Элĕксем... “çапăçма” хатĕрленеççĕ
Элĕк тăрăхĕнче кĕрлесе тăракан юрă-кĕвĕ çак кунсенче таçтан аякранах илтĕнет теççĕ: ара, ялĕ-ялĕпе пухăнса репетицисем ирттереççĕ-çке. Шÿт-им - Раççейре кăçал Культура çулталăкĕ вĕçленсе пынине кунта “Хорсен çапăçăвĕпе” вĕçлеме палăртнă!
Ку тăрăхра илемлĕх пултарулăхĕ аван аталаннине пирĕн вулакан пĕлет ĕнтĕ - Элĕксем Новосибирскра иртнĕ Заволокин ячĕллĕ “Выля, хуткупăс” фестивале ăнăçлă кайса килни пирки “ЧХ” та çырнăччĕ. Халĕ вара акă каллех Раççей шайĕпе иртнĕ проекта хăйсен вăйĕпе тĕрĕслесе пăхма шут тытнă вĕсем. Журналистăн яланах чи малтан тата темĕн те пĕр пĕлес килет мар-и? “Çапах та хăш ял тăрăхĕ палăрать пултарулăх енĕпе? Камсем чи хастаррисем? Тен, вăрттăнлăха та уçса парăр - хорпа юрлас енĕпе ăмăртса çĕнтерес шанăç хăш ял тăрăхĕн пысăкрах?“ - вăлтма тăрăшрăм эпĕ культурăпа кану центрĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Никифоровпа калаçнă май. Анчах та Иван Петрович кăмăллăн кулса çак “çапăçăва” килсе курма кăна йыхравларĕ, кашни ушкăн пиркиех ыррине кăна калама май пуррине, пурте пултарулăхпа та, тăрăшулăхпа та, хастарлăхпа та палăрнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, хорсем Элĕкри культурăпа кану центрĕнче раштавăн 19-мĕшĕнче тупăшĕç.
Иртнĕ шăматкун вара кунта халăх пултарулăхне кăмăллакансем пухăнчĕç. Культура эрнине халалласа Элĕкре “Юрă-ташă кăшăлĕ” иртрĕ. Халăхăмăрăн ылтăн çÿпçинче упранса юлнă юрă-кĕвĕ янăрарĕ çак кун сцена çинчен. Фольклор 10 ушкăнĕ, районти тĕрлĕ ял тăрăхĕнче йĕркеленнĕскерсем, пухăннисене мăн асатте-асаннерен ламран лама куçса пирĕн пата çитнĕ пуянлăхпа паллаштарчĕç. Хăнасем те хутшăнчĕç уява. Чăваш юрри-кĕввине тĕнче илтмелле шăрантаракан “Каçал” ушкăн /ертÿçи Владимир Павлов/ Комсомольски районĕнчен килсе çитнĕ. Тахçанах йĕркеленнĕ туслă çыхăну нумай-нумай çухрăма вĕлт! кăна хыçа хăварма пулăшнине палăртаççĕ Каçалсем.
Палăртмалла, Культура эрни кунпа кăна вĕçленмест-ха. Районти культурăпа таврапĕлÿ музейĕнче раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче “Хурçă урхамахсем” курав уçăлать. Унта тракторсен самана саккипе ĕрĕхсе тухнă моделĕсемпе паллашма пулать. Çав кунах каçхине ĕмĕрсен витĕр каялла таврăнса çитме май пур - “Раштав парни” концертра юрă-ташă ăстисем хальхи тапхăрти кĕвĕ-çемĕпе савăнтарĕç. Çĕнĕ çула пурте капăрлатнă чăрăш тавра карталанса утасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Элĕксем вара кунта та çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтересшĕн - вырăнти артистсем кашкăрпа качака çичĕ путекĕ çинчен калакан историе çĕнĕлле хатĕрленĕ. Мĕнпе вĕçленĕ юмах? Элĕке çитсе курмасăр пĕлме çук...
Элĕкри культурăпа кану центрĕн ĕç-хĕлне халиччен режиссер тивĕçĕсене пурнăçланă Иван Никифоров йĕркелесе пырать. Маттур арçын ку енĕпе Чăваш патшалăх культура институтĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех театр кружокне çÿренине каласа кăтартрĕ Иван Петрович. Çавăнпа та çартан таврăнсан професси тĕлĕшпе нимĕнле иккĕленÿ те пулман темелле.
Элĕк тăрăхĕнче пултарулăх тĕрлĕ ушкăнĕ пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек аталанать. Республикăра иртнĕ “Юмах фейерверкĕ” фестивальте вĕсем Юхма Мишши пьеси тăрăх хатĕрленĕ “Пукане” спектакльпе пĕрремĕш вырăн йышăннă.
“Килти хуранра вĕренипе” кăна çырлахмаççĕ артистсем, тĕрлĕ çĕре тăтăшах тухса çÿреме тăрăшаççĕ - çапла майпа кăна хăвна кăтартма та, ыттисене курса вĕренме те пулать-çке. Мускав, Санкт-Петербург, Чулхула, Сарă ту, Волгоград, Самар, Красноярск, Тюмень, Екатеринбург, Краснодар, Сыктывкар, Челябинск, Новосибирск - акă Элĕксен гастролĕсен тулли мар географийĕ. “Валинкке” ушкăн ячĕ те таврара ырăпа кăна сарăлнă. Пултарулăх ушкăнĕ валли ят шырама тăрсан артистсем чăваш наци музыка хатĕрне - валинккене - суйланă. Анчах та вырăсла “Волынка” тесе куçаканскерпе тĕрлĕ мыскарана çакланма тивессе кам шухăшлама пултарнă-ха ун чухне? Раççей шайĕпе иртнĕ фестивале хутшăннă май хайхи “Валинккене” “Валенки” ятпа, ушкăн ертÿçине Лидия Филипповăна “Филипенко” хушаматпа чыслани те пулнă...
Элĕксен пултарулăхĕпе Рита АРТИ паллашнă.