Тăвайсен çул-йĕрĕ уçăмлă: тăвалла пулсан та - малаллах!

3 Нарăс, 2015

Лайăх астăватăп: темиçе çул каялла Тăвай район администрацийĕн çуртĕнче ЧР ертÿлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу иртрĕ. Ку муниципалитет финанс-экономика кăтартăвĕсемпе районсен хушшинче юлашки вырăнсенчен пĕрне йышăннăран калаçу çивĕч пулчĕ. Администрацин ун чухнехи çĕнĕ пуçлăхĕ Юрий Васильев /халĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи/ малашне ăнăçлăрах ĕçлессе, малти 10 район хушшине лекессе шантарчĕ. Сăмахне тытрĕ - Тăвайсем тепĕр çулах чылай енĕпе çитĕнÿ турĕç. Тăвай ен пĕчĕк, ялхуçалăх пĕрлешĕвĕсем сахал, çĕрте гумус /тăпрари органикăллă тутлăхлă япаласем/ чухăн пулсан та «Агро-100» клуба 2012 çулта - 2, 2013 ç. 3 хуçалăх кĕме пултарчĕ.

Халĕ администрацие уçăмлă палăртнă çул-йĕрпе Владимир Ванерке ертсе пырать. Владимир Алексеевичпа анчахрах тĕлпултăм. Вăл малтан тăван ене курса çаврăнма сĕнчĕ. Владимир Ванерке, районăн тĕп зоотехникĕ Елена Михайлова пире хута кайнă çĕнĕ объектсемпе тата пурнăçланакан проектсемпе паллаштарчĕç.

«Икĕ уйăх та иртмерĕ...»

«Юлашки икĕ çулта республикăри ялсемпе саласенче ку чухнехи модульлĕ 60 фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă, кăçалхи çурла уйăхĕнче «Ял çыннисене - 100 ФАП» проекта вĕçлетпĕр», - терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне кăçал янă Çырăвĕнче.

Тăвайсем проектпа килĕшÿллĕн ăна пиллĕк тума палăртнă. 2013 çулта - Вырăс Салинче, пĕлтĕр Вăтаяльпе Çĕнĕ Ишпуç ялĕсенче хута янă. Кашни ФАПа ĕçе кĕртнĕ чух 2,351 млн тенкĕпе усă курнă, вăл шутра оборудовани туянма 152,8 пин тенкĕ янă. Кăçал Амалăхпа Тенеялĕнче туса пĕтермелле.

Эпир Çĕнĕ Ишпуçĕнчи ФАПа çитсе куртăмăр. «Унчченхи, çур ĕмĕр ытла каялла тунăскер, йăшсах çитнĕччĕ. Кивĕ йывăç çурт ăшă тытаймасть. Сивĕччĕ хĕлле. Эпир хальхи евĕрлине тĕлленмен те. Мĕн тери ырлăх!» - савăнса пĕтереймест Рената Гаврилова фельдшер.

«Икĕ уйăх та иртмерĕ, çурт юмахри пек çĕкленсе те ларчĕ. Сиссе те юлаймарăмăр вĕт», - строительсене мухтать Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов.

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.