Хĕвел йăл кулса савăнтарĕ-ши?

30 Ака, 2015

Юлашки çулсенче çанталăк "ăсран тайăлнă" тейĕн - пурне те тĕлĕнтерет. "Пире юриех сăтăр тумасть-ши?" - тарăхать халăх. Мĕн тăвăн, ăна хамăрăн кăмăла каймалла саккас пама май çуках çав. Унăн хăйĕн саккунĕ. Хăш чухне пĕчĕк ача пекех юнтарать. Декабрь вĕçленет - юр çумасть. Çынсем тавралăх шурă тумпа витĕнессе кунсерен кĕтеççĕ. Анчах хĕл çĕнĕ çулччен лармасан та нимĕн те тăваймăн. Пĕлтĕр акă пăр çумăрĕ çуса шар кăтартрĕ. Çак пулăма вара никам та кĕтмен. Çутçанталăкра мĕн пулса иртет-ха? Çакăн çинчен ЧР гидрометцентрăн гидрометеорологи сăнавĕн кăтартăвĕсене пĕлтерсе тăракан пай пуçлăхне М.А.Китарьевăна каласа пама ыйтрăмăр.

- Марина Анатольевна, çутçанталăкри кĕтменлĕхсем мĕнпе çыхăннă?

- Юлашки вунăçуллăхсенче климат тĕпрен улшăнчĕ. Вăл ăшăнса пырать. "Парник эффекчĕ" ăнлав ăнсăртран çуралман. Çулла шăрăх тăрать теççĕ. Типĕре вăл чăнласах çапла. 2010 çул çакна пире лайăх ĕнентерчĕ. Тĕрĕссипе, сăмахăм çулла пирки мар-ха. Çулталăк вăхăчĕсем малалла тăсăлаççĕ. Ноябрьте хĕл лараканччĕ, вăл вара октябрьти пекех ăшă тăрать. Хĕл юлса килет. Сăлтавĕ - хамăртах. Мĕн чухлĕ вăрман каснă - çĕнĕрен лартман. Шыв управĕсем тунă. Автомашинăн шучĕ те çук. Таврана тĕтĕм-сĕрĕм сахал тухать-и? Хуласенче - хăйсен микроклимачĕ. Пирĕн патăмăрта чĕркуççи таран юр выртать. Мускавра вăл вуçех çук. Сăнавсене эпир хуларан инçерех вырăнта ирттеретпĕр. Пирĕн центр аэропорт çывăхĕнчи таса уйра вырнаçнă. Мускаври уçлăхри спутниксемпе çыхăнать, Интернечĕ те ку чухнехи, вăйлă аталаннăскер. Çавăнпа уйăхлăха тĕрĕс прогноз тума пултарать. Чулхула - эрнелĕх, эпир - виçĕ кунлăх. Кăтарту 90% таран тĕрĕс.

- Хаçатсем тĕрлĕ прогноз параççĕ. Хăшĕсем - йăнăшаççĕ... Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.