Тĕлĕнмелли те пур, тĕслĕх илмелли те

28 Пуш, 2017

Заводпа паллашассине хăнасем автомобильсене йышăнакан тарасаран пуçларĕç те — виçев площадкинче кĕпĕрленнĕскерсем тĕлĕшпе «Каяшсен управленийĕ» АХО гендиректорĕ Павел Бесшапов шÿтлесе те илчĕ: «Делегаци шăп та лăп виçĕ тонна таять». Пухăннисем шÿте ăнланчĕç — завод территорийĕпе малалла иртрĕç.

Хăнасем — Федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕсен ассоциацийĕн Шупашкарта йĕркеленĕ черетлĕ ларăвне хутшăнма килнĕ çынсем. Лару умĕн эрнекун вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти тата Шупашкарти коммуналлă хытă каяшсен концесси объекчĕсемпе паллашрĕç.

Кÿршĕ облаç-республика парламентарийĕсемшĕн курмалли, шута илмелли чăннипех нумай. «Каяшсен управленийĕн» хайхи сортировка заводнех илер. Нумаях пулмасть ĕçлеме тытăннăскере хута яма 1,45 миллиард тенкĕ инвестици хывнă. Паян кунта куллен 500 тонна ытла хытă каяш йышăнаççĕ. Заводăн çулталăкри хăвачĕ — 250 пин ытла тоннăлăх.

Хайхи тараса пирки каланă май Павел Бесшапов паян республикăн тăватă муниципалитетĕнчен хытă каяшсем кÿрекен пĕр автомобиль те завод территорине виçмесĕр кĕменнине çирĕплетрĕ. Хăнасем сортировка технологийĕпе кăсăкланса паллашрĕç — кашниех хăйне интереслентерекеннине ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Каяшсене тирпейлесси пысăк калăпăшлă ăпăр-тапăра вĕтетнинчен пуçланать. Хуласенчен темĕн те килет — сĕтел-пуканран пуçласа пианино таранах. Пысăк ятарлă хатĕр вĕсене пĕтĕмпех тĕпретет. Калăпăр, диван калăпăшĕ 30 хут пĕчĕкленет иккен. Вĕтетнĕ хăма-йывăç топливо валли каять.

Сортировка линине илес тĕк — кунта усăллă каяшсене пĕтĕмпех суйласа илеççĕ. Пĕр 25% — вак чул, çавнашкал ытти хутăш, вĕсем тÿрех алланса юлаççĕ. Усăллине алă вĕççĕн суйлаççĕ: хут, пластик, тĕслĕ металл тата ытти те — каяшсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 10% чухлĕ. Вĕсене предприяти тĕрлĕ производство валли сутать — тупăш илет. Юлашки полигона каять. Хальлĕхе унăн виçи пысăк-ха — 50-60%, анчах Павел Бесшапов çак виçене чакарса пырас тĕллевне пытармарĕ. «Эпир ĕçлеме пуçланăранпа нумай вăхăт иртмен, пире тата кăштах вăхăт парăр — тепрер çулталăк кĕтер-ха...» — терĕ те — çав «ытлашши» каяшсенчен те вăхăт иртнĕ май усă илме тытăнас кăмăлĕ пысăкки куçкĕрет палăрчĕ. Аталаннă çĕршывсенче шăпах çапла-мĕн. Калăпăр, топливо валли усă курма май пур. Павел Евгеньевич çирĕплетсех каларĕ: «Чăваш Ен регионти пĕтĕм хытă каяша тирпейлекен пирвайхи субъект пулĕ». Компани республикăпа тунă концесси килĕшĕвне пурнăçласа хытă каяшсен полигонĕн иккĕмĕш карттине тума, Канашра тата Çĕмĕрлере каяшсене тиесе ăсатакан станцисем хута яма палăртать.

