Хутшăнусем

6 Пуш, 2018

Пурнăç вăйлă пулма хистесен те хĕрарăмăн ачашлăхпа черченлĕхе çухатас марччĕ

<...> Паян сăмахăм этемлĕхĕн черчен çурри, хĕрарăмăн паянхи пурнăçри вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ пирки. Çĕр-çĕр çул хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ — этемлĕхе тăсасси пулнă, çемье, кил вучахĕн управçи шутланнă вăл. Тулаш тĕнчепе арçын çыхăну тытнă, мĕн пур ыйтăва вăл татса панă, çавăнпа вăл статуспа хĕрарăма хăйĕнчен аяларах шая хунă. Халĕ, техникăпа наука вăйлă аталаннă тапхăрта, лару-тăру, паянхи обществăра хĕрарăмăн вырăнĕ улшăннă.

29 Чÿк, 2014

Туслăх кĕперĕ çĕнелет

"Пĕр патшалăх тепринпе туслă çыхăну йĕркелес кăмăллă пулсан салтаксене мар, пултарулăх çыннисене ярать..." - ăслă çынсем каланă сăмахсенчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев Турцирен килсе çитнĕ сумлă делегацие тата чăваш ăсчахĕсемпе çыравçисене саламланă май.