Чи пысăк хăват вăл - Сăмах

20 Кăрлач, 2015

Сăмах... Мĕн тери пысăк вăй пытаннă унра. Вăл çынна хавхалантарма та, çав вăхăтрах çапса хуçма та пултарать. Ахальтен-и ăна хĕçпăшалпа танлаштараççĕ.

Сăмах çумне сăмах хушсан шухăш çуралать. Унсăрăн çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнайман пулĕччĕç, тĕнче те тытăнса тăраймĕччĕ. Малтан сăмах пулнă тени ăнсăртранах çуралман-тăр.

Тĕрĕс информацие халăх патне журналистсен вичкĕн те ĕнентерÿллĕ сăмахĕсем илсе çитереççĕ. Хаçат ĕмĕрĕ пĕр куна çеç пырать теççĕ. Çаплах-ши? Çук пуль. Кашни номерĕ историе кĕрсе юлать, темиçе çул иртсен пĕр-пĕр пулăма таврăнма пулăшать.

Январĕн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа иртнĕ савăнăçлă уявра çуралчĕç çак шухăшсем. Каярах сăмах вăйĕ пирки тухса калаçакансем те аса илчĕç.

Уява журналистсем, издательсем, полиграфистсем, пичет ĕçĕн ветеранĕсем пухăнчĕç. Вĕсене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, сумлă хăнасем пынă.

Михаил Васильевич театр фойинче йĕркеленĕ курав экспозицийĕсемпе кăсăкланчĕ, МИХсем информаци технологийĕсемпе ăнăçлă усă курнине палăртрĕ.

Пĕр стенчĕ «Хыпар» Издательство çурчĕ епле йĕркеленнипе, аталанса пынипе паллаштарать. Издательство çурчĕн никĕсне хывнă «Хыпар» хаçат 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче паллă ученăй-педагог, общество деятелĕ Николай Никольский çине тăнипе çуралнă. Республикăн чăвашла тĕп хаçачĕ çулталăкран 110 çул тултарнине палăртма хатĕрленет.

ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансен, телекуравпа радиора вăй хуракансен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, Пичет кунĕ пурин те пĕрлехи уявĕ пулнине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен республикăра хаçат-журнал, кĕнеке вуламан, телепередачăсем пăхман, радио итлемен çын çуках. Халăх вĕсем урлă хăйсене канăç паман çивĕч ыйтусен тупсăмне тупать, сывă пурнăç йĕркине хăнăхать, спортпа туслашать, ырă енсене ăша хывать. Ирсерен радио е телекурав урлă юрă-кĕвĕ итлесе хавхаланать. Ĕçе лайăх кăмăлпа пырать, кăтартусене лайăхлатать. Журналистсем экономикăна аталантарма пысăк витĕм кÿреççĕ тенипе епле килĕшмĕн?

Журналистсен ĕçĕ йывăр, кăткăс. Ăсталăхсăр пуçне пысăк чăтăмлăх кирлĕ ку професси çынни пулма. Ăна пурте пултараймаççĕ. Анчах чунпа чи çирĕп¬писем, ĕçе пуçĕпех парăннисем вуншар çул тăрăшса ĕçлеççĕ, халăх патне кирлĕ сăмаха çитереççĕ. «Эсир çынсен кăмăлне пысăк витĕм кÿретĕр, тĕрĕс çул-йĕрпе пыма пулăшатăр. Çавăнпах халăх сире шанать, ĕненет, хисеплет. Ырă енсене малашне те аталантарса пырăр», - терĕ министр зала пухăннисене праçник ячĕпе ăшшăн саламланă май.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллă банкир 1815 çулта информаци пирки каланă «кам информаципе хуçа, вăл тĕнчене тытса тăрать» сăмахсене аса илчĕ. Унтанпа 200 çул çитнĕ пулин те ку шухăш пĕлтерĕшĕ çухалман, тепĕр çавăн чухлĕ çул иртсен те кивелмĕ.

