Чĕрĕ юласчĕ!
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденне тивĕçнĕ Борис Михайлович Палейкин августăн 13-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Етĕрне районĕнчи Аптăшкасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер халĕ Шупашкарта пурăнать. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула администраци пуçлăхĕ Алексей Ладыков ятран саламласа тав тунă. Çакнашкал чыс туни Борис Михайловича савăнтарать, çав вăхăтрах уншăн пăшăрханмалли те тупăнчĕ - кăçал вăл Чăваш Республикин тĕп хулинче Мухтав монуменчĕ умĕнче ирттернĕ уява хутшăнаймарĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсем амантнă ури хытах ыратма пуçланă та урама тухса çÿреме те кансĕр пулса çитнĕ ветерана. Çамрăк чухне вара, хăй аса илнĕ тăрăх, "вĕçнĕ пек анчах" çÿренĕ.
Çамрăк чухне... Вĕçнĕ пек... Анчах мĕнлерех йывăр вăхăт тĕлне лекмелле пулса тухнă-çке-ха ун чухнехи çамрăк ăрăвăн юратупа, телейпе çунатланса вĕçмелли яшлăх тапхăрĕнче! Борис Палейкина 1943 çулта, 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне, 18 çул та тултарайманскере, январь уйăхĕнче военкомата чĕнтернĕ. Эрне маларах кăна-ха вĕсен çичĕ ачаллă килйышне хурлăхлă хут килнĕ: çемье пуçĕ - Михаил Никитич - вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Куççулĕ те типсе çитеймен-çке мăшăрĕн - Анна Ильиничнăн - ак, ывăлне те, Бориса, фронта кайма ят тухнă. Вăтам шкул пĕтермесĕрех...
Военкоматра ăна, кăмăлне кура, летчика вĕренме ярасси çинчен пĕлтернĕ. Анчах шăпи урăхларах килсе тухнă: Канашра тĕплĕ тĕрĕсленĕ хыççăн çамрăкăнне полип - сăмса хăвăлĕнчи шыçăнчăка - тупса палăртнă. Çапла чăваш йĕкĕчĕн тăшмана тÿперен аркатас ĕмĕчĕ пăрахăçланнă - пехотăна янă. Кострома тăрăхĕнчи Шуя хулинче кĕçĕн командирсен шкулĕнче 6 уйăх вĕрентнĕ хыççăн ăна Белорусси фронтне ăсатнă. Полк разведчикĕ пулса тăнăскер юлташĕсемпе пĕрле "чĕлхе" тытма çÿренĕ, фашистсем тĕпленнĕ вырăнсене палăртнă.
- Тăшман пире тарăхса çитрĕ пулас, хирĕç наступлени пуçларĕ, - аса илет халĕ Борис Михайлович. - Орша шывĕ урлă каçнине астăватăп. Кайран мана йывăр амантнă... "Братцы, спасите, помогите!", - тесе кăшкăртăм, хамăн вара сассăм та тухмарĕ. Унтан тăн çухатнă. Çывăхрах снаряд çурăлнипе контузи пулнă иккен. Мана, ирхи çапăçурах аманнăскере, медсестрасем каçпа тин тупса вăрçă хирĕнчен илсе тухнă.
Пĕрремĕш операцие ăна Ржевск хулинче тунă. Чĕркуççирен аяларах нимĕн те туйман, тирĕ çинче кăна çакăнса тăракан урине врачсем татма шут тăваççĕ. Çапах та тĕрĕслесе шприцпа тиреççĕ те - ыратнине туйса çамрăк салтак йăнăшса ярать. "Апла сиплеме пулатех", - тенĕ врачсем. Актюбинска ăсатаççĕ. Унта 6 уйăх та 4 кун сипленĕ хыççăн тăван ялне яраççĕ.
