Хурçă ут хире тухма хатĕр-и? Техника тĕрĕслевĕ ячĕшĕн ан ирттĕр

21 Кăрлач, 2015

ЧР патшалăх технадзор инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев çирĕплетнĕ тăрăх - тĕрлĕ тытăмри ялхуçалăх предприятийĕсенче 20-30 çул каялла анлă усă курнă кивĕ техника халĕ те темĕн чухлех иккен. Паллах, чылайăшĕ хире тухаймасть. Вансах тăнăран саппас пай шыраса хăшкăлатăн çеç. Тата хаклă вăхăта çухататăн. Каламасăрах паллă - вĕçĕм чăхăмлакан трактор е комбайн чарăна-чарăна ĕçлени юсанин хакне те тăмасть пулсан уя кăларни мĕн усси?

Агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракансем, нумаях мар пулсан та, çулленех ку чухнехи техника туянма тăрăшаççĕ паллах. Йывăр çĕр ĕçне тимĕр те чăтаймасть тенĕрен, çĕнĕ пулин те ăна та юсамалли пулкалать. Шел те, ĕлĕкрех машина-трактор юсакан предприяти кашни районтах пурччĕ, халĕ Шупашкарпа Канаш тăрăхĕсенче çеç упранса юлнă. Вĕсем çеç çителĕксĕр паллах. Сÿре шăлĕсене тÿрлетме, туптама ялсенче тимĕрçĕ лаççисем те çук.

Йĕркене пăсакансемпе технадзор ĕçченĕсем автоинспекторсемпе пĕрле кĕрешеççĕ. Хĕлĕн-çăвĕн ĕç пĕтмест вĕсен. Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче юр ашансен юсавлăхне, водитель удостоверенийĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Хăшĕ-пĕрин тивĕçлĕ документ та çук-мĕн. «Вăрманта е уйра кĕрт тăрăх пынă чухне мĕн тума кирлĕ вăл?» - теççĕ. Юр ашан та транспорт хатĕрĕ пулнине темшĕн манаççĕ.

Ака умĕн мĕнпур техникăн тĕрĕслев витĕр тухмалла. Шел те, механизаторсем çитменрен ку ĕç вăхăтра вĕçленеймест. Юсакансем çук. Кун каçа хуçалăхра тăрăшнă трактористсем хĕлле килте ĕçсĕр ларасран, кăштах укçа тума айккине тухса каять, юсава хутшăнаймасть. Акă, 2013 çулта технадзор инспекцийĕ мĕнпур техникăн 63% çеç усă курма ирĕк панă. Апла пулин те хăш-пĕр çĕрте механизаторсем юсавсăррипех ĕçлеççĕ. Кун пек чухне инкек, паллах, юнашарах çÿрет.

Иртнĕ çулăн май уйăхĕн 8-25-мĕшĕсенче «Уйрăм çын» операци те ирттернĕччĕ. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ килте трактор е автомашина тытать. Тĕслĕхрен, Комсомольски районĕнче пĕлтĕр мĕнпурĕ 1138 транспорт хатĕрĕ шутланнă, вăл шутра 528-шĕ /46%/ - уйрăм çынсен, 541-шĕ /47%/ - ялхуçалăх организацийĕсемпе ХФХсен, ытти - промышленноç предприятийĕсен. Техосмотрсене АПК техникин 83% хутшăннă пулсан пĕлтĕр, уйрăм çынсен - 43% çеç. Технадзор инспекторĕсем çавăнпа вĕсен килхуçалăхри транспорт юсавлăхĕшĕн пăшăрханаççĕ.

Механизаторсем вара чăнласах çитмеççĕ. Уйрăмах çамрăксем. Чылай çĕрте ватăсем вăй хураççĕ. Виçĕмçул мана Канаш районĕнчи Эдуард Шамуков фермер хăйĕн хуçалăхĕнче ĕçлекен Георгий Васильев комбайнер 75 çулта пулсан та вырмара районта малтисен йышне лекни çинчен каласа тĕлĕнтернĕччĕ. Кадр ыйтăвне çăмăллатма шанăçĕ пĕтмен-ха - Сĕнтĕрвăрринчи технологи техникумĕ ялхуçалăх производстви валли темиçе категориллĕ тракторист-машинистсем хатĕрлеме палăртать. Республикăра çивĕч тăракан çак ыйту татăлсан тем пекехчĕ.

