Турă хăвачĕ иксĕлми

Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине августăн 1-2-мĕшĕсенче Мускав тата Пĕтĕм РуÇ Патриархĕ Кирилл килсе кайни

Çĕр çинчи ахаль этемĕн те, хăй мĕнле çылăхлă иккенне пĕлет пулсан та, мĕн ĕмĕртенпех Турă çывăхнерех пулас, унăн хăватне туйса курасах килет, «хăйсене тасалăх тивлечĕ кÿнĕ» священниксен чунтан тухакан сăмахне тимлесе те пулин. Çавăнпа та Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине пĕрремĕш хут килсен - Унăн Святейшестви çитес çĕре ĕненекенсем нихçанхинчен те йышлă пухăннинчен тĕлĕнме кирлĕ те мар-тăр. «Хура халăх вăйлă шыв юхăмĕ пек, иртсе кайма та май çук», - тесе ку хутĕнче пĕр ÿстермесĕрех çирĕплетме май пур.

 

 Чăваш Енре - нумай нациллĕ республикăра - пурăнакансене Турă сăмахне чун-чĕрипе йышăнма тата çак сăмаха тĕпе хурса хăйсен пурнăçне йĕркелесе пыма Турă пулăштăр.

Нумай нациллĕ халăх тĕрлĕ культурăна, тĕрлĕ чĕлхене, тĕрлĕ йăла-йĕркене хисеплесен çеç сыхланса юлма пултарать. Чăваш Енре тăнăçлăхпа лăпкăлăхшăн - Турра тав. 

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл

Аэропортра

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Шупашкара августăн 1-мĕшĕнче каçхи ултă сехет çурă иртсен вертолетпа вĕçсе çитрĕ. Вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхне аэропортра Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов тата ытти официаллă çынсем кĕтсе илчĕç.

Журналистсене Кирилл Святейший Патриарх Чăваш Ене чи ырă кăмăл-туйăмпа килсе çитнине пĕлтерсе çапла каларĕ: «Чăваш çĕрĕ çинче - Шупашкарта - эпĕ пĕрремĕш хут 1969 çулта пулнă. Пĕлетĕп, Чăваш Енпе Шупашкар хули унтанпа кулленхи пурнăçа хăтлăлатас тата Чиркĕве аталантарас тĕлĕшпе пысăк çул-йĕр утса тухнă. Манăн Чăваш Енĕн çĕнĕ сăнне курас тата кунти сăваплă вырăнсенче пулса сирĕн халăхăрпа пĕрле кĕлтăвас килет. Пурне те пил парса Турă юратăвне Чăваш Енре пурăнакан кашни çын патне çитерес кăмăлăм та пысăк».

Мана, çылăхлăскере, каçарăр, анчах та çак сăмахсене Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл пĕр мана куçран пăхса каланă пек туйăнчĕ. Ун пек пулма пултараймасса ăспа питĕ лайăх ăнланатăп, анчах - чун-чĕрепе... Çакăнта ĕнтĕ Унăн Святейшествин шалти вăй-хăвачĕ, харăсах пурне те пил пама пултарас тивлечĕ. Те вертолета пула, аэропортра нихçанхинчен вичкĕн те сивĕ çил вĕретчĕ, кăнтăрларанпа пуçланнă çумăр лÿшкетчĕ - Патриарх сăнĕ лăпкă та çап-çутăччĕ... Килес кун янкăр та хĕвеллĕ пуласса систерниех пулчĕ-тĕр ку.

 

Шупашкарти Пукрав тата Татиана соборĕнче

Пукрав тата Татиана соборне Унăн Святейшестви ĕненекенсене вĕрентсе каланă сăмаха итлеме чиркÿ тулли халăх пухăннă. Ку çеç те мар - çумăра пăхмасăрах картишĕнче те, ун тулашĕнче те çынсем çав тери йышлă. Кунта паянхи информаци технологийĕсен çитĕнĕвĕн лайăх енĕ те куçкĕрет: чиркÿре мĕн калани урамра та илтĕнет, экрансем урлă уçăмлах курăнать.

