Юрий Артемьев: «Ялан хам мĕн шухăшланине çырнă»
Пурнăç йăлтах хăйне кирлĕ пек тата хăйĕн вăхăчĕ çитсен тин пĕр-пĕр пулăма ĕмĕрлĕх арманĕ витĕр çавăрттарса кăларать. Паллă критикăн Юрий Артемьев профессорăн «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие» кĕнекине вуласа тухсанах авторĕпе хăйĕнпе тĕлпулса калаçас, унран интервью илес кăмăлпа çав тери çунатланса кайнăччĕ. Анчах та ятарлă калаçушăн сăлтавĕ çителĕксĕртерех пек туйăнни кăмăл еккине тытса чарчĕ. Халь, ак, вăл тулса тăкăнать: Юрий Артемьевăн «Чăвашсен чаплă çыннисем» ярăмпа 2013 çулта тухнă 250 ытла страницăллă çак сулмаклă кĕнекене Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тăратнă.
- Юрий Михайлович, «Чăн тÿпере çич çăлтăр» кĕнекере Эсир «Кама мĕнле-тĕр, мана хама «Нарспи» поэмăра сăнласа кăтартнă аслă Силпи ялĕ пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ, чăваш тĕнчи пек туйăнать» - тесе çыратăр. Хăвăр çуралнă Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕ Сирĕншĕн мĕн?
- Сиккасси маншăн питĕ хаклă вырăн: ачалăх сăпки - унта. Çитĕнсе çитсен тĕнче касма тухса кайнă хыççăн вĕренсе-ĕçлесе çÿренĕ хушăра яланах таврăнма тăрăшнă, мĕншĕн тесен ял тунсăхĕ мана питĕ касатчĕ. Унăн çырми-çатрисем, вăрманĕ, çăлкуçĕсем... Вĕсене пурне те яланах асра тытса тăнă. Вăрмана çырла, мăйăр татма çÿренĕ. Унтан инçех мар, вăрман хĕрринчех - пирĕн çурт... Тепĕр чухне тата кĕреплепе утă тавăрма илсе каятчĕç. Çавсем - кашни çаранĕ, çырмисем - асрах, вĕсем манпа пĕрлех, таçта унта ман ачалăх халь те макăрса çÿрет пек туйăнать. Мĕншĕн пăрахса хăвартăн тенĕ пек.
- Ачалăх çутисĕр çын пурнăçĕ телейлĕ пулма пултарать-и? Ачалăхăра таçта чĕре тĕпне пытарса хăварман-и Эсир?
- Ачалăх, пĕр енчен, халь те манпа пĕрлех. Çав ачалăха пула ĕнтĕ эпĕ хама евĕрлĕрех пулмалла. Кулленхи критика ĕçĕнче те сисĕнетчĕ вăл. Ыттисем пек çÿлтен мĕн хушнине тума пĕлмен эп. Ялан хам мĕн шухăшланине, мĕнле ăнланнине тата хама мĕнле вĕрентнине çырнă. Ачаран ăша мĕн илни, паллах, хампа пĕрле. Вăл пулмасассăн этем характерĕ те упранмасть. Ачалăх пурнăç тăршшĕпе, ватăлсассăн та, сĕткен парса тăрать.
- Тăван ялăн тепĕр пысăк пайрăмĕ пур - çыннисем. Вĕсем пирки мĕн калама пултаратăр?
- Ку тепĕр питĕ пысăк ыйту. Сиккасси мана темшĕн республикăри ытти ялсенчен уйрăмрах пек туйăнать. Çынсем патне таврăнас пулсассăн, эпĕ пĕчĕк чухнех хамран нумай аслă, вĕреннĕ çынсем патне туртăнаттăм, вĕсене сăнама юрататтăм. Ăмсанаттăм та... Наука кандидачĕсем те пулнă пирĕн. Инженерсем, химиксем - нумайăшĕ яла манмастчĕç. Офицерсем килетчĕç... Вĕсем çавтер илемлĕ тăхăннă... Мана вĕсем пĕлĕтрен аннă, пач урăх çынсем пек туйăнатчĕç.
