Рита АРТИ

23 Утă, 2016

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă

Юлашки 100-150 çул çамрăксене акселераци самаях витĕм кÿни палăрать. Ахальтен мар-тăр ÿсекен ăру аслисенчен тĕреклĕрех те, çÿллĕрех те курăнать. Кĕрнеклĕ яш-кĕрĕм хушшинче çак хĕрарăма тÿрех асăрхама та çук, пĕчĕкскер, вĕсен хушшинче çухалсах каять.

18 Çĕртме, 2016

“Йывăрлăх та кирлĕ - пурнăç тутине туйма”

Çĕр çинче професси нумай. Апла пулин те эпир, ял ачисем, шкул сакки çинче ларнă чух хăшĕ-пĕрин пирки тĕшмĕртмен те. Пире ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем кăна çывăх пулнă: тухтăр, учитель, тракторист...

5 Пуш, 2016

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем

Çулталăкри чи илемлĕ уяв умĕн ĕçлĕ калаçу пуçарчĕç Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕн хастарĕсем. Калаçма сăлтавĕ те пур - общество пĕрлĕхĕн ертÿçи Ольга Зайцева нарăс уйăхĕнче Мускавра иртнĕ Раççей Хĕрарăмĕсен союзĕн конференцине хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ.

27 Нарăс, 2016

Ташă ытамĕнче

Тĕрĕссипе, "ÿссен эсĕ кам пулан?" йышши ыйтусем Элĕк районĕнчи Мăн Вылăри Инесса Шашкинăна пачах та пăшăрхантарман. Вăтам шкул хыççăн хăй пултарулăхпа çыхăннă профессие кăна суйласа илессе вăл мĕн ачаран пĕлсе тăнă. Чăн та, пĕр вăхăт иккĕленÿ çуралнă пек пулнă - журналистика е ташă?

Pages