Клубсем хупăннăшăн пăшăрханать

23 Ака, 2015

Ытларикун Шупашкара СССР халăх артисчĕ Иосиф Кобзон килсе кайнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: вăл хисеплĕ юрăç кăна мар, пысăк политикăри сумлă çын та. РФ Патшалăх Думин культура енĕпе ĕçленен комитечĕн председателĕн çумĕн тивĕçне йышăнаканскер Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Вĕсем культурăпа спорт аталанăвне сÿтсе явнă. "Çав енсем - сывă обществăн никĕсĕ. Культурăллă, вĕреннĕ, çынлăха сума сăвакан этем нихăçан та террорла ĕç тумасть. Сывă халăхсăр вăйлă наци пулаймĕ", - палăртнă Кобзон. Ялсем пушанса юлни пăшăрхантарать-мĕн ăна. Унăн шухăшĕпе, ку инженерипе транспорт, социаллă инфратытăм чăхăмланипе çыхăннă. Клубсем - ялти культура вучахĕсем - кивелни, хупăнни, халăх пултарулăх ушкăнĕсем сахалланса пыни унăн чунне ыраттарать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.