Технадзор ĕçченĕсен çуллахи вăхăт уйрăмах хĕрÿ. Вырмана тухиччен хир карапĕсене юсаса пĕтерме васкатмалла. Çÿлтен хистесе тăмасан комбайнерсенчен хăшĕ-пĕри вырăнтан хускаласшăн та мар. Астăватăп, пĕр çулхине август уйăхĕ варрине çитсе пыратчĕ пулсан та хирте республикăри мĕнпур комбайнăн пĕр пайĕ çеç ĕçлетчĕ. Уйăх вĕçнелле кăна йышлăн кĕшĕлтетсе тухрĕç хир карапĕсем, анчах кая юлчĕç çав - вырма вăраха кайрĕ, çĕрулми лаптăкĕн темиçе проценчĕ вăрах çумăрсене пула копалка тĕкĕнмесĕрех юлчĕ.

Йăлана кĕнĕ «Трактор» операци 2014 çулта августăн 1-31-мĕшĕсенче иртрĕ. Кун пирки ЧР Патшалăх технадзорĕн инспекцийĕпе ШĔМ пĕрлехи хушăва алă пуссах çирĕплетрĕç. Икĕ ведомство ĕçченĕсем кашни района, хулана çитрĕç, рейдсене хутшăнчĕç. Механизаторсене, водительсене ĕçе кăларса ярас умĕн тата таврăнсан медицина тĕрĕслевне ирттерчĕç. Ÿсĕрпе руль е штурвал умне ларакансене тупса палăртас, асăрхаттарас тĕллевпе паллах.

Аслă çулпа комбайн е сарлака техника пынă чухне ытти транспортăн хăвăртлăха чакарса, асăрханса иртмелле. Анчах водительсем çак йĕркене яланах пăхăнасшăн мар. Пĕлтĕр августăн 18-мĕшĕнче Пăрачкав-Улатăр автоçул çинче каçкÿлĕм авари пулнă - «Шевроле» автомашина комбайн жаткине пырса тăрăннă. Çăмăл машина водителĕ вилмеллех аманнă. Инкек куçа курăнса килмест çав.

Республикăра профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче хăй тĕллĕн çÿрекен 2249 машинăпа прицепа тĕрĕсленĕ, 87-шĕ /4%/ юсавсăр пулнине палăртнă, 3% техосмотрта пач пулман, 74 çын - удостоверенисĕр, техникăн 2,5% регистраци туман. 320 механизатора, должноçри 43 çынна 320,4 пин тенкĕлĕх штрафланă. ЧР Патшалăх технадзор инспекторĕсем пуринчен ытларах Вăрнарсене /23 протокол çырнă, 16200 тенкĕлĕх штраф хунă/, Муркашсене /22 пр., 10900 т. шт./, Элĕксене /20 пр., 13200 т. шт./ явап тыттарнă.

Çак çитменлĕхсем хуçалăхсемпе предприятисен ертÿçисем механизаторсемпе водительсене рейса тухас умĕн йĕркеллĕ тĕрĕслеменнине çирĕплетеççĕ. Хăйсем патĕнче ĕçлекенсен хăш-пĕрин водитель удостоверенийĕ çуккине те пĕлмеççĕ яваплă çынсем. Айăплавран тÿрре тухма яланах сăлтав тупаççĕ - тыр-пул пухса кĕртнĕ чухне нихăçан та вăхăт çитмест имĕш.

Кĕр вĕçленсе пынă май ялхуçалăх техникине хĕл ăнăçлă каçарма лартмашкăн вăхăт. Инспекторсен ун чухне те канăç çук. Ку тĕлĕшпе те татса паман ыйтусем нумай. Ырă тĕслĕх вырăнне технадзор ĕçченĕсем Комсомольски районĕнчи «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăна, «Рассвет», «Дружба» ЯХПКсене, Шăмăршă енчи «Исток», «Колос» ОООсемпе «Искра» ЯХПКна, ытти тăрăхри малта пыракан хуçалăхсене илсе кăтартаççĕ.

