Инженер ĕçлемесен - парк пушă
Инженер — ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл хăйĕн тивĕçне яваплăн пурнăçлать кăна мар, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Анат Чакăра пурăнакан, «Малалла» эртелте тĕп инженерта ĕçлекен Николай Пазухин çинчен.
Вăл Аслă Арапуç шкулĕнче 9 класс вĕреннĕ хыççăн Тутар Республикинчи Çĕпрел районне тракторист-машинист специальноçне алла илме кайнă. «Аслă тете Виталий çартан килнĕ хыççăн Çĕрпÿри совхоз-техникума кĕчĕ. Вăл çулла колхозра тракторпа ĕçлетчĕ, мана пĕрле лартса çÿретчĕ. Техникăна юратасси çавăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ. Каярахпа Çĕпрел районĕнчи училищĕрен производство вĕренĕвĕн мастерĕ яла çамрăксене пухма килнĕччĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Турхантан, Хурама Тăвартан, Шăмăршă районĕнчен çамрăксем йышлăччĕ. Практикăна «Рассвет» колхоза /Аслă Арапуç хуçалăхĕ маларах çавăн пек ятлă пулнă. — Авт./ килтĕм. Çăпаталлă ДТ-75 тракторпа ĕçлерĕм. Çуллахи практикăра вĕр çĕнĕ Т-25 трактор пачĕç. Комплекслă бригадăн бригадирĕ Василий Иванов мĕнпур ĕçе йĕркелесе пыратчĕ, çамрăксене хавхалантарма пĕлетчĕ. Çара кайиччен тăван колхозрах ĕçлерĕм. Хула çинчен шухăшламан ĕнтĕ. Колхоз кĕрлесе тăнă. Трактористсем укçи-тенкине те аванах илнĕ. Газ кĕртменччĕ-ха ун чухне. Вутта каймалла – хурçă ут кирлĕ. Кил валли хĕл каçмалăх вутă илсе килмеллеччĕ тата. Тете авланса уйрăлса тухрĕ. Шăллăмсемпе йăмăксем шкула çÿретчĕç. Кĕçех мана салтака илчĕç. Унтан таврăнсан председатель хĕсмете кайнă çамрăкăн тракторĕпе ĕçлеме киле пырсах чĕнчĕ. Тепĕр куннех ĕçе пикентĕм. Çуракине ăнăçлă ирттертĕмĕр. Унтан мана Çĕрпÿри совхоз-техникума вĕренме кайма направлени пачĕç. Техник-механик специальноçне алла илнĕ хыççăн колхозах таврăнтăм. Пĕр уйăх ытла тракторпа ĕçлерĕм, суха турăм. Юпа уйăхĕнче вара «Рассвет» колхозăн комплекслă бригадин бригадирне лартрĕç. Ун чухне паркра трактор самайччĕ. Тĕрлĕ ял хуçалăх машиниччĕ, 4 комбайнччĕ. Колхозĕ те пысăк пулнă. Çăпаталлă хурçă утсем çинче икшерĕн ĕçленĕ. Патăрьелти училищĕре вĕренекенсене çуркуннесерен пирĕн пата практикăна яратчĕç. Кашни тракторист çумне пĕрер прицепщик çирĕплетнĕ. Вĕсемпе çураки ирттернĕ. Колхоз уйрăлсан мана «Малалла» эртелĕн тĕп инженерне лартрĕç», — калаçу çăмхине сÿтрĕ Николай Михайлович. 26 çул ĕнтĕ вăл çак ĕçре. Çав вăхăтрах хуçалăх ертÿçин çумĕ те.
«Манăн тивĕç — техникăна юсавлă тытасси. Ял хуçалăх машинисене юсаса çурхи тата кĕрхи ĕçсене кирлĕ шайра ирттересси. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте ĕç кал-кал пымалла. Механизаторсен шучĕ паян ĕлĕкхипе танлаштарсан çурри чакнă. Кăçал çуракире 11-ĕн ĕçлерĕмĕр. Тыр-пулпа пахчаçимĕçе пухса кĕртнĕ чухне те çавăн чухлех çын тăрăшрĕ. Пирĕн трактористсем комбайнпа та ĕçлеççĕ. Чи асли — утмăл иккĕре. Маларах утмăлтисем питех ĕçлемен. Яш-кĕрĕм йышлă пулнă. Юлашки ултă çулта пирĕн йыша пĕр çамрăк та хушăнман. Пысăк укçана хăнăхрĕç-ши? Аякри хуласене çул тытаççĕ. Ÿркенмесен вара укçи пулать, колхоз тыр-пулне, утти-улăмне парать. Шел, паян тракториста вĕренме каякан çукпа пĕрех. Автомашина водителĕсен йышĕнче те яшсем çук. Чи çамрăкки те – вăтăр çиччĕре. Паркра паян самаях кивелнĕ трактор çук. Фермăра ĕçлекенни кăна пĕчĕк кабинăллă. Техникăна вăхăтра çĕнетме тăрăшатпăр. Икĕ çул каялла МТЗ-82 трактор туяннăччĕ. Çитес çулсенче çĕнĕ комбайн илмелле пулать», — пĕлтерчĕ тĕп инженер.
