Валентин ГРИГОРЬЕВ

25 Çурла, 2015

Пĕр комбайн та ĕçсĕр ан лартăр

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕнер Правительство çуртĕнче Чăваш Енĕн влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркинче виçĕ ыйту - уй-хир ĕçĕсем тата «Кĕр мăнтăрĕ» ярмăрккăсенче ялхуçалăх продукцине анлăрах сутассине йĕркелесси, республикăри промышленноçăн 2015 çулхи çичĕ уйăхри пĕтĕмлетĕвĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсем 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленни.

11 Çурла, 2015

Сывлăм ÿкни Куславккасене хăратмасть

Кăçал Куславкка енче тырпула 11552 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Вырма епле пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн ертÿçи Юрий Забраев паллаштарчĕ.

11 Çурла, 2015

Патшалăх пайтаçăсене тĕллевлĕ пулăшать

ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатинче республикăри предпринимательсен ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Палата президенчĕ Игорь Кустарин "çавра сĕтеле" уçнă май пĕчĕк тата вăтам бизнесри инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатас тĕлĕшпе тухса тăнă çивĕч ыйтусене асăнчĕ.

6 Çурла, 2015

Тырра вырса кушăхтармаççĕ. Мĕншĕн?

Ял хуçалăхĕнче çак уйăхра ĕç нумай. Пурне те пĕр вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ. Çакна асра тытса выльăх валли апат ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле, çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕрхисене акса хăвармалла. Вырма пĕр самантлăха та канăç памасть. Пĕтĕм вăя илет.

Pages