Уяв çĕнĕ шанăç çуратать

1 Чÿк, 2016

Тăвай районĕнчи ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем республикăри тĕп уяв умĕн кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Çураки хыççăнхи типĕ çанталăка тата авăн уйăхĕнчи йĕпе-сапана пăхмасăрах аграрисем праçнике чылай енĕпе кăтартусене лайăхлатса тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

Хресченсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхинчен 3,9% пысăкрах лаптăкра çитĕнтерчĕç, 25,3 пин тонна тыр-пул пухса кĕртрĕç. Гектар тухăçĕ малтанлăха палăртнă тăрăх 22,5 центнерпа танлашать. Комбайнерсем хушшинче «Вырма паттăрĕ» ята ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕн Владимир Николаевăн ывăлĕ Виктор Николаев /çав вăхăтрах Ленин ячĕллĕ ЯХПХ ертÿçи те/ пиллĕкмĕш хут тивĕçрĕ. Владимир Николаевичăн хăйĕн ячĕллĕ мăнукĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ăс пухать, ашшĕне акара — тракторпа, вырма вăхăтĕнче комбайнпа ĕçлесе пулăшать. «Ывăлăм Володя çемье çавăрнă хыççăн академире куçăнсăр майпа вĕренме, ял хуçалăхĕнче тата тăрăшарах вăй хума тытăнчĕ», — терĕ Виктор Владимирович. Вăл унран лайăх фермер пуласса шанать.

Выльăх пăхакансен те тăрăшулăхĕ курăмлă. Тăхăр уйăхра мĕнпур тытăмри хуçалăхсем 16 пин тонна /пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 102,5%/ сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 4273 килограмм /2015 çулхи 9 уйăхринчен 302,4 кг нумайрах/ сĕт сунă. Мăйракаллă шултра выльăх йышне 7828 /103,5%/ пуçа çитернĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем халĕ 667 ĕне /пĕлтĕр — 632/ усраççĕ. Машинăпа сĕт сăвакансен хушшинче В.Грачев фермер хуçалăхĕнчи Людмила Шуйкова малта: 5800 кг.

Укçа-тенкĕрен час-часах татăлнăран йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ хуçалăхсем те малаллах талпăнаççĕ. “Красная Чувашия” ял хуçалăх производство кооперативне илер-ха акă. Колхоз хăй вăхăтĕнче кĕрлесе çеç тăнă. Самана саккăрла çаптарма тытăнсан вăл та аран-аран сывлакан пулнă, анчах упранса юлма хевте çитернĕ. Хуçалăх аталанăвĕшĕн нумай çул ырми-канми тăрăшакан Виктор Шутов тĕп агроном кăçалхи нарăс уйăхĕнчен ял хуçалăх производствине лайăх ăнланакан ăста специалист, пултаруллă ертÿçĕ Николай Ильбеев ертсе пыма тытăнни çинчен пĕлтерчĕ. Енĕш Нăрвашсем ял çийĕн кăвак хуппи уçăлнăнах туяççĕ халĕ. Тыр-пула пÿлмене вăхăтра та пĕр çухатусăр пухса кĕртнĕ. Реконструкциленĕ фермăна çывăх вăхăтра хута яма хатĕрленеççĕ. Ĕнесем таса та хăтлă витере хĕл каçĕç. Апат тулăх хатĕрленĕ. Сĕт сăвакан операторсен савăнма сăлтав пысăк.

Палăртнă тĕллевсем пур­нăçланса пынăран районти ветстанцире вăй хуракансен те кăмăл çĕкленÿллĕ.

— Пĕр-пĕрин хушшинче: “Ку — санăн, ку манăн ĕç”, — тесе тавлашса тăмастпăр. Коллектива килнĕренпе çитес çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче вунă çул çитет. Малтан ветеринар пултăм, ултă çул ытларах пуçлăх заместителĕн тивĕçне пурнăçлатăп. Апла пулин те эпĕ те, ветстанци ертÿçи Александр Шакин та, пулăшу ыйтса шăнкăравласан е хамăр пата килсен çынсен ыйтăвне вырăнта татса пама çийĕнчех çула тухатпăр. Александр Валерьевич паян та пĕр хуçалăха тухса кайрĕ. Чирлĕ выльăха вăхăтра сиплесси ветеринар тивĕçĕ пулнине самантлăха та манмастпăр, — терĕ Лариса Симушкина. — Çав вăхăтрах хут ĕçне те чиперех йĕркелесе пыратăп.

Планпа пăхса хунă ĕç темĕн чухлех пулин те ăна вăй çитнĕ таран пурнăçлатăн-ха, тăрăшатăн, анчах вăл темшĕн палăрсах каймасть. “Пирĕн ĕç çынна курăнмасть”, — теççĕ ветврачсем хăш чухне. Палăртманни те тупăнать кĕтмен çĕртен. Кăçал Турикас Тушкиле урнă тилĕ ернĕ. Чăхсем шуйханнипе картишне тухнă кил хуçи ăна аранах лăплантарнă, ветстанцине пĕлтернĕ. Ытти — ветспециалистсен ĕçĕ. Халĕ карантин вĕçленсе пырать.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.