- Тĕрĕс информаци илекен çын пурнăçра çитĕнÿ тăвать, хăйĕн вырăнне тупать, - терĕ Михаил Васильевич.

Пĕлтерÿ е хыпар йăнăш пулсан, паллах, тытăннă ĕç путланать. Çавăнпа та телекуравра, радиохыпарлавра, пичетре вăй хуракансен яваплăхĕ калама çук пысăк. Кашни сăмахăн хăйĕн вырăнĕ пулмалла. Текстра чарăну палли те пĕлтерĕшлĕ. Вăл çынна инкекрен хăтарса хăварма е вуçех шар кăтартма пултарать.

Республика Пуçлăхĕ Культура çулталăкĕнче тунă çитĕнÿсене те аса илчĕ. 150 пин ытла мероприяти иртнĕ. МИХсем вĕсене вăхăтра та туллин çутатнă. Литература тата чăваш классикĕ К.В.Иванов çулталăкĕнче те вĕсем хăйсен тивĕçне чыслă пурнăçлассине шанса тăнине палăртрĕ.

Пĕлтĕрхи кĕркунне Чăваш Енре «Раççей - спорт çĕршывĕ» уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Чăваш халăхĕ хăйне тĕнче умĕнче спорта чăнласах юратнине çирĕплетрĕ. Журналистсем ку çитĕнĕве те пысăк витĕм кÿчĕç.

Хастарлăхпа, пултарулăхпа палăрнисене уявра патшалăх наградисене парса чысларĕç: Елена Гальперина /Чăваш наци телекуравĕ/, Елена Казарина /«Чебоксарские новости» хаçат/, Ирина Калентьева /Чăваш кĕнеке издательстви/ «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, Сергей Петров /«Грани» хаçат/, Зинаида Павлова /Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçачĕ/, Галина Хрисанова /«Хыпар» ИÇ/ республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç.

Çак наградăна парса журналистика ветеранĕсене те - Раççей тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, СССР Писательсен союзĕн членне Аристарх Дмитриева тата паллă ăсчаха Виталий Станьяла пысăк хисеп турĕç. «Мана ватлăх кунĕсенче çÿллĕ шайра хисеплени чĕре çине эмел хунăнах туйăнчĕ», - терĕ Виталий Петрович хăйĕн тав сăмахĕнче.

Уява пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов саламларĕ, пирĕн пултаруллă ĕçтеше Федор Чернова ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ, Муркаш тата Комсомольски районĕсен хаçачĕсен редакторĕсене Анатолий Тихоновпа Любовь Шуряшкинăна «Пĕр¬лĕхлĕ Раççей» партин регион уйрăмĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.

МИХ ĕçченĕсен тепĕр пултаруллă ушкăнĕ ЧР Информаци политикин министерствин Хисеп хутне тата министрăн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

Малалла Чăваш Ен Журналисчĕсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров журналистсен пултарулăх конкурсĕсенче çĕнтернисене чысларĕ. Çемен Элкер ячĕллĕ премие «Хыпар» хаçатăн общество пурнăçĕпе политика пайĕн тишкерÿçи Ирина Клементьева тата ЧР Наци телерадиокомпанийĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова илчĕç, «Чăваш журналистикипе пичет энциклопедине» хатĕрленĕ Валерий Комиссаров, Владимир Зырянов, Надежда Осипова - Николай Никольский ячĕллĕ преми лауреачĕсем пулса тăчĕç, Леонид Ильин ячĕллĕ премие пичет ветеранне, «Хыпар» Издательство çурчĕн штатра тăман корреспондентне Герман Желтухина пачĕç.

Республикăра ирттернĕ «Чăваш Ен террора хирĕç» конкурс çĕнтерÿçи те пирĕн Издательство çурчĕн ĕçченех пулчĕ - «Хыпар» хаçатăн пай редакторĕ Николай Коновалов мала тухса чыса тивĕçрĕ.

Çĕнтерÿçĕ ĕçтешĕмĕрсене чун-чĕререн саламлатпăр, пултарулăх ĕçĕнче малашне те пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.

Теги: 

Новости по теме