Комментари хушас

6 Пуш, 2018

Пурнăç вăйлă пулма хистесен те хĕрарăмăн ачашлăхпа черченлĕхе çухатас марччĕ

<...> Паян сăмахăм этемлĕхĕн черчен çурри, хĕрарăмăн паянхи пурнăçри вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ пирки. Çĕр-çĕр çул хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ — этемлĕхе тăсасси пулнă, çемье, кил вучахĕн управçи шутланнă вăл. Тулаш тĕнчепе арçын çыхăну тытнă, мĕн пур ыйтăва вăл татса панă, çавăнпа вăл статуспа хĕрарăма хăйĕнчен аяларах шая хунă. Халĕ, техникăпа наука вăйлă аталаннă тапхăрта, лару-тăру, паянхи обществăра хĕрарăмăн вырăнĕ улшăннă. Этемлĕхĕн черчен çурри кил-тĕрĕшри ĕçсене тăвать, ачасене пăхать, воспитани парать, мăшăрне хавхалантарса пырать, çав вăхăтрах пурнăçра хăйĕн вырăнне тупать, кăмăлланă профессие алла илсе ĕçе вырнаçать. Вăлах лайăх кил хуçи хĕрарăмĕ те, амăшĕ те, арăм та. Халĕ чылай чухне ашшĕ-амăшĕ хĕрĕсене шкул саккинченех: «Малтан аслă пĕлÿ илмелле, ура çине çирĕп тăмалла, пурлăх тумалла, кайран тин çемье çавăр-малла. Çамрăклах карьера тумалла», — тесе вĕрентет.

Паян нумай хĕрарăмăн тĕп тĕллевĕ — чи малтан ĕçре çитĕнÿсем тăвасси, карьера картлашкипе хăпарасси, укçа- тенкĕ ĕçлесе илесси, унтан тин арăм тата амăшĕ пуласси. Сăмах май, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех аслă шкул преподавателĕсем: «Диплом сирĕншĕн, хĕрсемшĕн, чи пысăк тупра пулĕ. Хĕр арчинех чиксе хурăр ăна», — тетчĕç. Хĕрарăмсем паян этемлĕхĕн вăйлă çурринчен пĕрре те юласшăн мар. Маларах йывăр шутланнă профессисене те ним мар парăнтараççĕ. Хĕрарăмсем кирек хăш сферăра тăрăшаççĕ, предприятисемпе организацисене ертсе пыраççĕ. Вĕсемех — ял тăрăхĕн администрацийĕн, ял хуçалăх кооперативĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем…

Психологсем паян хĕрарăмсене пуçарулăхĕпе хастарлăхне, вĕсен хăватне кура лидерсене, карьеристсене, кил хуçи хĕрарăмĕсене тата ирĕклĕ професси суйланисене уйăраççĕ. Хĕрарăм лидерсем характерĕпе арçынна аса илтереççĕ. Вĕсем яланах малалла талпăнаççĕ, хăйсен вăйне шанаççĕ, палăртнине никам пулăшмасăрах пурнăçа кĕртееççĕ. Карьеристкăсемшĕн ĕç тата çитĕнÿсем тăвасси тĕп вырăнта. Ÿсĕмсем тунă хыççăн кăна çемье çавăрасси пирки шухăшлаççĕ вĕсем. Кил хуçи хĕрарăмĕн тивĕçне кăна тытса пыракан хĕрарăмсем пирки паянхи обществăра тĕрлĕрен калаçаççĕ. Паллах, кил вучахне упракан, ачисене лайăх, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тимлекен, упăшкишĕн шанчăклă тус пулса тăнă хĕрарăмсен йышĕнче те хăйсене телейлĕ туякансем пур. Çапах чылай чухне çак çула хĕрарăмсен упăшкин характерне, кĕвĕçĕвне пула суйлама тивет. Ирĕклĕ професси суйланисем — артистсем, художниксем тата поэтсем — хăйсен ĕçне çав тери юратаççĕ, ăна нумай вăхăт уйăраççĕ. Вĕсем, тĕрĕссипе, карьера тăвассишĕн çунмаççĕ. Чи пĕлтерĕшли — юратнă ĕçре тăрăшни. Пултарулăх çыннисемшĕн чылай чухне ĕç пĕрремĕш вырăнта тăрать, çемье вара иккĕмĕш вырăна куçать.

<...> паянхи обществăра тепĕр çивĕч ыйту пуррине куратпăр: хĕрарăм хĕрарăмлăха, черченлĕхпе çепĕçлĕхе çухатни. Çакă, шăпах, харпăр пурнăçра, çемьере ыйтусем çуратать, йывăрлăхсем кăларса тăратать. Ара, ачашлăхпа çепĕçлĕх, ырăлăхпа черченлĕх çук тăк хĕрарăм упăшкишĕн пур енĕпе те тивĕçтерекен арăм, ачисемшĕн лайăх амăшĕ пулаймасть.

Хулио Торри философăн çакăн пек каларăш пур: «Хĕрарăма пÿрнĕ çут çанталăк вăйĕ аçа-çиçĕмпе, çилпе, электричествăпа тан». Йывăрлăхсем хĕрарăма вăйлатаççĕ, çирĕплетеççĕ. Килĕшмелле. «Халĕ пурнăç ĕлĕкхи мар, хĕрарăм пĕччен те пурăнма пултарать», — теççĕ хăшĕсем. Паллах, пултарать. Анчах çут çанталăк арçынпа хĕрарăма пĕрле пурăнмалла тунă. Арçынпа хĕрарăмăн харпăр хăй вырăнĕнчех пулмалла. Çавăн пек чухне çеç общество сывă, çемьесем çирĕп пулĕç, ачасем телейлĕ ÿсĕç. Тулли верси...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.