕвне тĕпе хурса ĕçлеме тивет. Пирĕн производствăна тупăшлă ĕçлеттересси, ÿлĕм ăна сарасси çинчен шухăшламалла. Продукци сутакансене ытларах тÿлессишĕн тăкаклă ĕçлеме пултараймастпăр. Вĕсен пахалăха лайăхлатассишĕн ытларах тăрăшмалла. Ку — сутлăх хака пысăклатмалли пĕртен-пĕр çул.

«Молцентр» директорĕпе М.Хай­ртдиновпа тĕл пулаймарăм. Больницăна лекнĕ. Унти койка çине канма хумаççĕ.

— Кăçалхи ĕç кăтартăвĕсем коллектива тивĕçтереççĕ-и?

— Производство калăпăшне те, укçа-тенкĕ çаврăнăшне те пĕлтĕрхи 9 уйăхринчен ÿстертĕмĕр, çавăнпа Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен республикăри уявне лайăх кăмăлпа кĕтсе илтĕмĕр, — терĕ Р.Хайртдинов.

 Юрий МИХАЙЛОВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.