Хăйĕн саламлă сăмахĕнче Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава республикăра пурăнакансем Кирилл Святейший Патриарх килессе еплерех тĕмсĕлсе кĕтни, çакăншĕн кĕлтуни пирки каларĕ. «Эпир Сирĕн чунăра пĕлетпĕр, Эсир - миссионер, - терĕ вăл. - Пире çакăн пек тĕрĕс те тÿрĕ ăслă Святителе ярса пани - Туррăн аслă ирĕкĕ. Пĕтĕм Раççей Чăн тĕнпе пурăнтăр тесен, пирĕн, Эсир хушнине пурнăçласа пыракансен, Сирĕнтен тĕслĕх илсе çав тери нумай ĕçлемелле».

Вырăс Православи чиркĕвĕн Пуçлăхĕ хăйĕн Аслă Архиерей сăмахне пуçланă май чăваш çĕрĕ çине хавас кăмăлпа килсе çитнине пĕлтерчĕ. «Раççейĕн тĕрлĕ регионне, чикĕ леш енне тухса çÿренĕ май эпĕ Чиркÿ пурнăçĕ куç умĕнчех улшăнса пынине курса тăратăп. Чиркÿсенче çамрăк сăнсене, вырсарни шкулĕсенче вĕренекенсене, çамрăксем мăшăрланас умĕн пил илме килнине, ачисене тĕне кĕртнине курса чун савăнать. Çакă пирĕн халăхра Православи тĕнĕ чĕрĕ пулнине çирĕплетет», - терĕ вăл.

Святейший Владыка Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна чăваш кафедринче нумай çул пурнăçласа пынă ĕçсемшĕн тав турĕ: «Эсир чăваш халăхне чĕрепе йышăннине пĕлетĕп, Чăваш Ен те Сире юратрĕ. Чиркÿ пурнăçĕ кунта малашне те туллин аталанса пытăр. Нумай нациллĕ Чăваш Республикин çыннисене Турă сăмахне чĕрепе йышăнса çак тивлетлĕ сăмаха мала хурса пурăнма малашне те Турă пулăштăр. Нумай нациллĕ халăх пĕр-пĕрин тĕрлĕ культурине, тĕрлĕ чĕлхине, тĕрлĕ йăли-йĕркине хисеплесе пурăнсан кăна упранса юлаять. Чăваш Енре канăçлă та лăпкă пулнишĕн Турра тав тăвар. Малашне те çаплах пултăр».

Вырăс Православи чиркĕвĕн Предстоятелĕ Михаил Игнатьева Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланăшăн тав туса çапла каларĕ: «Эсир Чиркÿ пурнăçне пысăк тимлĕх уйăратăр. Чи пĕлтерĕшли - пĕтĕм чун-чĕререн тăван халăх ырăлăхĕшĕн ĕçлетĕр. Малашне те çапла пулма Турă пулăштăр. Çак тивлетлĕ çĕр çинчи тĕп халăх чечекленсе пурăнтăр тесе чиркÿпе патшалăх влаçĕ малашне те пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе ĕçлеччĕр». Кирилл Святейший Патриарх Михаил Васильевича асăнмалăх парне те пачĕ, Турă Амăшĕн «Державная» турăшне.

 

Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă соборта

Августăн 2-мĕшĕнче - Аллăмĕш кун уявĕ хыççăнхи 9-мĕш Вырсарникун, святой Илия пророка асăнса уянă кун - Святейший Владыка Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă соборта 9 сехет çурăран пуçласа 12 сехет те 30 минутчен Литурги турĕ. Мĕн-ха вăл - Литурги? Çак сăмаха грекларан чăвашла тÿрремĕн куçарсан «пĕрле тумалли ĕç» тенине пĕлтерет. Халăхра Литурги тесе кăнтăрлахи кĕлле калаççĕ. Çак кĕлĕ пур кĕлĕрен те аслă. Христос тĕнĕпе пурăнакан халăхсем унта Турра юнсăр парне кÿреççĕ, вăл парне пит аслă; ку Иисус Христос пĕтĕм тĕнчешĕн Хăйне Хăй вилĕме панине пĕлтерет; çав юнсăр парне урлă Турă этем çылăхĕсене каçарать те леш тĕнчере, чăн çĕрте, Рая кĕмелле тăвать. Çав юнсăр парнене таса çăкăрпа /просфора/ таса чиркÿ эрехĕнчен хатĕрлеççĕ. Çапла хатĕрленине проскомиди теççĕ.

Çав аслă парнесене кÿме пире Иисус Христос Апостолсем урлă Хăй вĕрентсе хăварнă. Тÿрĕ пурнăçлă Иоанн Кронштадский /1829-1908/ Литурги çинчен çырса хăварни вара çак аслă кĕлĕн чăн пĕлтерĕшне чуна тивмелле уçса парать.