- Сирĕнте темĕнле ыттисенче çук стайлăх пур. Эсир ахаль килйышран тухнă çын пек мар. Хăвăра мĕнле тыткаланинче, мĕнле калаçнинче те сисĕнет çакă. Сирĕнте чуна сивĕтекен кăрт-мартлăха, тÿрккеслĕхпе хаярлăха нихăçан та асăрхаман... Ăçтан килет-ши çакă? Çемьерен-и? Е темĕнле шалти интеллигентлăх-и ку?
- Вăл кăштах пур та-и, тен... Кукаçиренех килет пуль ку. Аннепе пĕрпекрех характерлăччĕ вĕсем. Лăпкă çынсемччĕ. Лăпкăлăхĕ вăл çутçанталăк пани те пуль, çав вăхăтрах хăйне чарни те. Çын хăйне манса каймасăр тыткалани, ăçта тата кампа пулнине астуса тăни. Эсир калашле, кăрт-картлăх илемсĕр вĕт-ха. Ман чуна ытларах кукаçи характерĕ хывăннă пуль тетĕп. Вăл - «хура тăпра интеллигенчĕччĕ», таçта хут вĕренсе пĕлÿ илнĕскер мар. Тыткăнра пулнăскер нимĕçле пĕлетчĕ, аванах перкелешетчĕ, тутарсемпе те калаçатчĕ. Василий Иванович Вазинге тетчĕç ăна. Тĕрлĕ чĕлхепе интересленесси те унăн урлах килчĕ пуль ман пата. Май пур таран кукаçирен çав интеллигентлăха, тен, илнĕ те. Анчах ку айккинчен лайăхрах курăнать пулĕ.
- Çынна тата çын пулма кĕнеке пулăшать. Пĕрремĕш кĕнекене астăватăр-и, куç умне хăшĕ тухса тăрать?
- Астăватăп. «Али-паттăр». Ăна Бараев Владимир çырнă. Ун хыççăн тепĕр хут тытса вуламан. Виççĕмĕш класа çÿреттĕм пулмалла. Сăвăллаччĕ вăл, чи килĕшнĕ сыпăкĕсене пăхмасăр та вĕреннĕччĕ. Халь те хăш-пĕр йĕркисем асра. Питĕ илемлĕ юмах. Хавхалантаракан япала, çавăнпа та вăл мана питĕ хытă тытса илнĕччĕ. Пĕр улттăмĕш класччен эп отличник пулнă. Кайран темшĕн тăрăшса вĕренес туртăм кăштах чакрĕ.
- Чи кирлине суйлама тытăннă ĕнтĕ...
- Ытларах илемлĕ литература енне сулăннă эпĕ. Вĕçĕмсĕр вулаттăмччĕ. Вуланă, вуланă, вуланă... Мĕн вуланине список туса çырса пыраттăмччĕ. Пирĕн Зайцева Мария Ивановна пурччĕ, библиотекăра ĕçлетчĕ. Унта чупса кĕреттĕм те - унччен илнĕ кĕнекене параттăм та кăшт-кашт шыракалаттăм та - çĕннине суйласа илеттĕм. Вĕçĕм çаплаччĕ, кĕнекисене нумай тытмастăмччĕ, питĕ хăвăрт вуласа тухаттăм. Пĕррехинче ялти темĕнле тĕлпулура Мария Ивановна: «Эсĕ пуринчен те нумайрах вулаттăнччĕ, сан список питĕ пысăкчĕ», - тесе савăнтарнăччĕ.
- Сире итленĕ май хамăн ачалăх та аса килет. Мĕн çуралнăранпах Константин Иванов ятне илтсе ÿснĕ пек туйăнать мана. Букварьти унăн сăнĕ те куç умĕнчех... Çÿллĕ валак пуçĕнчи шăнкăртатса юхакан çăлкуç шывĕ... Ун пултарăлăхĕ ярт уçăлса кайнă самант хăçан пулнă Сирĕн?
- Иванова, хам астунă тăрăх, пĕр улттăмĕш класра аванах ăнланса, юратса вулама тытăннă. Маларах вуланисем ун пекех тарăннăн кĕрсе юлман. Вуланă-ха ĕнтĕ, кĕçĕн классенче пире сыпăкĕсемпе те паллаштарнă. Çапах та Нарспипе Сетнерĕн телейсĕр шăпи чуна çатăрласа илнĕ самант улттăмĕш класра пулнăччĕ. Чăваш йăли-йĕрки, Силпи хăй, çутçанталăк çинчен çырнă йĕркесем... Вăхăтран-вăхăта вĕçĕмсĕр вулаттăм вĕсене. Кайран Хусан университетĕнче вĕреннĕ чухне пиллĕкмĕш курсра диплом ĕçне Константин Иванов пултарулăхĕпе çыртăм. Мана, вырăс литературипе чĕлхин факультетĕнче вĕренекенскере, çак темăпа ĕçлеме ирĕк пачĕç.
- Ирĕк пачĕç терĕр те - апла ку темăна Эсир хăвăр ыйтса илнĕ?
- Пирĕн «СССР халăхĕсен литератури» текен предмет пурччĕ. Преподаватель мана чăваш литературипе доклад тума сĕнчĕ, вара хамăрăн ушкăн умĕнче чăваш литературипе тишкерÿ туса патăм. Тĕпре манăн Константин Иванов пултарулăхĕ тата романтизм пулчĕ. Кайран ку темăпа курс ĕçĕ çыртăм, унтан - диплом ĕçĕ. Ăна хÿтĕленĕ хыççăн çав япалапа мана кунта тĕпчев институтне чĕнсе илчĕç. Литература секторĕн пуçлăхĕ ун чух Геннадий Яковлевич Хлебниковччĕ. Çапла 1969 çулта Шупашкарта ĕçлеме тытăнтăм.
- Эсир пире вырăс литературинчи романтизм тапхăрне мĕнлерех хавхаланса вĕрентни халĕ те асра. Хăвăр Эсир романтик-и?
- Ытларах романтик тесе шутлатăп. Романтизм ман чуна питĕ çывăх. Константин Иванов романтик тесе пуçласа эпĕ каланăччĕ.
- Эсир романтик пулнă май хăвăра пĕрремĕш юрату мĕнлерех çавăрса илнине астăватăр-и?
- Н-у-у-у! Вăл тăваттăмĕш-пиллĕкмĕш классенчех пулнă-ха ĕнтĕ. Питĕ вăтанчăкчĕ ун чухне. Калăпăр, ху юратнă хĕрача çине пăхатăн, унпа юнашар пулас килет, анчах та çав тери вăтанатăн... Ун чухне сăпайлă, вăтанчăк пулни кирлĕ те пулнă пуль. Ача-пăча çав таса та вăрттăн туйăмпа çунса пурăнни юрату пуль вăл.
- Çав хĕрача ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăратчĕ?
- Тен, ытлашши нимĕнпе те. Ун чухне ытларах хăв çине мĕнлерех пăхни те пĕлтерĕшлĕ пулнă пуль... Çивĕчĕсене астăватăп, кĕске çивĕтлĕччĕ вăл. Кăштах чăмăр питлĕччĕ, кÿршĕ ялтан çÿретчĕ. Ун пеккисем кайран пĕрре çеç пулман. Хăвпа ху çапла чунна хĕртсе, канăçсăрланса çунни усăллă пулнă пуль. Вăл чун пурнăçĕн палăрăмĕ тесе шутлатăп. Эсĕ юрататăн, апла пулсан чун пурăнать! Пĕрре учительницăна кăмăлланине астăватăп. Мускавран институт пĕтерсе килнĕччĕ те вăл, нимĕç чĕлхи вĕрентетчĕ. Унта тата ют чĕлхесене юратни те пулнă пуль. Вăл лайăх вĕрентетчĕ те - питĕ кăмăла каятчĕ. Валентин Распутинăн «Уроки французского» евĕрлĕрех самантсем те пулнине астăватăп. Ку вăраха пыманччĕ, пĕр çул ĕçленĕ хыççăн урăх çĕре куçса кайрĕç вĕсем. Саккăрмĕш класраччĕ пулас ун чух.
- Тата Сирĕн пурнăç тăршшĕпе пыракан чăн-чăн пысăк юрату пур - Константин Иванов пултарулăхĕ. Эсир
«Чăвашсен чаплă çыннисем» ярăмпа ун çинчен 6 пайлă кĕнеке çырса хатĕрлени çак юратăва пĕтĕм тĕнче умне кăларнипе танах тесе шутлатăп.
- Килĕшмелле. Вăл пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пуçтарăнса пычĕ. Иванов çинчен çине-çинех çырнă эпĕ. «Ĕмĕр пуçламăшĕ» кĕнекере унăн самай пысăк литература портретне те панăччĕ. Эпĕ унта май пур таран ун пурнăçĕпе пултарулăхне çутатнăччĕ. Кайран пĕр пĕтĕмĕшле пысăк калăплă кĕнеке шайĕпе тухса кайрĕ унчченхи пĕтĕм тĕпчев ĕçĕ. «Чăвашсен чаплă çыннисем» ярăмра унпа çеç çырлахмасăр пĕр çулталăк çурă пусма ларнă чăх пек пусăрăнса ларма лекрĕ. Унта халиччен кĕреймен тарăнлăха кĕме май пулчĕ тесе шутлатăп, темăна анлăрах илме лекрĕ. Архив материалĕсене, Ивановпа пĕрле вĕреннисен, тăванĕсен асаилĕвĕсене тĕплĕ тишкерсе пĕтĕмĕшле кĕнеке кăларма вăй çитертĕм. Вăй çитерни чăннипех те савăнтарчĕ.
- Юрий Михайлович, каçарăр, кăшт пÿлерех те калатăп. Эсир «Вăй çитертĕм» терĕр, çав хушăрах пĕр-пĕр пысăк ĕçе вĕçленĕ хыççăн «Турă пулăшрĕ» тесе савăнакансем те пур. Чăваш халăхĕ хушшинче Константин Ивановăн «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен» каларăшĕ питĕ анлă сарăлнă. Анчах та унăн çак шухăша хирĕçлекен малаллахи пайĕ те пур-çке-ха. Мĕнлерехчĕ-ха вăл?
- Анчах вăйлă этем те
Хăй тĕнчине пăхăнать.
Укçапала эрехех
Çынна ăсран кăларать.
- Эсир эрех ĕçменни, пирус туртманни пăхсах паллă. Укçашăн кăна хыпса çунакан çын çавăн пек сулмаклă тĕпчев ĕçĕпе аппаланас та çук. Çапах та Сирĕн вăйсăр енсем те пурах пуль?
- Нихăçан та ытлашши ĕмĕтсĕрленмен. Çынна телейлĕ пулма çав тери нумай та кирлĕ мар. Çитмен пурнăç та çынна мĕскĕнлетет. Хам ĕçлесе илни çемьене яланах çитнĕ. Тата ĕçлемесĕр тупнă укçа нихăçан та телей кÿмест, çавна нумай çын шăпи тăрăх пĕлетĕп. Ĕçлесе тунă укçапа кăна киленме, телейлĕ пурнăçпа пурăнма пулать.
- Сирĕн ĕçĕр - куç умĕнче. Ак, 2010 çулта тухнă «Чăн тÿпере çич çăлтăр» кĕнекĕрех илер. Шел, кунта тĕпченĕ классиксенчен пĕри те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Çапах та мĕншĕн хальхисен пултарулăхне тишкерсех каймастăр-ха? Тĕслĕхрен, Борис Чиндыков мĕнлерех çырни яланах чуна хускатать. Çав хушăрах ун пултарулăхне туллин те тивĕçлипе тĕпчекенни халĕ те тупăнман пек туйăнать мана.
- Килĕшетĕп: пирĕн критика яланах юлса пынă. Шел пулин те... Тĕрлĕ сăлтава пула вăл калама çук йывăр жанр. Эс калашле, халь, калăпăр, камăн хайлавне те пулин тĕплĕн тишкерсе хак пар - унта тиркесе каламалли тупăнатех. Çавăн хыççăн ху валли тăшман тупăнатех. Чăн-чăн критик, ăна Турă панă пулсан, нихăçан та ыттисем çине пăхмасть. Уншăн Турă - чăнлăх, Ун ячĕпе çырать вăл. Кирек мĕнле писатель те Турăпа çыхăннă. Ку урăх ыйту, кун пирки Бердяев та каланăччĕ. Турă кама мĕн чухлĕ парать. Борис Чиндыков патне таврăнас пулсан, эпĕ ун калавĕсене тÿрех асăрханăччĕ, Арсений Тарасовăнне те. Вĕсене эп уйăрса хакланăччĕ. Вырăс шкулĕсем валли чăваш литератури çинчен уйрăм кĕнекесем хатĕрленĕччĕ, унта Чиндыкăвăн уйрăм литература портретне хатĕрлесе патăм. Ыттисемпе танлаштарсассăн вăл, чăнах та, тĕлĕнмелле талантлă. Тĕслĕхрен, «Урасмет» драмăра 14-15-мĕш ĕмĕрсем çинчен çырать пулин те, ытти хайлавĕсенче те паянхи проблемăсем çинчен шухăшлаттарать. Ку питĕ сайра тĕл пулакан талант. Тата вăл хăйне тыткаланипе те ыттисенчен уйралса тăрать, çав тери сăпайлă, ытлашши курăнса та çÿремест. Талантлă çын вăл яланах пĕччен. «Туй генералĕсем» пек тусан вĕçтерсе çÿрекенсем нумай пирĕн. Хăçан çыраççĕ вĕсем? Çырма вăхăт пур-и вĕсен? Ларсассăн та мĕн çырăнать вĕсен?
- Борис Чиндыковăн «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ хыççăн, ак, тепĕр çирĕм çултан Марина Карягина трагедийĕпе Станислав Васильев лартнă «Кĕмĕл тумлă çар» спектакль çак сумлă премие тивĕçрĕ. Тĕпре, паллах, хăйлавĕ хăй. Ун çинчен мĕн калама пултаратăр?
- Вăл трагеди уйрăм кĕнекен тухрĕ, «Новое время» издательствăра. Эпĕ унăн умсăмахне çыртăм, май пур таран тĕплĕн тишкерсе хак пама тăрăшрăм. Трагеди жанрĕ питĕ кăткăс та йывăр. «Кĕмĕл тумлă çарта» самай витĕмлĕ шухăшсем, асра юлакан сăнарсем. Уйрăмах хĕрарăмсен сăнарĕсем. Арçынсен те. Хирÿçĕлĕхне, сюжетне, конфликтне автор питĕ хивре явнă. Унта халăх шăпи тухса тăрать, унăн пуласлăхĕ. Историри çав тĕрлĕ йывăр самантра хĕрарăмсем пĕтĕм йывăрлăха хăйсем çине илеççĕ. Сăлтавĕ - инкеклĕ лару-тăрусем. Тăшмансем арçынсене вĕлерсе пĕтернĕ те - хĕрарăмсем мĕнле те пулсан пурнăç çиппине татасшăн мар.
- Халь эпир Константин Иванов çулталăкĕ тесе калатпăр та, ку пирĕн ун пултарулăхĕ çинчен кăна калаçмаллине пĕлтермест вĕт-ха. Çĕнĕ ĕмĕрте чăвашсен Константин Иванов хыççăнхи ÿсĕмĕ паркаланса пырать теме те вăхăт çитрĕ-тĕр. Марина Карягина хайлавĕнче, ак, Эсир «мĕнле те пулсан пурнăç çиппине татас марччĕ» текен шухăш пуррине пĕлтертĕр. «Нарспире» вара йăлтах вилĕмпе вĕçленет... Ку енĕпе пăхас пулсан, тен, идея тĕлĕшĕнчен «Кĕмĕл тумлă çар» çÿллĕрех пусăмра тăмасть-и?
- Э-э-э, çук, ун пек танлаштарма юрамасть. Пăхсан çĕлĕк ÿкмелли çÿллĕ шайра - Константин Иванов. Унта хăпарнă çын халь пирĕн литераторсенчен, çыракансенчен çук, ун шайне никам та ÿссе çитеймен-ха. Хусанкай та, Çеçпĕл те...
- Ак, халь тытать те Юрий Артемьев критик Марина Карягинăн «Кĕмĕл тумлă çарне» май пур таран çÿлелле çĕклеме ăнтăлать. Апла туртса кăларать, капла... Прози те, драматургийĕ те, поэзийĕ те çав тери хăватлă тесе çирĕплетет...
- Эпĕ-и, Иванов, Петров, Сидоров-и çĕкленипе Карягина çĕкленеймест. Автор хăйне хăй çĕклеме пултарать. Айккинчен тĕрев янипе писатель нумай ÿсеймест. Карягина хăех ура çинче çирĕп тăрать, вăл çырнисем - паха хака тивĕçлĕ. Иванов - чăннипе те вилĕмсĕр поэт. Ун çÿллĕшне никам та çĕкленеймен. Хусанкай та, Элкер те... Вăл пĕтĕм этемлĕхшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатать.
- «Пĕтĕм этемлĕхшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатакан», пĕтĕм халăх юратакан поэт çинчен пĕтĕмлетÿллĕ тĕпчев ĕçĕ, çав хушăрах интереслĕ кĕнеке çырма пĕрре те çăмăл пулман-тăр Сире? Мĕнле шутлатăр, Константин Иванов чăваша юратать-и?
- Константин Иванов чăваша юратнă.
- Апла пулсан мĕншĕн-ха «Тимĕр тылăра» тăванĕ тăванне йышăнмасть, «Нарспире» тăванĕ тăваннех «çиет»?
- Константин Иванов чăвашра пулса иртекен çавăн пек ĕçсене, чăвашăн кулленхи пурнăçне мĕн ачаран сăнаса çитĕннĕ. Вăл: «Çавăн пек пулмалла», - тесе каласшăн мар, «Çавăн пек ан пултăрччĕ», «Çавăн пек ăссăрла утăмсем тусан ÿкĕнмелле пулса тухма пултарать», - тесе асăрхаттарать. Килес ăрусем асăрахнуллă пулччĕр, шухăшлаччĕр тесе çырать Иванов. «Нарспире» тĕслĕх илмелли кăна мар - пысăк асăрхаттару. Шухăшласа пурăнас пулать, шухăша нихăçан та тĕлĕрсе кайма памалла мар. Çак кĕнекене çырнă чух эпĕ чылай çĕрте мĕн пулнине кăна мар, мĕнле пулма пултарнине те шутларăм. Типĕ фактсем çеç çителĕксĕр. Мĕн пулма пултарасса шухăшласа çитерни питĕ интереслĕ япала. Марина Цветаева хăйĕн кĕнекине «Мой Пушкин» тесе каланă. «Чăвашсен чаплă çыннисем» ярăмпа тухнă çак кĕнеке пирки эпĕ «Ку манăн Иванов» тесе каланă пулăттăм. Ку - эпĕ курни, эпĕ ăнланни. Теприн кăмăлне каймасть, килĕшмест пулсан - тыттăр та çыртăр. Эпĕ питĕ кăмăллă пулăттăм. Тен, вĕсем пач урăх кĕнекесем пулĕç, анчах та уншăн пĕрре те кулянма кирлĕ мар.
- Ку шухăшпа туллин килĕшетĕп. Сирĕн кĕнекĕрте мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çити тасалăх сывлăшĕ палăрса тăрать, тепĕр çĕрте сассăр та илтĕнсе пынă пек туйăнать. Константин Иванова çав тери юратса, шеллесе, хÿтĕлесе çыратăр. «Ку пирĕн çăлтăр, ăна сÿнтерме, ун çинчен япăх шутлама ан та хăйăр», - тенĕ пек.
- «Çăла ан сурăр» текен шухăш унта. Таса çăл шывне варалама юрамасть, унсăрăн пирĕн хамăрăн ĕçме тивĕ. Тĕрĕс-и? Вараласа пĕтерсен мĕн ĕçен?
- Енчен те çăлĕ ахаль те вараланчăк, çÿпĕллĕ пулсан? Тасатмаллисем, туртса кăлармаллисем çук-им унта? Константин Иванов, тен, хăйĕн хайлавĕсемпе кăна мар, пурнăçĕпе те асăрхаттаса хăварнă? Çапла ан пулăр тесе...
- Вăл япаласем, тен, пурнăç аталаннăçем палăрса, тухса та пыраççĕ пуль. Константин Иванов вĕт-ха 25 çул кăна пурăннă. Мĕн вăл 25 çул...
- Тата мĕнле тапхăрта пурăннă-ха вăл? Раççейре Православие хирĕç пыракан юхăм çулран çул вăй илсе пынă...
- Атеизм аталанать вăл вăхăтра.
- Çапла, Турра ĕненекен çын хăш-пĕрисемшĕн чи ухмах çын шутланнă вăхăтсем вирхĕнсе çитнĕ ун чух. Паллах, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ те ку юхăмран айккинче тăрса юлма пултарайман... Павел Басинский публицист «Святой против Льва» кĕнекере ун чухнехи лару-тăрăва Иоанн Кронштадскийпе Лев Толстой хирĕçтăрăвĕ урлă питĕ уçăмлă кăтартса панă. Паллах, кун çинчен Константин Иванов та пĕлнĕ. Ман шутпа, вăл Лев Толстой енне сулăннă...
- Паллах. Калама çук пысăк эрудит пулнă вăл. Çавăнпа ун пурнăçне тĕллĕн-тĕллĕн хам шухăшпа кĕрсе кайса мĕнле пулма пултарни мана уйрăмах интереслĕччĕ. Фактсене, мĕн пуррине пурте пĕлеççĕ. Мĕнле пулма пултарнă - çавă питĕ интереслĕ. Кĕнекине вуласа тухăр та - тиркеме пултаратăр, ун пек пулма пултарайман тесе.
- Фактсем тенĕрен, манăн çапах та хăшпĕрне пайрăммăн асаилтересех килет. Ÿпкепе чирлĕ Иванов ниепле те пирус туртма пăрахайманнине кăна мар, хăйне вилес умĕн Турă юнне сыптарма килнĕ пачăшкăна хăваласа кăларса янине те...
- Асаилÿсенче вăл хăй патне килнĕ пачăшкана кравать çумне тăратса хунă туйипе тĕксе ÿкерни çинчен калани те пур.
- Сирĕн кĕнекĕрте вара ку мĕншĕн çук?
- Ну-у-у, ку çеç мар... Хăшпĕр фактсене, хам пĕлсе тăракансенех, кĕртмерĕм. Ман шутпа, вĕсем Константин Иванов сăнарне пуянлатмаççĕ.
- Тепĕр енчен, каласа çитермен чăнлăх та чăнлăх мар вĕт-ха!
- Каласа çитерейменни ун пекех нумай мар унта. Ирĕклĕх чикĕсĕр пулма пултараймасть. Кĕнекен хăйĕн концепцийĕ пур, хăшпĕр фактсем ун картне лараймаççĕ, çавăнпа вĕсене кĕртмен. Уншăн кĕнеке хăйĕн пахалăхне çухатмасть. Уйрăмах Иванова сума сусах кайман çынсем çав фактсемпе савăнсах усă курма пултарĕç.
- Каçарăр та, ку, ман шутпа, сума суманни мар - тĕрĕслĕх патне туртăнни. Ивановăн синкерлĕхне шалтан ăнланма тăрăшни, чунне тата та çутăрах курма ăнтăлни. Пирĕн чунсем пурин те тап-таса та çап-çутă-çке!
- Вăхăт хăех кăтартса парать. Вăл япала халь пиçсе пырать кăна-ха, пиçсе çитеймен.
- Пиçсе çитмен пулсан - пиçтĕр тесе вутне хураканни Эсир. Çавăнпа та çак калаçу пурне те «Нарспи» авторне çĕнĕ куçпа тишкерме, «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие» кĕнекене тĕплĕн вуласа тухма хистетех тесе Сирĕнпе сывпуллашатăп. Чуна уçса калаçнăшăн пысăк тав.
Римма ПРОКОПЬЕВА