Юратнине министр та пытармарĕ

28 Нарăс, 2015

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх драма театрĕн сцени çинче ăшă салам сăмахĕсем çурхи шыв евĕр юхрĕç те юхрĕç. Ытларах чухне артистсем пултарулăх каçне юбилей ячĕпе йыхравлаççĕ. Юбилей тени вара сумлă цифрăпа çыхăннă. Анчах та уяв каçĕн çăлтăрĕ Галина Кузнецова юбилей ирттермелĕхех теçетке-теçетке çула хыçа хăварнине ним тусассăн та ĕненес килмест. Тĕлĕнмелле чаплă симĕс кĕпе тăхăннăскер сцена çине тухакансене те, залра вырăн тупнисене те ăшă кулă парнелерĕ, куçĕ йăлтăр-ялтăр çутă сапаларĕ. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов ахальтен мар-тăр официаллă саламне юратуллă сăмахсенчен пуçларĕ. Галина Юлиановнăн пултарулăхне, тăрăшулăхне, вăл театра чунтан парăннине палăртнă май Вадим Петрович çак артисткăна юратнине, хăй вăхăтĕнче тăван театрта пĕрле ĕçлеме май килнĕшĕн савăннине пытармарĕ. Чечек евĕр çак хĕрарăма юратмасăр, чăн та, майĕ те çук. Министра евĕрленĕ пекех янăрарĕç çак каç ыттисен сăмахĕсем те. Пысăк юратăвăн сăлтавĕ те уçăмланчĕ кĕçех - пултарулăхĕшĕн кăна мар, сăпайлăхĕшĕн, ырă та ăшă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ ăна ĕçтешĕсем. Театр директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Владимиров, культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн ертÿçи Надежда Демидова, ЧР театр ĕçченĕсен союзĕн ертÿçи Геннадий Медведев, юбилярăн хĕрĕсем - саламлама тухакансен вĕçĕ-хĕрри те пулмарĕ темелле... Уява ертсе пынă Арсений Димитриевпа пĕрле нумайăшĕ артисткăн пурнăç çулĕпе утса тухрĕ. Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре çуралнă, Мускавра М.Щепкин ячĕллĕ театр училищинче /институтра/ вĕренсе тухнă, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче 1983 çулта ĕçлеме пуçланă... Юбилей тенĕрен, вулаканăн Галина Юлиановна çулĕсен шутне те пĕлес килет-тĕр. Куракан кăмăллакан артистка шăпах нарăсăн 21-мĕшĕнче 55 çул каялла çуралнă. Çут тĕнчене килнĕренпе çур ĕмĕр иртнине Галина Кузнецова А.Пăртта çырнă “Килех килчĕ Тур çырни” камитпе паллă турĕ. Кулăшла самантсенче зал ахăлтатса кулнинчен, спектакль вĕçленсен артистсене ямасăр тăвăллăн алă çупнинчен çакă сисĕнчĕ - куракана ку ĕç килĕшнĕ. Апла тăк çулсен шутне пăхмасăр малалла та халăха пултарулăхпа савăнтармашкăн, çĕнĕрен те çĕнĕ сăнарсем калăпламашкăн ырă сунатпăр Галина Кузнецовăна.

 

Рита АРТИ.

Рубрика: 
Автор: