Римма ПРОКОПЬЕВА

22 Çу, 2015

«Халăх санран часавай-палăк лартма ыйтать...»

Тĕлĕке ĕненме хушмаççĕ. Апла пулин те тепĕр чухне çав тери уçăмлисем пулаççĕ. Вĕсене куракан унта мĕн пулса иртнине чăн пурнăçринчен те çивĕчреххĕн, ĕмĕрлĕх асра юлмалла туйса тăрать. Ниепле те манса кайма çук вĕсене.

20 Çу, 2015

Чун тĕпĕнчи сăмахсем

Тухтар та Селиме умĕнче парăмлă мар: парнешĕн парне пултăр тесе, вăл ăна арча туса пачĕ. Мĕнле лайăх арча турĕ-ха тата! Пĕр турат куçсăр чăрăш хăмисем суйласа тупрĕ - купăс пек янăраса тăратчĕç хăмисем - вăл вĕсене çÿхетсе саваларĕ, пĕрин çумне тепĕрне çыпăçтарнă чух ниçта пĕр йĕр, пĕр çĕвĕ хăвармарĕ* арчине тул енчен ийĕпе касса тĕрлерĕ, тăла татăкĕпе сăтăрса якатрĕ, хурăн хуппи ярса вĕретнĕ шывпа сăрларĕ, хĕвел çинче хĕртсе пиçĕхтерчĕ. Çавăн пек чаплă парнешĕн Селиме каçсах кайрĕ.

15 Çу, 2015

Юрий Артемьев: «Ялан хам мĕн шухăшланине çырнă»

Пурнăç йăлтах хăйне кирлĕ пек тата хăйĕн вăхăчĕ çитсен тин пĕр-пĕр пулăма ĕмĕрлĕх арманĕ витĕр çавăрттарса кăларать. Паллă критикăн Юрий Артемьев профессорăн «Константин Иванов: Жизнь. Судьба.

6 Çу, 2015

Ыйтăвĕ пулсан - хуравĕ пулатех

Радио кунне халалласа ĕнер Чăваш наци музейĕн конференц-залĕнче "Чăваш Республикинчи çыхăну отраслĕсемпе информаци технологийĕсене аталантарасси" темăпа "çавра сĕтел" иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, ИТ - информаци технологийĕсен - ыйтăвĕсемпе çыхăннă хĕрÿ калаçăва ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ертсе пычĕ. "Радио кунĕ - мĕнпур çыхăну хатĕрĕсен уявĕ", - терĕ Александр Степанович саламлă умсăмахне каланă май.

Pages