Çураки: юлашки гектарсем

19 Çу, 2015

Çак кунсенче çуракипе çыхăннă кашни çын - ахаль механизатортан пуçласа министр таранах - канăçа çухатнă. Пуçĕнче пĕртен-пĕр шухăш - «çурхи кун - çулталăк тăрантарать» каларăша асра тытса тĕштырăпа пăрçа йышши, выльăх апачĕлĕх культурăсене, çĕрулмипе пахчаçимĕçе çĕр типиччен пысăк пахалăхпа та хăвăртлăха чакармасăр акса-лартса хăварасси. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов кунсерен тенĕ пекех районсене çитсе вырăнти лару-тăрупа паллашать. Иртнĕ кĕçнерникун Куславкка тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче пулса курчĕ. Пур çĕрте те хĕрÿ ĕç вĕрет. Халăх юратакан юрă сăмахĕсем аса килеççĕ: «Хире тухсан мĕн сас лайăх? Машин-трактор сасси лайăх...» Таврара уй-хир кĕвви шăранать.

Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Колумб тата унăн заместителĕ-ялхуçалăх пайĕн ертÿçи Юрий Забраев Сергей Павлова Çĕрпÿ-Хусан автотрассăран Куснар ялне пăрăнакан çул çинче кĕтсе илчĕç. Кунта «Куснар» агрофирмăн çĕрĕсем пуçланаççĕ, 2500 гектар йышăнаççĕ. «Паян çурхи культурăсене акса пĕтеретпĕр. Трактор 130 гектар йышăнакан лаптăкра юлашки çаврăмсем тăвать. Вара тÿрех çĕрулми пуссине куçатпăр. Акана 14 çын хутшăнать. Кăçал кредит илмерĕмĕр. Пĕтĕм ĕçе хамăр вăйпах пурнăçлатпăр», - терĕ Александр Клементьев директор.

«Вега» АУОна çитсен савăнмалли тупăнчĕ. «Районти ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем çамрăкланса пыраççĕ. «Вега» общество тилхепине тивĕçлĕ канăва тухнă Рената Дмитриевна Будкова вырăнне халĕ ывăлĕ Артур Иванович тытнă. Çамрăксем тăван тăрăхран ютшăнманни, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртменни - ырă пулăм. Кунашкал тĕслĕх темĕн чухлех», - терĕ Юрий Забраев. Çамрăк каччăн ĕмĕчĕ çунатлă. Рената Дмитриевна ку таранччен тырă çеç туса илнĕ. Çĕнĕ директор çитес çултан çĕрулми çитĕнтерме тытăнасшăн. Шăвармалли хатĕр туяннă, çĕре пулăхлатма пĕр лаптăк горчица акнă. «Манăн çĕр ĕçĕн ятарлă пĕлĕвĕ çук. Эпĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнче вĕреннĕ. Халĕ куçăн мар майпа иккĕмĕш аслă пĕлÿ илетĕп, юрист пуласшăн. Мĕн пĕчĕкрен аннепе пĕрле ĕçлесе пысăк опыт пухрăм, ăна ĕмĕрне те тав туса пĕтереес çук», - чунне уçрĕ Артур Иванович.

В.Н.Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕнче Василий Николаевич ывăлĕ Иван та ашшĕ çулĕпе пырать. Çамрăк çамрăках: талпăну-хавхалану тапса тăрать. Кăçал купăста, хăяр лаптăкĕсене пысăклатнă. Халăха калча пĕлтĕрхинчен ытларах сутнă. «Иван Васильевич мана хушăран ăсчах пекех туйăнать. Сăнавсем ирттерме кăмăллать. Купăстана пленка айĕнче тата уçă вырăнта ÿстерет. Çимĕç тĕрлĕ вăхăтра çитĕннĕрен ăна кашни кун сутма май килет, - калаçăва хутшăнчĕ Зоя Павлова тĕп агроном. - Арпус туса илме те вĕренесшĕн. Вăл 3 гектар йышăнĕ. Ăна пленкăпа витсе тата уçă çĕрте, калча куçарса лартса тата акса ÿстерсе пăхасшăн. Хăш меслечĕ маларах тата ытларах тухăç панине пĕлĕпĕр».

Кăнтăр апачĕ хыççăн çул Сĕнтĕрвăрри еннелле выртрĕ. Министр «Звезда», «Аксаринское» ЯХПКсен, «НамЭКО» ООО, «Атлашевская» агрофирма, Александр Федоров ХФХ ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Сергей Владимирович майăн 14-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕ тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерни çинчен пĕлтерчĕ, Сĕнтĕрвăррисене вĕсенчен тĕслĕх илме чĕнсе каларĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Васильев кунти халăх çанталăк условийĕсене пула республикăн кăнтăр енчи районсенчен акана каярах тухнă пулсан та умри тĕллевсене чыслăн пурнăçлассишĕн çивĕч кĕрешнине палăртрĕ. Хирте техника пĕлтĕрхинчен ытларах ĕçлет. Кăçал 9 ХФХ йĕркеленнĕ. Вĕсем маларах чăмăртанса опыт пухма ĕлкĕрнĕ фермерсенчен тĕслĕх илеççĕ. Александр Федоров ХФХ микроклимата компьютер технологийĕпе йĕркелекен, 3 тонна çĕрулми йышăнакан управ тăвать. Çимĕçе малашне кĕркунне ана çинчен мар, хĕлле тата çуркунне пысăкрах хакпа сутасшăн. «Хула халăхĕ тарăхать пулĕ те, кăçал хаксем ÿсни хресчене усă пачĕ. Тавара йÿнĕпе вырнаçтарни пире тăкак кÿрет çеç, панкрута кăларать», - тет «Аксаринское» ЯХПК ертÿçи Олег Титов.

Сергей Павлов министр ака хальхи пек хăвăртлăхпа пырсан майăн 20-мĕшĕччен - тырă акса, 26-мĕшĕччен çĕрулми лартса пĕтерессе пĕлтерчĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: