Визит

8 Нарăс, 2019

Театрти тĕлпулу

Паян каçхине Раççей культура министрĕ Владимир Мединский, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри культурăпа искусство ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç.

8 Нарăс, 2019

Чăваш чунĕ пурăнакан çуртра кашнин пулмалла

Культура министрĕ Владимир Мединский ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Шуршăлти космонавтика музейне çитсе килчĕç. Унта сумлă хăнасене районти пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.

3 Юпа, 2017

«112» тытăмăн ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра граждан оборонине туса хунăранпа 85 çул çитет.

Йăлана кĕнĕ тăрăх — çак куна халалласа пирĕн республикăра та, çĕршывăн ытти кĕтесĕнчи пекех, юлашки çулсенче Пĕтĕм Раççейри штаб тренировкине йĕркелеççĕ. Кăçал çакнашкал мероприятие юпа уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. «Ку хутĕнче тренировкăна управлени тытăмĕнче практика пайĕсĕр ирттерĕпĕр», — палăртрĕ РФ МЧСĕн пуçлăхĕн заместителĕ Александр Чуприян, икĕ кунлăха ĕçлĕ визитпа Чăваш Ене килнĕскер.

28 Пуш, 2017

Тĕлĕнмелли те пур, тĕслĕх илмелли те

Заводпа паллашассине хăнасем автомобильсене йышăнакан тарасаран пуçларĕç те — виçев площадкинче кĕпĕрленнĕскерсем тĕлĕшпе «Каяшсен управленийĕ» АХО гендиректорĕ Павел Бесшапов шÿтлесе те илчĕ: «Делегаци шăп та лăп виçĕ тонна таять». Пухăннисем шÿте ăнланчĕç — завод территорийĕпе малалла иртрĕç.

Pages