«Литурги вăл - Турă этем ăрăвне юратнине кăтартакан Аслă апат. Кунта, дикос çинчи Турă путекĕ тавра, пурте - чĕррисемпе вилнисем те, таса пурнăçлисемпе çылăхлисем те, çĕнтерекен Чиркĕвĕпе ăна хирĕç тăракансем те пуçтарăнаççĕ.

Литурги пулăшăвне виçме çук. Вăл Православи чиркĕвĕшĕн кăна мар - пĕтĕм тĕнчешĕн, тĕрлĕ тĕнпе пурăнакан пур çыншăн та, мĕншĕн тесен Çÿлхуçана кÿрекен Юнсăр парнепе Çав кĕлĕсене пĕтĕм тĕнчешĕн тăваççĕ. Литурги туса тăнăран кăна Çÿлхуçамăр тĕнчене вăрах тÿсĕмлĕн чăтса тăрать, тĕнчене хĕрхенет.

Пурнăçа пурте юрататпăр. Анчах çав пурнăçа паракан Иисус Христоссăр пуçне пирĕнте чăн-чăн пурнăç çук. Литурги вара - чăн-чăн пурнăç çÿпçипе унăн çăлкуçĕ, мĕншĕн тесен унта - Çÿлхуçа Хăй. Пурнăç Хуçи Хăйне ĕненекенсене Хăйне ĕçсе çиме парать тата çакна тăвакансене Вăл тулли пурнăç парать».

Ĕненекенсемпе пĕрле Литургие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Аслă кĕлĕ вăхăтĕнче Шупашкар-Чăваш епархийĕн пĕрлештернĕ хорĕ юрларĕ. Туррăн Таса ÿчĕпе Таса Юнне сыпакансем çав тери йышлă пулчĕç.

Литурги хыççăн Варнава митрополит Святейший Владыкăна тав туса тата Уншăн кĕлтума сăмах парса икĕ панагийăран тата хĕресрен тăракан комплект парнелерĕ. Кирилл Святейший Патриарх пĕрле тунă Аслă кĕлле асра тытма Шупашкар тата Чăваш митрополитне Руç халăхне тĕне кĕртнĕ Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ юбилейлă панагийăпа хĕрес парнелерĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти тĕп чиркÿре пулса иртнĕ тепĕр пĕлтерĕшлĕ чыслава та палăртса хăвармаллах. Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта собор лартас тĕлĕшпе пысăк пулăшу кÿнĕшĕн Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл указĕпе килĕшÿллĕн Машинăсем тăвакан конструкторсен «Искра» бюро генеральнăй директорне Владимир Сорокина, «ТУС» Акционерсен хупă обществин генеральнăй директорне Николай Угаслова, НПО «Элара» генеральнăй директорне Андрей Углова, ОАО «Дорисс» генеральнăй директорне Всеволод Рощина Вырăс Православи Чиркĕвĕн Таса пурнăçлă Сергий Радонежскийăн III степеньлĕ орденне пачĕç.

«Çĕнтерÿ» асăну комплексĕ умĕнче

Кăнтăрлахи пĕр сехет иртсен Кирилл Святейший Патриарх Шупашкарти Зоя Яковлева урамĕнчи «Çĕнтерÿ» асăну комплексĕ умне чечек кăшăлĕ хучĕ, панихида турĕ. Аслă Атăл алă тупанĕ çинчи пек курăннă çак сăваплă вырăнта иртнĕ астăвăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров тата официаллă ытти çынсем, ветерансем, кадетсемпе шкул ачисем, Шупашкар çыннисем тата ятарласа аякран килнĕ хăнасем йышлă хутшăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса кĕлтунă хыççăн Святейший Владыка ветерансем умĕнче сăмах каларĕ. Вĕсене вăрçăри паттăрлăхĕшĕн тав туса тата ку Турă Хăй каланă сăмах тесе Иоанн çырнă таса Евангелири йĕркесене: «Хăй тусĕсемшĕн чунне параканăн юратăвĕнчен пысăкрах юрату çук», - тенине аса илтерчĕ. Этемлĕхĕн чи сăваплă тивĕçне тÿрĕ те таса чунпа пурнăçланăшăнах пирĕн халăх хăрушă вăрçăра çĕнтерме пултарнă. Çак шухăша çине тăрсах паянхи çамрăксем патне çитермеллине пурин умĕнче те палăртса хăварчĕ Святейший Владыка.

