Шурă акăш евĕр шурă самолет сывлăша çĕкленчĕ
Виçĕмкун «ЮТэйр» авиакомпанин 21 сехет те 10 минутра Мускаври «Внуково» аэропортран тÿпене çĕкленнĕ ATR 72 сывлăш карапĕ 23 сехетре Шупашкарти аэропорта анса ларнă. Вăл унта çĕр каçрĕ те 7 сехет çурăра каялла çула тухрĕ: «Мускав – Шупашкар» çĕнĕ авиарейс уçăлчĕ. Самолета 70 çын вырнаçать. Пĕрремĕш рейспа çурри ытларах çула тухрĕ. «Шупашкар аэропорчĕ» хысна предприятийĕн гендиректорĕ Александр Жирнов малашне самолетпа вĕçекенсем ытларах пуласса шаннине пĕлтерчĕ.
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан, Шупашкарти пулă ĕрчетекен «Ютэс» фирмăра вăй хуракан Руслан Гавриленко хăй пĕрремĕш пассажир пулнине пĕлсен питĕ тĕлĕнчĕ. Фирма ĕçĕпе Мускава кайма Интернет урлă чи малтан билет туяннăскер регистрацие пĕрремĕш çитрĕ. Ăна хаклă парнепе - çулталăк вĕçме ирĕк паракан свидетельствăпа - хавхалантарчĕç.
А.Жирнов сывлăш транспорчĕ хăтлă, вăхăтпа туллин усă курма меллине палăртрĕ. Уйрăмах - пайтаçăсемшĕн: пĕр кунра палăртнине пурнăçласа каялла таврăнма май пур.
- Ку авиарейс Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ, «ЮТэйр» авиакомпанин регион директорĕ Николай Гаврилов çине тăнипе уçăлчĕ. ATR 72 самолет шанчăклă, Францире туса кăларнă, - терĕ А.Жирнов. - Билетăн чи йÿнĕ хакĕ 1990 тенкĕ. Пуйăс билечĕн хакĕнчен сахалрах тÿлемелле, палăртнă çĕре темиçе хут хăвăртрах илсе çитерет.
Кăнтăрла аэропортра массăллă информаци хатĕрĕсем валли презентаци иртрĕ. ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов республикăра сывлăш транспорчĕ епле аталанни çинчен каласа кăтартрĕ. «Шупашкар аэропорчĕ пассажирсен кăмăлне пĕлтĕр 2013 çулхинчен 1,5 хут нумайрах тивĕçтернĕ. Халăх шухăшне тĕпе хурса Шупашкар аэропорчĕ вĕçевсен анлăшне çулсерен пысăклатать. Самолетсем пассажирсене малашне Санкт-Петербурга та, Симферополе те илсе çитерĕç», - терĕ министр.
Савăнăçлă уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, авиацин генерал-лейтенанчĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов хутшăнчĕç.
- Патшалăх политики - халăха çул çÿреме тĕрлĕ майсем туса парасси. Мĕнле транспортпа çÿресси - кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Çынсем ытларах самолетпа вĕçме кăмăллаççĕ. Унта автобусри е пуйăсри пек нумай вăхăт пулмастăн, кирлĕ çĕре хăвăрт çитетĕн. Экспертсем сывлăш транспортне чи хăрушсăр пулнине çирĕплетеççĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Çĕнĕ маршрут уçăлни спорт аталанăвĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ иртет. Республика тĕп хулине çитме спортсменсене те меллĕ пулать.
Михаил Игнатьев тăван халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса çĕнĕ авиарейс уçма пултарнăшăн Николай Гаврилова тав турĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ.
Николай Федорович тăван ене яланах асра тытнине пĕлтерчĕ.
- «Внуково» аэропорт Мускавран 11 çухрăмра çеç вырнаçнă. Тĕп хулана çитме меллĕ, - терĕ вăл. - Пирĕн самолетсем, летчиксем шанчăклă. Вĕсем çĕршыв тăрăх вĕçсе пысăк опыт пухнă. Пассажирсен кăмăлне тивĕçтерес ĕçре çĕнĕлĕх пур. Ашшĕ-амăшĕ ачасене бортпроводницăсене шанса лартса яма пултарать. Вĕсене çул тăршшĕпех тимлĕ пăхаççĕ, вырăна çитсен кĕтсе илекенсене параççĕ. Пассажирсем нумайрах çÿреме тытăнсан билет хакне йÿнетесси пирки те шухăшлăпăр.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментари хушас