«Халăх санран часавай-палăк лартма ыйтать...»

22 Çу, 2015

Тĕлĕке ĕненме хушмаççĕ. Апла пулин те тепĕр чухне çав тери уçăмлисем пулаççĕ. Вĕсене куракан унта мĕн пулса иртнине чăн пурнăçринчен те çивĕчреххĕн, ĕмĕрлĕх асра юлмалла туйса тăрать. Ниепле те манса кайма çук вĕсене. Ярт уçăмлăскерсем пĕтĕм чун-чĕрене хускатса татăклă утăм тума хистеççĕ е пĕр-пĕр инкеке систерсе ăна сирсе ямалли çул-йĕре уçса параççĕ. Ун пек пулăмсем Библире те, илемлĕ литературăра та чылаях çырăнса юлнă.

Ку тĕлĕк Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Элмелте пурăнакан Николай Федорович Горбунова тĕлленнĕ. Унтанпа икĕ çул иртнĕ пулин те тĕлĕкĕнче мĕн курнине каласа панă чух унăн халĕ те куççулĕ чăмăртанса тухать. Пач кĕтмен асамлă пулăм ун чун-чĕрине хускатса тăван ялĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ те пархатарлă ĕç тума хистенĕ.

- Тĕлĕкре хамăр ял урамĕпе пыратăп, - каласа парать Николай Федорович. - Пухăва чĕнеççĕ. Хытах тĕлĕнетĕп: «Мĕншĕн мана чĕнеççĕ-ха? Хам мар?» Ĕмĕр тăршшĕпех клуб заведующийĕнче, бригадирта ĕçлесе халăха тĕрлĕ пухăва яланах хам чĕнсе çÿренĕ-çке-ха. Пĕр пÿрте кĕретĕп - çурт тулли арçын... Пурте авалхи чăваш тумĕпе. Маларах иртетĕп - сцена çинче виçĕ хĕрарăм, шап-шурă тумпа. Çап-çутă сăнлăскерсем... «Халăх санран часавай-палăк лартма ыйтать», - тет пĕри. Эпĕ шикленсе ÿкетĕп. Пуçра çĕр ыйту: «Мĕнле майпа çĕклесе лартăп ку палăка? Кам пулăшĕ?» Хам пĕр сăмах та чĕнместĕп. Вĕсем манăн пĕтĕм шухăш-кăмăла витĕр курса тăраççĕ тейĕн. «Кĕçĕн ачупа, ывăлупа, канашласа пикен ку ĕçе», - сĕнет тепри. Ăшра каллех ыйту: «Укçине ăçтан тупăп?» «Эпир пулăшатпăр. Турă пулăшать», - пĕтĕмлетрĕ виççĕмĕш хĕрарăмĕ.

Мĕншĕн çакăн пек тĕлĕк шăпах ăна тĕлленнине тĕрлĕ енлĕн тишкерсе Николай Горбунов çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пырса тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăк Кĕçĕн Элмелте çукки пирки вăл ял администацине каламан мар - каланă. Лешсен хуравĕ ытла та кăмăла хуçаканскер пулнă: «Укçу пулсан - ту!» Пăшăрхану-тĕмсĕлÿ таçта чĕре варринех кĕрсе вырнаçнă, ахăр. Унсăрăн çакăн пек тĕлĕк тĕлленетчĕ-и? Турă пулăшăть тени çĕнĕ шанăç панă... Ăна пурнăçлама мĕн тумалла? Ыйтăва татса пама Николай Федорович Чăваш Çĕпрел ялĕнчи чиркÿ настоятелĕпе Дмитрий аттепе канашланă, сăваплă ĕçе пуçăнма унран пил илнĕ. Часавай-палăка мĕнле йĕркелемеллине, ăçта мĕнле турăшсем вырнаçтарсан лайăхрах пулассине тата ытти ыйтусене йăлтах тĕплĕн сÿтсе явнă вĕсем.

Николай Федорович ывăлĕ - Шупашкарти «Обьект» строительство фирма ертÿçи Юрий Николаевич Горбунов - ашшĕне хаваспах пулăшнă: палăка мраморпа тивĕçтерессине, ун тăррине купол хăпартассипе хĕрес лартассине хăй çине илнĕ.

Нинăпа Николай Горбуновсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Аслисем, Оксанăпа Ирина, Ульяновскра пурăнаççĕ: пĕри - врач, тепри - ача сачĕн заведующийĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Светлана шăллĕ пекех Шупашкарта тĕпленнĕ, Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче ĕçлет. Пĕтĕм çемье кар тăнă палăка лартас пархатарлă ĕçе. Горбуновсен мăнукĕсене те çав шута кĕртмелле-тĕр - вĕсем те аслисене йăл куллипе хавхалантарсах тăнă ĕнтĕ. Николай Федоровичпа Нина Никитична хĕрĕсем Хусанта архивра документсене тата Астăвăм кĕнекине тĕпченĕ. Пурĕ 115 çын тухса кайнă иккен пысăках мар Кĕçĕн Элмел ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, вĕсенчен 96-шĕ каялла таврăнайман. Шăпах çав паттăрсен хушамачĕсемпе ячĕсене çырнă та ĕнтĕ часавай-палăкăн мемориал хăми çине. Вĕсен йышăнче Горбуновсен вăрçăра пуç хунă çывăх тăванĕсен ячĕсем те пур.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа Кĕçĕн Элмел çыннисем тата хăнасем вĕр çĕнĕ часавай-палăк умне пухăннă, шурă кăвакарчăнсене çÿл тÿпене вĕçтернĕ, вилнисене асăннă. Малашне Аслă уявсенче пĕрле пухăнса кĕлĕ тумалли вырăн пур ку тăрăхри халăхăн. Ахальтен мар Çĕпрел районĕн пуçлăхĕпе Александр Валерьевич Шадриковпа тата ял администрацийĕпе канашласа Кĕçĕн Элмелĕн аслă урамĕсем хĕресленнĕ чи курăмлă вырăна вырнаçтарнă тăван ял паттăрĕсене асăнса лартнă сăваплă палăка.

 

Римма ПРОКОПЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.