 

Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта лартакан чиркÿ никĕсне капсула хывни

Кирилл Святейший Патриарх Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта лартакан чиркĕвĕн никĕсне асăну капсулине хывнине курма, унăн сăмахне итлеме халăх питĕ йышлă пуçтарăннăччĕ. 15 сехет иртсен Мускава вĕçсе каять-çке Вăл, çавăнпа та ку курнăçăва хăйне евĕрлĕ сывпуллашу саманчĕ те теме пулатчĕ-тĕр. Пулас çĕнĕ соборăн никĕсне капсулине те хыврĕ Унăн Святейшестви, кĕлĕ те турĕ, халăха вĕрентсе каланă сăмахĕ те чĕреренех янрарĕ. «Çак храм кĕçех çĕкленсе ларасса ĕненетпĕр, - терĕ вăл. - Чиркÿсем чăннипех те кирлĕ чухне кăна çĕкленеççĕ. Халăха чиркÿсем кирлĕ пулсан, ĕненÿ пирĕн чĕререх».

Мĕнпе асра юлĕ-ха Святейший Владыка Чăваш Ене килсе кайни? Ăна çывăхранах курни, Унăн сăмахĕсене итлени Евангелире «Таса чĕреллисем кăна Турра курма пултараççĕ» тени чăн сăмах пулнине тепĕр хут ĕненме май пачĕ. Апла пулсан пирĕн пурин те шухăш-кăмăлăмăра, ĕмĕт-тĕллевĕмĕре май пур таран тасатмалла, пĕр-пĕрин телейĕпе çитĕнĕвĕшĕн, таса пурнăçĕшĕн савăнма хăнăхмалла.

Римма ПРОКОПЬЕВА

В.ИВАНОВПА В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

 

Ыйтăм

Валентина Теллина, В.В.Путинăн шаннă çынни, РФ сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл митрополит Чăваш Ене килни - православи тĕнне ĕненекенсемшĕн питĕ сумлă, питĕ хаклă праçник. Унтан та ытла ĕмĕрлĕх асра юлмалли пулăм. Çакă Чăваш çĕрне, чăваш халăхне пехиллесе хăварнипе танах. Чăваш çĕрне пархатар килнипе пĕрех. Ку çеç-и? Çакă вăл пирĕн ачасемшĕн, пирĕн мăнуксемшĕн те паха. Çамрăк ăрăва, пуласлăха, малалла аталанма, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма ырă сунни те. Эпĕ икĕ кун телевизор умĕнчен каймасăр тенĕ пек Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килнине тимлĕ пăхрăм. Çав самантсенче эпĕ хама çав тери лайăх туйрăм. Кăмăлăм çĕкленÿллĕччĕ. Çакнашкал çутă пулăмсем хыççăн юратнă Чăваш Енĕмĕр аталантăр, чечеклентĕр тесе тата та ытларах вăй хурас, ырă ĕçсем тăвас килет.

Валерий ГОРДЕЕВ, "Комплекс" строительство фирмин директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ:

- Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Ене килме кăмăл туни, Çĕнĕ Шупашкарти аслă кнеç Владимир соборĕнче служба ирттерни маншăн та, предприятишĕн те чăннипех пысăк пулăм. Эпир ăна кĕтсе илме маларах хатĕрленме пуçланă. Март уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ канашлу ирттерчĕ. Унта Аслă кнеç Владимир чиркĕвĕн настоятелĕ те хутшăнчĕ. "Комплекс" фирмăна собор çумĕнче колокольня тума суйласа илнине пĕлтерчĕç. Проекчĕ хатĕр. 27 метр çÿллĕш пулмалла унăн. Уралтан 16,5 тонна таякан чан илсе килнĕ. Питĕ хăвăрт ĕçлерĕмĕр. Патриарх киличчен юлнă виçĕ уйăхра туса пĕтертĕм ĕр ăна.

Çĕнĕ Шупашкар - иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пулса кайнă хула. Çав тапхăрта Хими заводне, ГЭС тума чăваш çĕрне тĕрлĕ халăх çынни килнĕ. Чылайăшĕ кунтах пурăнма юлнă. Чăвашсемшĕн кăна мар, вĕсемшĕн те Кирилл Патриарх пирĕн тăрăха килни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çыннăн яланах ĕненÿпе, шанăçпа пурăнмалла.

 

Римма ПРОКОПЬЕВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.