Сансăр... санпа

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çулла та канма пĕлмесĕр куракана çĕнĕ ĕçпе савăнтарать. Иртнĕ эрнере артистсем “Сансăрах санпа” çĕнĕ ĕçе сцена çине кăларчĕç.

Жанр енчен мистика мелодрами тесе палăртнă ĕçĕн авторĕ ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, драматург Александр Пăртта иккенне пĕлсен пĕр иккĕленÿ те юлмарĕ — ку ĕçпе паллашмаллах. Пăртта ĕçĕсене куракан хапăлласах йышăнать, мĕншĕн тесен вĕсем пурнăçпа çыхăннă. Анчах та пирĕнпе, пирĕн хушăра куллен пулса иртекен ĕçсене вăл эпир шухăшласах кайман енчен çавăрса кăтартма пултарать. Макăрмалла чух та култарать, кулас килнĕ чух вара куççуль кăларать...

Хальхинче те хăйĕн çулĕнчен пăрăнман автор. Сцена çинче, яланхи пекех, юратупа курайманлăх хуçаланать. Ĕнер çеç тус тесе шухăшланă çын тăшмана çаврăнать. Çĕр çинче хуçаланма пуçланă укçа çамрăксен пуçне пăтратать. Пуяннисем те, чухăннисем те унăн вăйне ĕненеççĕ. Çапла, укçа пулсан темĕн те туянма пулать, юратăва та! Çакна ĕненет, шанать, çирĕплетет хăш-пĕр хĕрпе каччă. Çĕр çинче Шуйттансăр пуçне Пирĕшти те пуррине тăмăч манать ун пекки. Тĕнчене Ырăпа Усал кĕрешĕвĕ аталантарса пыни пирки пур чухне те шухăшласах каймастпăр çав. Чуна Усала сутса ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме талпăнатпăр. Телее, Усал мар хуçа, Ырă парăнмасть ăна. Вăхăт-вăхăт йăлтах Усал аллинче пек туйăнать пулин те Пирĕшти пĕтĕм вăйне хурса кĕрешет. Кĕрешет те — çĕнтерет. Тул çутăлать, каллех хĕвел тухса сарăлать, çĕр питне çупăрласа ăшăтать, çĕнĕ чуна кун-çул пиллет...

Александр Пăртта ĕçĕ тăрăх хатĕрленĕ çĕнĕ спектакль содержанине каласа кăтартманшăн вулакан кÿренмест пулĕ тетĕп — театра çитсе унăн сывлăшĕпе сывланине, артистсен вăййипе хăвăр киленнине нимĕн те çитмĕ. “Сансăрах санпа” спектакль вĕçленнĕ хыççăн куракан умне театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев тухрĕ те, ку ĕçе вăл лартнă тесе шухăшланăччĕ. Йăнăшнă-мĕн. Асăннă спектакль — çак театр артисчĕн Василий Ивановăн режиссурăри пĕрремĕш ĕçĕ. Артистсене куракан сцена çинчен ямасăр чылайччен алă çупни — ĕç ăнăçлă пулнине палăртакан пулăм. Рольсенче çамрăксем те, тава тивĕçнисем те выляççĕ. Çитсе курăр.

Рита АРТИ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Рита АРТИ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.