Ташă ытамĕнче

27 Нарăс, 2016

Тĕрĕссипе, "ÿссен эсĕ кам пулан?" йышши ыйтусем Элĕк районĕнчи Мăн Вылăри Инесса Шашкинăна пачах та пăшăрхантарман. Вăтам шкул хыççăн хăй пултарулăхпа çыхăннă профессие кăна суйласа илессе вăл мĕн ачаран пĕлсе тăнă. Чăн та, пĕр вăхăт иккĕленÿ çуралнă пек пулнă - журналистика е ташă? Аслă классенче вĕреннĕ чухне вара илемлĕ те çыпăçуллă хускану тĕнчи çĕнтернĕ.

Ял хуларан кая юлса аталанса пыни пирки калаçма юрататпăр, апла пулсан хуларан аякра çуралса ÿснĕ хĕр пĕрчи епле-ха ташă тыткăнне çакланнă?

- Эпĕ пĕчĕкренех юрлаттăм, ташлаттăм, - каласа кăтартать хăй çинчен маттур хĕр. - Ача садне çÿренĕ чухнех воспитательсем çак пултарулăха аталантарма тăрăшатчĕç. Каярахпа вара шкулта Нина Жамкова, Вика Тихонова, Таня Назарова хамăрăн ушкăна йĕркелерĕмĕр. Ташăсене телевизорпа курса астуса юлаттăмăр. Репетицисене килте ирттереттĕмĕр. Малтанах хамăр ял, шкул шайĕнчи мероприятисене хутшăнаттăмăр. Унтан районта асăрхарĕç, Элĕке тăтăшах чĕнме пуçларĕç.

Сцена ытамне пĕрре çаклансан вĕçертмест. Малтанах куракан умне тухсан пăлханнă-ха, каярахпа çапах та хăнăхса пынă, хăюлланнă. Тĕрлĕ конкурса хутшăнас кăмăла вара амăшĕ вăратнă. Сăмах май, Инесса амăшĕ Любовь Лĕпĕшпи - сăвăсен икĕ кĕнекине вулакан патне çитернĕ. Пултаруллă хĕрарăмăн чунран шăранса тухакан йĕркисене ахаль вулакан та, поэтсем те хапăлласа йышăнаççĕ. Çырас туртăма та хĕрĕнче шăпах çывăх çынни вăратнă. Инесса "Çĕнĕ ятсем уçатпăр” конкурса хутшăннă. Район хаçачĕпе, "Тантăшпа” çыхăну тытать вăл. Чăн та, амăшĕ пек рифма хăваламасть, прозăна, фантастикăна ытларах кăмăллать. Унăн хайлавĕсемпе "Чăваш халăх сайтĕнче" паллашма пулать.

Пултаруллă çын пур енчен пултаруллă теççĕ. Чăваш пикисемпе тупăшма та хăраман хĕр. Малтанах район шайĕнче "Ăста пике" номинацире палăрнă, унтан килне çĕнтерÿпе таврăннă. Каярахпа вара тĕрлĕ районпа регионтан килнĕ чиперуксемпе тухнă сцена çине, "Чăваш пики - 2015" конкурсра диплома тивĕçнĕ. Мĕнпе асра юлнă-ши хĕр асĕнче çак конкурссем? Пысăк ăмăртусенче авă чиперуксем мала тухас тесе пĕр-пĕрне ура хунине калаççĕ. Чăвашра мĕн пулса иртет?

- Концертсене те, конкурссене те кăмăлпах хутшăнатăп, - палăртать харсăрскер. - Сцена хыçĕнче çак самантра пулса иртекен хĕвĕшÿ, пăлхану та килĕшет. Ура хунине асăрхаман. Хам эпĕ ыттисене яланах пулăшма тăрăшатăп. Элĕкре, сăмахран, пĕр хĕр тĕкĕр умĕнче ытларах ларса кайнă та репетицисене хутшăнман. Сцена çине тухрĕ те хайхи ăçталла каймаллине те пĕлмест. Эпĕ шăпах ун хыççăн утатăп та йăлтах каласа пытăм. Чăн та, хам тĕлĕшпе чăрмав сиксе тухнăччĕ пĕррехинче. Сцена çине тухма пуçтарăнатăп, манăн вара атă таçта кайса кĕнĕ! Ниçта та çук! Шыратăп - хам хунă вырăнта тупаймастăп. Урăх пушмакпа вара тухма юрамасть, сăнар тулли пулмалла-çке. Чаршав хыçĕнче çапла йăлт çавăрттарнă хыççăн аран шыраса тупрăм, таçта пачах айккине кайса хунă. Пурпĕр никам пирки те усал шухăшламарăм. Асăрхамасăр хăйсен япалисемпе йăтса кайнă пулĕ терĕм те лăплантăм. Мĕншĕн пăшăрханас - йăлтах йĕркеллĕ вĕçленчĕ ун чухне.

Паян Инесса Шашкина Шупашкарта культура институтĕнче хореографа вĕренет. Маларах хальхи йышши, çамрăксен, ташшисене кăмăлланă тăк халĕ халăхăн ытларах килĕшнине палăртать. Светлана Краснова куратор сĕнÿсемпе пулăшса пынине пĕлтерет.

Мĕнле ĕмĕтсемпе пурăнать паянхи çамрăк, ыранхи пултаруллă хореограф? Паллă коллектив ташăçисемпе ĕçлес кăмăлĕ пуррине пытармасть хĕр. Унтан вара, кам пĕлет, тен, хăйĕн ушкăнне чăмăртама та вăй çитĕ? Палăртни патне çирĕппĕн утма хăнăхнăскер ĕмĕтне пурнăçлама пултарасса шанас килет. Пушшех те, çывăх çыннисем, ашшĕпе амăшĕ, 9-мĕш класра вĕренекен шăллĕ Илья çитĕнÿ тума хавхалантарса пыраççĕ.

Рита АРТИ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.