Пăрачкав районĕн технадзор инспекцийĕпе прокуратури 2014 çулхи декабрĕн 8-17-мĕшĕсенче предприятисемпе организацисенче машина-трактор сывлăша епле вараланине тĕрĕсленĕ. Виçĕ пĕрлешÿре техникăна саккуна пăсса усă курнине, тавралăха нормăран ирттерсе сĕрĕмленине палăртнă.

Ĕлĕкрех чух ялхуçалăх ĕçĕсене ытларах алă вĕççĕн тунă пулсан, хальхи вăхăтра техникăн пĕлтерĕшĕ, паллах, пысăк. Вăл юсавлă пулсан тăкакĕ те сахалрах, ĕç тухăçĕ те аванрах пулĕ.

Николай Петров, патшалăх технадзорĕн Хĕрлĕ Чутай тата Çĕмĕрле районĕсенчи аслă инспекторĕ:

- Хĕрлĕ Чутай районĕнчи 10 ялхуçалăх организацийĕ, 4 ХФХ техникăна техосмотр витĕр вăхăтра кăлараççĕ. Транспорт хатĕрĕ 700 яхăн. Шел те, тĕрĕслеве пурте хутшăнаймаççĕ. Тупса палăртакан çитменлĕхсем сахалах мар. Хăшĕн сĕрмелли материал сăрхăнать. Вăл двигатель çине тумласан трактор е комбайн хыпса илме пултарать. Хуçалăх пысăк тăкак ан тÿстĕр тесен транспорт хатĕрне яланах юсавлă тытмалла, кабинăра аптечка, огнетушитель пулмалла.

Тĕрĕслев хăйсене ытларах кирлĕ. Механизатор е водитель хăй инкек тÿсме пултарать. Чи малтанах руль, тормоз тытăмĕ, çутатакан, сасă паракан хатĕрсем юсавлă пулмалла.

Юлса пыракан хуçалăхсенче - ыйту çивĕчрех. Саппас пайсем, механизаторсем çитмеççĕ. Кĕрхи ĕçсене питĕ юлса, аран-аран вĕçлеççĕ. Вĕсене Николай Лисаев фермертан тĕслĕх илме сĕнетĕп. Техника тăрăллă вырăнта шанчăклă упранать.

Чутай халăхĕ хастар пулсан, Çĕмĕрле енче çитменлĕх чылай. Пысăк укçашăн инçете çÿренĕрен ялхуçалăх производствине çĕкленме çынсем çитмеççĕ.

Анатолий Петров, патшалăх технадзорĕн Канаш хулипе районĕнчи аслă инспекторĕ:

- Районта транспорт хатĕрĕ 1500 яхăн, ытларахăшĕ - уйрăм çынсен. Уйрăмах - Ухман, Юмансар, Вăтапуç ялĕсенче. Шел те, чылайăшĕн тивĕçлĕ документ çук. Водительсен тата механизаторсен вăл пур-и, машина-трактор техосмотр витĕр тухнă-и - йăлтах тĕрĕслетпĕр, хамăр тивĕçе чыслă пурнăçлатпăр. Шел те, йĕркене пурте кирлĕ пек пăхăнасшăн мар çав. Пирĕн тĕллев - вĕсене айăпласа штрафласси мар /тепĕр чухне унсăрăн та май килмест/, çул çине тухакансем правилăсене çирĕп пăхăнччăр, юсавсăр техникăпа çÿресе шар ан курччăр тетпĕр. Çав вăхăтрах çутçанталăка та сиен ан кÿччĕр. Тĕрĕссипе, инкек пуласса кĕтмелле мар, унран асăханса тăма хатĕр пулмалла. Тÿрех штрафламастпăр, анчах çирĕп асăрхаттаратпăр. Район администрацийĕн канашлăвĕсенче ялхуçалăх предприятийĕсемпе ХФХ ертÿçисене, специалисчĕсене кун çинчен аса илтерсех тăратпăр. Мĕншĕн тесен автомашинăпа трактор-комбайна юсавлă тытасси, техника тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă кăларма хатĕрлесси йăлтах вĕсем епле ĕçленинчен килет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.