Эс кам?

6 Çу, 2015

«Çерем çинчи çиçĕм» трагикомеди курнă хыççăнхи шухăшсем

- Мĕн пулнă.
- Хĕвел анса каç пулнă...
- Кам унăн ашшĕ.
- Бандит.

Спектакльти калаçусенчен

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ апрелĕн 29-мĕшĕнче сцена çине çĕнĕ спектакль - «Çерем çинчи çиçĕм» трагикомеди - кăларчĕ. Пьеса авторĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ тата çыравçă Анатолий Хмыт. Унăн Афганистанри вăрçă тÿнтерлĕхĕсем çинчен çырнă «Сутăн илнĕ чыс» пьесипе лартнă спектакле темиçе çул маларах К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ хăйĕн репертуарне кĕртнĕччĕ. Çĕнĕ ĕçне Халăхсен туслăхĕ орденлă çамрăксен театрĕ пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Лартаканĕ тата пьеса редакторĕ - Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов.

"Трагикомеди" тениех спектакльте кулăшĕ те, куççулĕ те пуласса систерет. Чăннипех та çапла, икĕ сехет ытла пыракан кăтартура ятарласа култарас тени те, чуна ыраттарса куççульлентерекенни те чылаях. Акă, мĕн çырнă спектакль çинчен премьера тĕлне кăларнă программăри аннотацире, «Çерем çинчи çиçĕм» пĕччен фронтовикăн шăпипе паллаштарать. Оккупациленĕ Кейÿ хулинчен 1941 çулта Мирун мучи выçă ачасене çăлса партизан отрядне ăсатнине унпа пĕр ял çыннисем пĕлмеççĕ те иккен. Чылай çул иртсен Мирун мучие хăй вăхăтĕнче вăл çăлнă пĕртăвансем шыраса тупаççĕ».

Спектакль тарăн шухăша ячĕ, икĕ сийлĕ пулнипе тĕлĕнтерчĕ. Пĕри, куçа курăнаканни - унăн содержанийĕ* тепри - спектаклĕн тĕп шухăшĕ - пурнăç аталанăвĕн ĕмĕрхи тупсăмне шыраттараканни, кашни кураканран «Эс кам?» тесе ыйтакан, куççуль кăларттаракан хăватлă сий.

Чăннипех те, камсем эпир? Пĕр-пĕрне хисеплесе, чунтан юратса пурăнма пĕлместпĕр пулсан çĕнтерÿçĕсемех-и. «Эс кам.» тесе ыйтаççĕ ялти тăлăх мучирен Тăм Мирунран /ку сăнара Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов питĕ ăста вылять/. НКВД «йыттисенчен» хăпас тесе суя ятпа пурăннă пулин те вăл - ачасене вилĕмрен çăлса хăварнă чăн-чăн паттăр - хăйĕнлĕхне, чысне нихăçан та çухатман. Ял пуçлăхĕ Кăтра Тимухха /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Григорьев/ ăна хĕтĕртсех ваттисен çуртне ăсатасшăн - Тăм Мирунĕ яхăнне те ямасть. Чунĕ сисет тейĕн хура-шур тÿссе ирттернĕ ватă çыннăн, кĕçех ăна шыраса Израильтен Сарра Гербертпа /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Венера Пайгильдина/ унăн шăллĕ Мэир Герберт /Леонид Яргейкин артист/ килсе çитмелле... Чăннипе те çапла пулса тухать. Çапла пулнине кура спектакль вĕçне телейлĕ теме пулать пек, апла пулин те чуна витерет вăл - куççуль кăларттарать. Хĕрарăмсенне кăна мар, арçынсенне те. Ĕненместĕр-и? Хăвăр кайса тĕрĕслеме пултаратăр, куççульпе пĕрле сирĕн ума чуна тасатма хистекен çивĕч ыйту та сиксе тухĕ, «Тĕрĕссипе кам эпĕ. Çумри çынсене ăнланма, вĕсенчен уссине курам-ха тесе мар, кашни этеме чунтан хисеплесе, юратса пулăшма пултаратăп-и.» Çивĕч ыйту хуравне шырама тытăнниех çынна тĕрĕс çул çине тăма хистĕ. Кăна вара пĕр иккĕленмесĕрех çамрăксен театрĕн тата Анатолий Хмытăн тепĕр пысăк çитĕнĕвĕ тесе хакламалла.

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.