Визит

21 Утă, 2016

Китайпа çыхăнусене çирĕплетеççĕ

Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чĕмпĕрте Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ.

17 Çу, 2016

Чăваш Ен опычĕ Киров облаçĕшĕн кăсăклă

Чăваш Енре çу уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Киров облаçĕн Правительствин делегацийĕ /ертÿçи — Правительство Председателĕн заместителĕ-юстици министрĕ Роман Бересневº ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашасси, икĕ регионăн ĕçтешлĕхне анлăлатасси, пĕр-пĕрин опытне тишкересси.

5 Пуш, 2016

Республика аталанăвĕн çул-йĕрне çĕршыв шайĕнче палăртрĕç

Раççей Правительствин пуçлăхĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн председателĕ Дмитрий Медведев Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ.

- Пирĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ виçĕ программа пур: юхăннă çурт-йĕр, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем, садиксем... Ача сачĕсем тумалли программа пĕлтĕр вĕçленчĕ. Халĕ çĕнĕ тата пысăк та кăткăс программăна пуçăнатпăр - кивĕ шкулсене реконструкцилесси, çĕнĕ шкулсем тăвасси. Ку енĕпе ĕçсем мĕнлерех? - ыйтрĕ Дмитрий Анатольевич.

4 Çурла, 2015

Турă хăвачĕ иксĕлми

Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине августăн 1-2-мĕшĕсенче Мускав тата Пĕтĕм РуÇ Патриархĕ Кирилл килсе кайни

Çĕр çинчи ахаль этемĕн те, хăй мĕнле çылăхлă иккенне пĕлет пулсан та, мĕн ĕмĕртенпех Турă çывăхнерех пулас, унăн хăватне туйса курасах килет, «хăйсене тасалăх тивлечĕ кÿнĕ» священниксен чунтан тухакан сăмахне тимлесе те пулин. Çавăнпа та Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине пĕрремĕш хут килсен - Унăн Святейшестви çитес çĕре ĕненекенсем нихçанхинчен те йышлă пухăннинчен тĕлĕнме кирлĕ те мар-тăр. «Хура халăх вăйлă шыв юхăмĕ пек, иртсе кайма та май çук», - тесе ку хутĕнче пĕр ÿстермесĕрех çирĕплетме май пур.

23 Ака, 2015

Клубсем хупăннăшăн пăшăрханать

Ытларикун Шупашкара СССР халăх артисчĕ Иосиф Кобзон килсе кайнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: вăл хисеплĕ юрăç кăна мар, пысăк политикăри сумлă çын та. РФ Патшалăх Думин культура енĕпе ĕçленен комитечĕн председателĕн çумĕн тивĕçне йышăнаканскер Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.

Pages