Римма ПРОКОПЬЕВА

12 Çурла, 2015

Чĕрĕ юласчĕ!

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденне тивĕçнĕ Борис Михайлович Палейкин августăн 13-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Етĕрне районĕнчи Аптăшкасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер халĕ Шупашкарта пурăнать.

4 Çурла, 2015

Турă хăвачĕ иксĕлми

Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине августăн 1-2-мĕшĕсенче Мускав тата Пĕтĕм РуÇ Патриархĕ Кирилл килсе кайни

Çĕр çинчи ахаль этемĕн те, хăй мĕнле çылăхлă иккенне пĕлет пулсан та, мĕн ĕмĕртенпех Турă çывăхнерех пулас, унăн хăватне туйса курасах килет, «хăйсене тасалăх тивлечĕ кÿнĕ» священниксен чунтан тухакан сăмахне тимлесе те пулин. Çавăнпа та Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине пĕрремĕш хут килсен - Унăн Святейшестви çитес çĕре ĕненекенсем нихçанхинчен те йышлă пухăннинчен тĕлĕнме кирлĕ те мар-тăр. «Хура халăх вăйлă шыв юхăмĕ пек, иртсе кайма та май çук», - тесе ку хутĕнче пĕр ÿстермесĕрех çирĕплетме май пур.

30 Утă, 2015

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл августăн 1-мĕшĕнче Шупашкара килет

Нумайăшĕ асрах тытать-тĕр: 1996 çулхи июнĕн 23-26-мĕшĕсенче Чăваш Енре Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Иккĕмĕш Алексий пулнăччĕ. Ку пулăм çинчен "Хыпар" хаçатăн çав кунсенчи номерĕсенче В.Сариловăн "Чиркÿ çулĕ" уçăлчĕ", Ю.Михайловăн "Ырлăх-сывлăх суннă", Н.Коноваловăн "Взрыв пулнă.

Pages