Николай Пазухин пĕлтернĕ тăрăх — хуçалăхра халĕ суха ĕçне вĕçлемелли кăна юлнă. Ял хуçалăх машинисене парка управа тирпейлесе кĕртнĕ ĕнтĕ. Кунпа вĕсен ĕç вĕçленмест-ха. Хĕлле выльăх-чĕрлĕх валли апат, улăм турттараççĕ. Çавăн пекех хуçалăх валли вăрман кăлараççĕ. Инженер ĕçĕ техникăна юратнипе интереслĕ. Инженер ĕçлемерĕ тĕк — парк пушă. «Паркăн колхоз сăнĕ пулмалла», — тетпĕр эпир. Хальхи вăхăтра лашапа фермăра кăна ĕçлекелеççĕ. Хуçалăхра пĕтĕмпе те 10-15 ут кăна юлнă. Пурте трактор ыйтаççĕ. Утă тиесе килмелле — хурçă ут кирлĕ. Унччен колхоз ял çыннисен пахчисене те сухаласа панă. Халĕ хуçалăх ĕçĕсене вĕçлемесĕр килти пахчасене кĕрейместпĕр. Çавăнпа чылайăшĕ уйрăм çынсене сухалаттарать», — уçăмлатрĕ Николай Михайлович.
Парк колхоз сăнĕ пултăр тесе тĕп инженер хăй енчен мĕн тăвать-ха? «Хальхи вăхăтра инженерăн çынсемпе килĕштерме лайăх психолог пулмалла. Кашни механизаторăн кăмăлне пĕлмелле. Эпĕ ĕнтĕ çак тапхăрта кашни мĕнле çын пулнине чухлатăп. Паркра пĕччен нимĕн те тăваймăн, пĕрле вĕрсен вара хапха та уçăлать. Колхоз уйрăличчен 12 трактор вырнаçмалăх гараж тунăччĕ. Машинăсем лартмалли гараж та хăтларăмăр. Механизатор çуртне çĕклерĕмĕр. Трактористсем валли столовăй пур. Парка кĕмелли çула вĕтĕ чул сартартăмăр. Мастерскоя тирпейленĕ, мотор цехĕ тутарнă. Ĕçе кăна мар, канăва та пĕлсе йĕркелеме тăрăшатпăр. Юпан 30-мĕшĕнче Раççейре инженер-механик кунне уявлаççĕ. Ăна эпир, Патăрьел районĕнчи инженерсем, тăваттăмĕш çул ĕнтĕ пĕрле пухăнса палăртатпăр. Кăçал вăл «Батыревский» совхозра иртрĕ. Унта ветерансене те чĕнетпĕр. Хампа пĕрле эпĕ ĕмĕрĕпе трактористра, механикре ĕçленĕ Иван Ендеева илсе кайрăм. Сурăх пусса шÿрпе пĕçертĕмĕр».
Николай Пазухина пĕлтĕр ĕçри хастарлăхĕпе пуçарулăхĕшĕн «ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствисен, Патăрьел район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе тата ытти наградăпа чысланă ăна. Общество ĕçне те хастар хутшăнать Николай Михайлович. Вăл — Анат Чакă ялĕн депутачĕ, Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ. Çитес вăхăтрах вăл пуçарнипе Анат Чакăри аслă урамра асфальт çул сарĕç.
Николайпа Людмила Пазухинсен — икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Кĕçĕнни Петĕр ялти шкулта 6-мĕш класра вĕренет. Вăл та ашшĕ пекех техника патнелле туртăнать. Людмила Филипповна колхозра бригадăра ĕçлет. Пазухинсен килти хушма хуçалăхĕ те пысăк: икĕ ĕне, виçĕ пăру, виçĕ сысна, сурăхсем, чăх-чĕп йышлă усраççĕ вĕсем. Çапла, ялта выльăхсăр пурăнаймăн. Ĕçчен çыншăн вара яланах ĕç пур.
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