Рита АРТИ

22 Çурла, 2015

«Хула çынни пулаймарăм...»

Пытармастăп, ĕçтешĕмĕн çак сăнÿкерчĕкне курсан - тĕлĕнтĕм. Красноармейски районĕнчи Вăрманкасра çуралса Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Арапуçне качча тухнă Роза Власова, "Хыпар" хаçатра пай пуçлăхĕнче ĕçлекенскер, пултаруллă журналист пулнине пĕлетĕп-ха.

22 Çурла, 2015

Çитрĕ те Мурманск арĕ, аса килчĕ Баренц тăварĕ...

“Çирĕм çул каялла...” “Хыпар” çемйипе тĕл пулнă май аякри Мурманск тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем çак сăмахсене çине-çинех каларĕç. Çирĕм çул каяллахи пĕлтерĕшлĕ мĕнле пулăм юлнă-ха вĕсен асĕнче?

4 Çурла, 2015

Куçăхнă телей. Рита АРТИ

Калав

/Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

Пасара сукмак такăрлатиччен ялти шкулта ĕçленĕ, сарăмсăр вилнĕ мăшăра юлашки çула ăсатма пĕтĕм тавраран пухăнчĕç. Хисеплетчĕç çав вĕсене. Хăйсем вĕрентнĕ ачасем юратнă учителĕсемпе сывпуллашма таçтан та çитрĕç. Шăпах çавăнта курчĕ те Алюшăн пулас ашшĕ унăн пулас амăшне. Вăл та ăс пухнă вĕсен патĕнче. Анчах чунтан хисепленĕ çыннисен çемйинче çакăн пек сарă чечек ÿснине пĕлмен. Акă, епле хурлăхлă хыпар сăлтавларĕ вĕсен паллашăвне.

Pages