Патриарх килес кунăн çути халех палăрать

23 Утă, 2015
Эй, этем хĕрĕ, илт эсĕ, кур,
хăлхуна тайса итле,
ĕнтĕ хăвăн халăхна,
аçу кил-çуртне мăнаçла.
Псалтирь, 44:11

Тивĕçлĕ хăнана тивĕçлипе кĕтсе илмелле. Пĕр-пĕр чаплă та пĕлтерĕшлĕ куна этем ывăл-хĕрĕ малтанах хатĕрленме пикенет. Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Чăваш митрополийĕне килес çул-йĕр 2011 çултах палăрма тытăннă. Чăваш Республикин ун чухнехи Президенчĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Вырăс Православи Чиркĕвĕн Предстоятелĕпе унăн ĕç резиденцийĕнче тĕл пулнă, республикăмăра çитсе курма чĕннĕ. Ун чухне татăклă хурав пулман пулсан, 2013 çулта Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл тепĕр икĕ çултан Чăваш митрополийĕне килсе курма шантарнă. Шăпах çакăн çинчен аса илчĕ те Шупашкар Эпархийĕн Секретарĕ, Пукравпа Татиана чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Иванов протоиерей Чăваш наци библиотекинче иртнĕ пресс-конференцире.

Тахçантанпа кĕтнĕ татăклă хыпара тинех пĕлтерчĕç: Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Шупашкара Илия пророк кунĕ умĕн, августăн 1-мĕшĕнче, Чулхула облаçĕнчи Дивеево обителĕнче кĕлĕ ирттернĕ тата унти çынсемпе тĕл пулнă хыççăн Саров хулинчен вĕçсе килĕ. Вăл Чăваш Ен тĕп хулине миçе сехет тĕлне çитесси хальлĕхе паллă мар пулин те Патриарх Пукравпа Татиана чиркĕвĕнче каçхи кĕлĕ ирттерессе шантарсах каларĕç пресс-конференцире.

Пятидесятницăн 9-мĕш эрнинче, Святой Илия пророка асăнса уянă кун, августăн 2-мĕшĕнче, Святейший Владыка Çĕнĕ Шупашкарти Апостолсемпе тан святой Владимир князь чиркĕвĕнче Литурги ирттерĕ. Ирхи кĕлĕ 9 сехет çурă тĕлĕнче пулĕ теççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: Таса Владимире халалласа лартнă палăк патĕнчен чиркĕве çитиччен Ун Святейшестви, Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл çуранах утĕ, çавăнпа та ăна çывăхран курас текенсем, пил илме ĕмĕтленекенсем Çĕнĕ Шупашкарти собор патне пухăнма пултараççĕ. Çапах та манар мар: эпир, Православи тĕнне тытса пурăнакансем, нумайăн, Патриарх вара пĕртен-пĕр, пурин патне те çывхарма, кашнинпе сăмах хушса калаçма ниепле те пултараймасть вăл, çавăнпа та кăмăлсем темле тулса тăкăнсан та тĕрткелешме, пĕр-пĕрин çулне пÿлме кирлĕ мар. Йĕркеллĕ те сапăр пулмалла. Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Чăваш митрополийĕне килсе курнин тĕллевĕсенчен пĕри - эпир Православи тĕнне еплерех тытса пурăннине, Турра ĕненсе чун-чĕрепе пуянланса пынине хăй куçĕпе курса пĕлесси.

Пĕлтерĕшлĕ сăлтавсем татах та пур: Апостолсемпе тан святой Владимир князь вилнĕренпе кăçал 1000 çул çитрĕ* августăн 2-мĕшĕнче вара Чăваш çĕрĕнчи пĕрремĕш чиркĕве, Шупашкарти Введени храмне, никĕсленĕренпе шăпах 460 çул пулĕ. Килес çулхи пĕлтерĕшлĕ пулăмсене тивĕçлипе ирттерме Патриархран хăйĕнчен пил илме те май килĕ: Шупашкар-Чăваш Ен Епархийĕ йĕркелленнĕренпе 70 çул çитет-çке, ăна 40-мĕш çул пĕр улшăнми ертсе пыракан Варнава митрополит вара 85 çул тултарĕ.

Пресс-конференцие ертсе пынă ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Юлия Викторовна Стройкова пĕлтернĕ тăрăх - Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Чăваш митрополийĕнче пулнине, кĕлĕсем ирттернине Чăваш наци куравĕпе тата Раççей-1 телеканалпа уçă эфирта курма май пулĕ. Патриарх çитме палăртнă вырăнсем Шупашкарта татах та пур: Ун Святейшестви "Çĕнтерÿ" паркĕнчи Нихăçан сÿнми çулăм умне чĕрĕ чечексем хурĕ, Преподобный Сергий Радонежский ячĕпе тĕп хуламăрта çĕкленекен Пысăк Собор никĕсне кирпĕч хурĕ.

Республикăна Ун Святейшестви, Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл килнипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ пулăмсене хутшăнма ытти митрополирен те хăнасем килсе çитĕç. Вĕсен йышĕнче: Санкт-Петербург тата Ладога митрополичĕ Варсонофий, Солнечногорск епископĕ Сергий, Симбирск тата Новоспасск митрополичĕ Анастасий, Хусан тата Тутарстан митрополичĕ Феофан, Чулхула тата Арзамас митрополичĕ Георгий, Улан-Удэ тата Буряти митрополичĕ Савватий, Йошкар-Ола тата Мари эл архиепископĕ Иоанн тата ыттисем те.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: