Пĕр комбайн та ĕçсĕр ан лартăр
25 Aug, 2015 | Ял хуçалăхĕ

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕнер Правительство çуртĕнче Чăваш Енĕн влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркинче виçĕ ыйту - уй-хир ĕçĕсем тата «Кĕр мăнтăрĕ» ярмăрккăсенче ялхуçалăх продукцине анлăрах сутассине йĕркелесси, республикăри промышленноçăн 2015 çулхи çичĕ уйăхри пĕтĕмлетĕвĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсем 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленни.

Пĕрремĕшĕ çанталăк условийĕпе тÿрремĕн çыхăннă. Çавăнпа паянхи кун чи çивĕччи те пĕлтерĕшли пулĕ. Канашлура ялхуçалăх теми пысăк вырăн йышăнчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов вырма, кĕраки, суту-илÿ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ.

- Республикăра августăн 24-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 156 пин гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Мĕнпур лаптăкăн 56: чухлĕ. Кăтарту пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 69,9: танлашнă. Улатăр /46,3:/, Хĕрлĕ Чутай /48,1:/, Тăвай /48,9:/, Муркаш /49,2:/ районĕсем палăртнин çуррине те пурнăçлайман. Малта - Елчĕксем: 78,4:. Ĕççие иртнĕ эрнери çумăрсем чарса тăчĕç, комбайнсем темиçе кун хире тухаймарĕç. Кану кунĕсем вара ăшă та хĕвеллĕ тăчĕç. Синоптиксем ку эрнере те çанталăк лайăх пуласса шантараççĕ. Малашне вăл епле тăрасса никам та татса калаймасть. Çавăнпа уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курмалла. Вырмана вăраха яма нимĕнле сăлтав та çук. Хире 633 комбайн тухать. Пĕлтĕр çав вăхăтра çичçĕре яхăн пулнă, - терĕ Сергей Владимирович.

- Вырма вĕçленнĕ ялхуçалăх предприятийĕсенче комбайнсем пушанаççĕ, анчах пĕри те ĕçсĕр ан лартăр. Вĕсене ытти хуçалăха пулăшма явăçтармалла, - сĕнчĕ Михаил Игнатьев.

13 районта çĕрулми кăлараççĕ. Вăл кăçал çу сулхăн тăнăран лайăх çитĕннĕ. Гектар тухăçĕ вăтамран - 206,3 центнер /пĕлтĕр çак вăхăтра - 172,2 ц/. Елчĕксен чи пысăкки - 380 ц. Вăрмарсемпе /244,7 ц/ Комсомольскисен те /235,3 ц/ аван.

Çитес çулхи тухăçшăн халех тăрăшса кĕрхи культурăсене вăхăтра акмалла. Планпа 100 пин гектар палăртнă, хальлĕхе 73826 га /73,8:/ çĕр хатĕрленĕ, 18,3: акнă /2014 çулта çак вăхăтра - 21,6:/, вăл шутра 11860 га - кĕрхи тулă. Кĕракинче Сĕнтĕрвăррисем /39,6:/, Тăвайсем /34,3:/, Муркашсем /30,6:/ малта. Çав вăхăтрах Шăмăршăсем плана 0,6: çеç тултарнă. Кăнтăрла ăшă тăни тата нÿрлĕ тăпра кĕрхи культурăсене парка шăтса тухма, вăй илме тата вăхăтра тĕмĕленме пулăшĕ.

Министр выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклине палăртрĕ. Республикăра утă - 92649 /129:/, сенаж - 222788 тонна /131,3:/ хатĕрленĕ. Силоспа кăтарту хальлĕхе пĕчĕкрех-ха. Сентябрьте куккурус вырма тытăнсан палăртни пурнăçланмалла.

Августăн 22-23-мĕшĕсенче Шупашкарта, йăлана кĕнĕ «Кĕр мăнтăрĕ» уйăхлăх пуçланчĕ. Кану кунĕсенче «Николаевский», «Хевешский» суту-илÿ комплексĕсенче, «Северная», «Дар» ОООсенче хула халăхне тивĕçтерекен хакпа çĕрулми, пахчаçимĕç сутнă.

- Ярмăрккăна епле хаклатăр? - кăсăкланчĕ Михаил Игнатьев.

- Çынсем хăйсене хĕл каçмалăх кирлĕ чухлĕ çимĕç туянма йышлăн тухрĕç. Çакнашкал суту-илĕве вĕсем питĕ кĕтнĕ. Хак лавккаринчен чылай йÿнĕ. Пĕр килограмм çĕрулми - 10-12, сухан тата кишĕр 15-20 тенкĕ, - хуравларĕ министр.

Калаçăва Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăнчĕ.

- Кану кунĕсенче ярмăрккă тĕп хуласăр пуçне 8 районта иртнĕ. Ĕç ветеранĕсене, инвалидсене, пенсионерсене, нумай ачаллă çемьесене туяннă пахчаçимĕçе килĕсене çитиччен тÿлевсĕр леçсе панă, - терĕ Алексей Олегович.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин промышленноçăн çичĕ уйăхри пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Производство индексĕ 91,8 процента çитнĕ. Энергетика, хими, пир-авăр, апат-çимĕç, резина, пластмасса изделийĕсем туса кăларассипе ÿсĕм 10-3: хăпарнă.

- Çитмĕл организаци тупăшлă аталанать, - палăртрĕ Владимир Александрович. - Чылайăшĕнче ĕç коллективĕн йышĕ, ĕç укçи ÿснĕ. Çулталăк вĕçлениччен икĕ завод хута яма палăртнă. Çав вăхăтрах йывăрлăхпа тĕл пулаканнисем те çук мар. Уйрăмах машинăсем туса кăларакан отрасль юлса пырать. Малтан палăртнă тăрăх - республикăри промышленноç комплексĕ çулталăка 93,5-95 процентпа вĕçлес тĕллевлĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков ЖКХ обћекчĕсем 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Хатĕрленÿ ĕçне вĕçлесе пыракан районсем пур чухнех Çĕмĕрле хули тĕллеве 51: çеç пурнăçланă.

Шел те, ЖКХсем çутçанталăк газĕпе, электроэнергипе усă курнăшăн парăма кĕнĕ.

- Августăн 21-мĕшĕнче парăмпа татăлассине хăвăртлатас ыйтупа 4 муниципалитет пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçрăмăр, - терĕ Олег Иванович. - Ку эрнере ыттисен сăмахне те итлесшĕн. Сентябрĕн 15-мĕшĕччен палăртни йăлтах хатĕр пулмалла, парăмсемпе те татăлмалла.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Валентин ГРИГОРЬЕВ