Рита АРТИ

28 Нарăс, 2015

Элĕксене юрлаттарать, Тавăтсене ташлаттарать...

Ялти пĕрремĕш каччă... Çапла каласан кама мĕн аса килет-тĕр, ман куç умне темшĕн тÿрех купăсçă тухса тăрать. Акă купăсне мĕнле ярса илет вăл, пÿрнисем инструмент тÿмисене пуснă майăн пĕр хаваслă, пĕр хурлăхлă кĕвĕ сарăлать таврара. Юрлас та, ташлас та килет. Пур çамрăк ун тавра пухăннă.

28 Нарăс, 2015

Юратнине министр та пытармарĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх драма театрĕн сцени çинче ăшă салам сăмахĕсем çурхи шыв евĕр юхрĕç те юхрĕç. Ытларах чухне артистсем пултарулăх каçне юбилей ячĕпе йыхравлаççĕ. Юбилей тени вара сумлă цифрăпа çыхăннă. Анчах та уяв каçĕн çăлтăрĕ Галина Кузнецова юбилей ирттермелĕхех теçетке-теçетке çула хыçа хăварнине ним тусассăн та ĕненес килмест. Тĕлĕнмелле чаплă симĕс кĕпе тăхăннăскер сцена çине тухакансене те, залра вырăн тупнисене те ăшă кулă парнелерĕ, куçĕ йăлтăр-ялтăр çутă сапаларĕ. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов ахальтен мар-тăр официаллă саламне юратуллă сăмахсенчен пуçларĕ.

27 Раштав, 2014

Пĕрремĕш тĕлпулура çуралнă пĕрремĕш юрату

Кашни хĕрарăмрах темĕнле вăрттăнлăх пытаннă теççĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем вара тупмалли юмах пекех туйăнаççĕ: ара, хăшĕсем теçетки-теçеткипе çул хыçа юлсан та вăй питтисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ - ташлас тесен ташлаççĕ, юрлас тесен юрлаççĕ, ĕçрен те пăрăнмаççĕ, çамрăксене маххă памаççĕ! Ăçтан тухать вăй-халĕ? Муркаш районĕнчи Йĕрхкассинче çуралнă Нина Семенова çинчен шăпах çапла калас килет. Çак кунсенче тăхăр теçетке çула хыçа хăвараканскер пирки ачисемпе тăванĕсем, пĕлĕшĕсем ăшă сăмах кăна калаççĕ.

13 Раштав, 2014

Элĕксем... “çапăçма” хатĕрленеççĕ

Элĕк тăрăхĕнче кĕрлесе тăракан юрă-кĕвĕ çак кунсенче таçтан аякранах илтĕнет теççĕ: ара, ялĕ-ялĕпе пухăнса репетицисем ирттереççĕ-çке. Шÿт-им - Раççейре кăçал Культура çулталăкĕ вĕçленсе пынине кунта “Хорсен çапăçăвĕпе” вĕçлеме палăртнă!

29 Чÿк, 2014

Туслăх кĕперĕ çĕнелет

"Пĕр патшалăх тепринпе туслă çыхăну йĕркелес кăмăллă пулсан салтаксене мар, пултарулăх çыннисене ярать..." - ăслă çынсем каланă сăмахсенчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев Турцирен килсе çитнĕ сумлă делегацие тата чăваш ăсчахĕсемпе çыравçисене саламланă май.

Pages