Валентин ГРИГОРЬЕВ

3 Нарăс, 2015

Тăвайсен çул-йĕрĕ уçăмлă: тăвалла пулсан та - малаллах!

Лайăх астăватăп: темиçе çул каялла Тăвай район администрацийĕн çуртĕнче ЧР ертÿлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу иртрĕ. Ку муниципалитет финанс-экономика кăтартăвĕсемпе районсен хушшинче юлашки вырăнсенчен пĕрне йышăннăран калаçу çивĕч пулчĕ. Администрацин ун чухнехи çĕнĕ пуçлăхĕ Юрий Васильев /халĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи/ малашне ăнăçлăрах ĕçлессе, малти 10 район хушшине лекессе шантарчĕ. Сăмахне тытрĕ - Тăвайсем тепĕр çулах чылай енĕпе çитĕнÿ турĕç.

30 Кăрлач, 2015

Хресченшĕн хĕлле те канăç çук

Уй-хир хулăн юр айĕнче çурхи кунсем çывхарнине туймасăр канлĕн тĕлĕрет, анчах хресчен хĕлле те йывăр шухăш тыткăнĕнчен хăтăлаймасть: çуракине епле ирттересси канăç памасть ăна.

21 Кăрлач, 2015

Хурçă ут хире тухма хатĕр-и? Техника тĕрĕслевĕ ячĕшĕн ан ирттĕр

ЧР патшалăх технадзор инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев çирĕплетнĕ тăрăх - тĕрлĕ тытăмри ялхуçалăх предприятийĕсенче 20-30 çул каялла анлă усă курнă кивĕ техника халĕ те темĕн чухлех иккен. Паллах, чылайăшĕ хире тухаймасть. Вансах тăнăран саппас пай шыраса хăшкăлатăн çеç. Тата хаклă вăхăта çухататăн. Каламасăрах паллă - вĕçĕм чăхăмлакан трактор е комбайн чарăна-чарăна ĕçлени юсанин хакне те тăмасть пулсан уя кăларни мĕн усси?

20 Кăрлач, 2015

Чи пысăк хăват вăл - Сăмах

Сăмах... Мĕн тери пысăк вăй пытаннă унра. Вăл çынна хавхалантарма та, çав вăхăтрах çапса хуçма та пултарать. Ахальтен-и ăна хĕçпăшалпа танлаштараççĕ.

20 Кăрлач, 2015

Чи пысăк хăват вăл - Сăмах

Сăмах... Мĕн тери пысăк вăй пытаннă унра. Вăл çынна хавхалантарма та, çав вăхăтрах çапса хуçма та пултарать. Ахальтен-и ăна хĕçпăшалпа танлаштараççĕ.

Сăмах çумне сăмах хушсан шухăш çуралать. Унсăрăн çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнайман пулĕччĕç, тĕнче те тытăнса тăраймĕччĕ. Малтан сăмах пулнă тени ăнсăртранах çуралман-тăр.

Pages