Комментари хушас

20 Çу, 2015

Чун тĕпĕнчи сăмахсем

Тухтар та Селиме умĕнче парăмлă мар: парнешĕн парне пултăр тесе, вăл ăна арча туса пачĕ. Мĕнле лайăх арча турĕ-ха тата! Пĕр турат куçсăр чăрăш хăмисем суйласа тупрĕ - купăс пек янăраса тăратчĕç хăмисем - вăл вĕсене çÿхетсе саваларĕ, пĕрин çумне тепĕрне çыпăçтарнă чух ниçта пĕр йĕр, пĕр çĕвĕ хăвармарĕ* арчине тул енчен ийĕпе касса тĕрлерĕ, тăла татăкĕпе сăтăрса якатрĕ, хурăн хуппи ярса вĕретнĕ шывпа сăрларĕ, хĕвел çинче хĕртсе пиçĕхтерчĕ. Çавăн пек чаплă парнешĕн Селиме каçсах кайрĕ. Шÿтлесе сăмах хускатнă май вăл, Тухтар пурпĕрех хăй калайманнине туйса: "Çак арча манăн кăна мар, иксĕмĕр валли те пулмасть-ши", - тесе те хучĕ* унтан, хăй çапла каланинчен хăй вăтанса, хĕрелсе кайрĕ.

ИЛПЕК Микулайĕ, "Хура çăкăр"

Çак йĕркесен авторĕ - Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ - çуралнăранпа май уйăхĕн 19-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Икĕ кĕнекеллĕ романри "Чун тĕпĕнчи сăмахсем" сыпăкри пысăках мар, анчах та çав тери ытарлă та этем кăмăл-туйăмĕ тĕлĕшĕнчен çивĕч те тарăн пĕлтерĕшлĕ саманта илсе кăтартса Илпек Микулайĕ мĕн тери пысăк ăста пулнине пурне те тепĕр хут аса илтерес килчĕ. Йăлтах куç умне тухса тăрать вĕт! Нимĕнле кино та кирлĕ мар... Тен, çавăнпах эпир халĕ те, XXI ĕмĕрте пурăнакан чăвашсем, хамăрăн классиксен хайлавĕсене тивĕçлипех экран çине кăларса кинофестивальсене хутшăнаймастпăр... Тен, ку лайăх та. Тен, ку эпир хамăрăн тăван литературăна çав тери юратнине пĕлтерет, "Хура çăкăра" е "Танатана" алăран ямасăр вуланине çирĕплетет... Авторĕсен юбилейĕсене кăна мар, тен, вĕсен хайлавĕсен çавра çулĕсене те паллă тума тытăнмалла пирĕн? Анчах та ĕçпе, сулмаклă ĕçпе - сăмахпа кăна мар. Пылак, пылак тенипе çăварта, чăнах та, пылак пулас çук. "Чăваш пулас тесен Илпеке вуламалла" тенипех эпир паянхи ачасене чăваш пулса ÿстерейместпĕр. Вăл вăхăтсем иртсе кайнă... Çĕнĕ самана çĕнĕлле ĕçлеме ыйтать.

Каçарăр, тен, ку манăн айăп та пуль, тимлĕ итлеме пĕлмерĕм пуль, анчах та Илпек Микулайĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнчи уяв мана яланхи пекех, "кулленхи" пекех туйăнчĕ. Халăхĕ, мухтав Турра, ытти чухнехинчен ытларахчĕ. Кăна уява пухăннисем Чăваш халăх писательне чунтан сума сунине палăртакан ырă пулăм тесе йышăнмаллах пуль. Тата выставки те иккĕ таранахчĕ: пĕри, наци библиотеки хатĕрленĕскер, "Иксĕлми талант" ятлăскер, тепри литература музейĕн - "Пысăк ăста". Апла пулин те, чăннипех те пысăк ăстана халалланă уявран темĕнле хĕрхÿ туйăмпа тухрăм. Илпекĕ хăй "çил пек" пулнă теççĕ те... Çил вара яланах тасатать, уçă варкăш илсе килет. Тен, çавăнпах Илпекĕн "Хура çăкăр" романне алла тытсан çак хĕрхÿ туйăм иртсе кайрĕ. Çакăнта ĕнтĕ çыравçăн чăн-чăн ăсталăхĕ, вăл ячĕпе кăна мар, чăннипех те халăх писателĕ пулни.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.