Ялта тÿрех ĕçе кÿлĕнет вăл. Анчах та инкек куçа курăнса килмест теççĕ çав - лаша урапи айне пулса малтанхи суранне тепĕр хут тапратать. "Каллех икĕ костыльпе çÿреме тиврĕ, ĕçрен тухса ÿкрĕм", - çапла хурланса аса илет ку инкеке ветеран. Çапах та ĕçсĕр лартăр-и вара вăл: атăçă ăсталăхне те, почта ĕçне те вĕреннĕ, ревизи комиссийĕн председателĕ те пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе чысланă. Орденпа танлашакан "Фронтовик" паллă та, "Паттăрлăхшăн" тата Жуков медалĕсем те пур унăн.
Борис Михайловичăн пурнăç тăршшĕпе вăй хунă тĕп ĕçĕ - 38 çул ытла шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентни. "Ман класри ачасем нихăшĕ те япăх пулман, пĕри те пуçтахланман", - хавхалансах каласа парать юратнă ĕçĕ çинчен нумай çул шкул ертÿçинче те тăрăшаканскер. Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Хăмаркка шкулĕнче ĕçленĕ те вăл 1948 çулта çав ял хĕрнех, пединститутра вĕренекен Степанида Осиповнăна, качча илнĕ. Шел, мăшăрне аслă пĕлÿ илсе пĕтерме май килмен, апла пулин те пултарулăхне кура ял Советĕнче, клубра, сутуçăра ĕçленĕ вăл. Икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пăхса ÿстернĕ Палейкинсем. Питĕ шел, кĕçĕн хĕрĕ вунă çулта чухне Степанида Осиповна çамрăклах çĕре кĕнĕ... Çапах та хуçăлман Борис Михайлович: пурнăç çулĕпе малаллах утнă. Çĕнĕ пÿрт лартас, унтан хуçалăха татах та çирĕплетес тĕллевпе Палейкинсем пыл хурчĕсене 25 çемье таранах усранă. Вĕсемпе вара ĕçĕ тем чухлех! "Виçĕ çул хушшинче 14 çемьене çи-тернĕччĕ", - ăнлантарать Борис Михайлович. Пыл хурчĕсене мĕнле пăхмалли çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр вăл. Чуна парса ĕçлени пурнăç тыткăчи иккенне питĕ лайăх пĕлет вăл, хăй таврашĕнчи çынсене те, ачисемпе мăнукĕсене те çапла пулма вĕрентет.
- Хăрушă вăрçă хирĕнче мĕн ытларах шухăшлаттарчĕ? - тесе ыйтрăм чуне уçса калаçакан фронтовикран.
- "Чĕрĕ юласчĕ!" тени, - хуравларĕ вăл.
Этем чăннипех те "чĕрĕ" пулнине çирĕплетекен тĕп палăрăм вара уншăн тÿрремĕнех ĕçпе çыхăннă. Халĕ те ялĕнчи кил хуçалăхĕ еплерех аталанса пыни пирки интересленсех тăрать Борис Михайлович, вăл яланхи пекех çирĕп те тĕрĕс-тĕкел тăтăр тесе май пур таран тăрăшать. Хаçат-журнал вулама юратать, уйрăмах "Чăваш хĕрарăмĕпе" "Çамрăксен хаçачĕ" килĕшни пирки пĕлтерчĕ вăл. "Хыпара" хакласа çитерме вара сăмах та çук - чăвашсен тĕп хаçачĕ-çке", - тет. Ку кăларăмра тата вунă çул ытла унăн хĕрĕ, Маргарита Борисовна Загоруйко журналист, куçаруçăра ĕçленĕ, вулакана кăсăклă материалсемпе илĕртсех тăнă. Пурнăç малаллах... Халĕ, ак, хаçатăмăрта унăн ашшĕ, вăрçă ветеранĕ çинчен пысăках мар статья пичетленет. Çакă Борис Михайлович Палейкинăн вăрçă вăхăтĕнчи тата чĕрĕ юлнă хыççăнхи тинĕс пек тулли пурнăçне сăнлакан пĕр пĕчĕкçĕ тумлам çеç. Тумлам çеç пулсан та, этем пурнăçĕ епле паха та пĕртен-пĕр, чи хаклă тупра пулнине çирĕплетекен таса тумлам.
Римма ПРОКОПЬЕВА