Хăнасем çитсе курнă тепĕр предприяти — тасатакан биологи сооруженийĕсем. Лапчăк та сăнсăр дачăсем вырнаçнă территорипе иртнĕ хыççăн «БОС» предприятие пырса кĕретĕн те — хăвна урăх çĕршыва лекнĕнех туятăн. Çакна хăнасем те палăртрĕç. Территори таса та тирпейлĕ, оборудовани çĕнĕ, çынсен ĕç условийĕсем те хăтлă — çакăнта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан юхса килекен пĕтĕм каяша /куллен — 150 пин тонна/ тасатаççĕ тееймĕн те. Паллах, цехсенче кăмăллах мар шăршă пур — кондитер фабрики мар вĕт, анчах ун пирки усал шăршă тееймĕн — сывлăша пÿлмест. Паян кунта тасатакан сооруженисене реконструкцилессипе çыхăннă инфратытăм проектне пурнăçлаççĕ. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 3,8 миллиарда яхăн тенкĕлĕх. Ăна пурнăçлани Атăла юхтарса кăларакан хутăшсен, вĕсене тасатнă хыççăн юлакан каяшсен калăпăшне чакарма май памалла. Предприяти директорĕ Сергей Анисимов пĕлтернĕ тăрăх — тасатакан сооруженисемпе 48 çул усă курнă май 2,5 миллион кубла метрлăх 12 шламонакопительте 1,95 миллион тонна шлам капланнă.

Паян текех нимĕн те капланмасть. Каяшсене тасатнă хыççăн юлакан хутăшсене вĕрипе типĕтекен технологи линине хута янă. Вĕсене çапла майпа тирпейленĕ хыççăн гранулăлаççĕ — сиенсĕр хутăш пулать. Цехсемпе паллашнă май çав гранулăсене пĕри те тепри тытса пăхрĕ — халь тинех ним йĕрĕнмелли те çук. Юлашкинчен пулакан кĕл те сая каймасть — инертлă çак материалпа строительствăра усă кураççĕ. Çулсем тунă чух питĕ меллĕ-мĕн. Çак процессене ĕçе кĕртнĕ май юлакан каяшсен виçине 100 хут чакарма май килнĕ, Атăла юхтарса кăларакан шыв пахалăхĕ лайăхланнă, тасатакан сооруженисен таврашĕнче паян киревсĕр шăршă çук — Çĕнĕ Шупашкарти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхланнă.

Юлашкинчен Атăлçи округĕнчи субъектсен представителĕсем «Водоканал» АУОн Шупашкарти тасатакан «Заовражная» станцийĕнче пулчĕç. Кунта та — пĕтĕмпех çĕнĕ. Шупашкар валли ĕçме илекен шыва тасатнă хыççăн юлакан шĕвĕ каяшсене тĕп хула чылай çул Шупашкар шыв управне каялла юхтарса кăларнă — çуллен 400 тонна таран. Куншăн пысăк укçа тÿлеме тивнĕ — миллион-миллион тенкĕ. Халь вара пĕтĕмпех улшăннă.

Хула администрацийĕ пу­çарнипе çак комплекс строительствине РФ Правительствин тата Пĕтĕм тĕнчери реконструкципе аталану банкĕн ятарлă проектне кĕртнĕ. Çапла вара 259 миллион тенкĕ ытла хывса çак станцие ĕçе кĕртнĕ. Халь таса мар шыва, юлакан каяшсене утилизацилессипе çыхăннă ыйтăва туллин татса панă ĕнтĕ, Атăла нимĕн те юхтарса кăлармаççĕ.

Хăнасем предприятисенче курни-илтнине пысăка хурса хакларĕç. Паллах, Чăваш Енĕн экологипе, каяшсене тирпейлессипе çыхăннă ăнăçлă опычĕ кÿршĕ регионсемшĕн те усăллă пулĕ. Чăваш Республикин тĕслĕхĕ пур — вĕсен саккун кăларакан органĕсен представителĕсем çакна хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.