Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл августăн 1-мĕшĕнче Шупашкара килет

30 Утă, 2015

Нумайăшĕ асрах тытать-тĕр: 1996 çулхи июнĕн 23-26-мĕшĕсенче Чăваш Енре Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Иккĕмĕш Алексий пулнăччĕ. Ку пулăм çинчен "Хыпар" хаçатăн çав кунсенчи номерĕсенче В.Сариловăн "Чиркÿ çулĕ" уçăлчĕ", Ю.Михайловăн "Ырлăх-сывлăх суннă", Н.Коноваловăн "Взрыв пулнă. Анчах II Алексий Патриарха тапăнман", И.Ивановăн "Пилĕк уйăхри Марийăна Патриарх пехилленĕ", В.Трофимовăн "Патриарх Чăваш çĕршывĕнчен ырă кăмăл-туйăмпа тухса кайрĕ" статйисенче тата ытти журналист номертен номере çырса пынисенче вуласа пĕлме пулать. Ак, тĕслĕхрен, Иван Клементьевăн "Чиркÿ алăкĕ уçă" статья пуçламăшĕ: "Кун пек халăх йышлă пухăннине Çĕнĕ Шупашкар хăйĕн 35 çулхи ĕмĕрĕнче курман та пуль. Чиркÿ çывăхĕнче ура пусма та вырăн çук"...

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Иккĕмĕш Алексий Чăваш Енре пĕрремĕш хут пулса курни пирки мана та кăштах çырма тÿр килнĕччĕ. Унăн Святейшестви Шупашкарăн кăнтăр-хĕвеланăç районĕнчи пулас чиркĕвĕн никĕс чулне хывни тата йывăç хĕресе сăваплани, ЧР Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче чăваш интеллигенцийĕпе тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсене хуравлани çинчен "Хыпарăн" 1996 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнчи номерĕнче "Иккĕмĕш Алексий Патриарх: "Эпир Раççей шăпине татса паратпăр, никамăн та суйлавран юлмалла мар" статья пичетлесе кăларнăччĕ.

Кăçал Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Чăваш Ене пĕрремĕш хут килни суйлавпа пĕрре те çыхăнман, чăн сăлтавĕсем яр уçă. Вăл хăйĕн чи Аслă çулçÿревне Руç халăхне тĕне кĕртнĕ Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитнине асăнса ирттерет. Ахальтен мар Святейший Патриарх тăвакан Литурги кĕлли Çĕнĕ Шупашкарти çак святой ячĕпе лартнă тĕп чиркÿре пулать. Собор настоятелĕн Илия Карлиновăн çуралнă кунĕ те шăпах Илия пророк кунĕнче августăн 2-мĕшĕпе тÿр килет.

Тепĕр сулмаклă сăлтава та палăртса хăвармаллах: 460 çул каярах, июлĕн 20-мĕшĕнче /хальхи стильпе августăн 2-мĕшĕнче/ Шупашкарта Хусан архиерейĕ Гурий пулнă. Кунта вăл Литурги кĕлли тунă, Туррăн таса Амăшне Турă çуртне илсе кĕнĕ уяв ячĕпе чиркÿ тума пилленĕ. Çапла вара 1555 çултанпа, Шупашкарти Введени чиркĕвне никĕсленĕренпе, чăваш халăхĕ Турра Православи чиркĕвĕсенче кĕлтăвасси пуçланнă теме пулать. Патриархăн тĕллевĕсенчен пĕри, паллах, чăваш халăхĕ чун-чĕре енĕпе мĕнле аталанса пынине хăй куçĕпе курасси те.

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилăн Чăваш митрополине ĕçпе килнин программи хатĕр ĕнтĕ.

Августăн 1-мĕшĕнче Вырăс Православи Чиркĕвĕн Предстоятелĕ Саров хулинчен тухать, Шупашкар аэропортĕнче ăна 18 сехетре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Викторович Бабич, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Васильевич Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Алексеевич Попов, Чăваш Республикин Патшалăх хăрушсăрлăх службин управлени пуçлăхĕ Сергей Алексеевич Софронов, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Сергей Евстафиевич Семенов, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Ильич Черкесов тата архиерейсемпе священниксем кĕтсе илĕç. 18 сехет çурăра Кирилл Святейший Патриарх Пукрав тата Татиана чиркĕвне çитсе хула çыннисене пил сăмахĕ калать.

Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă соборта Патриарх августăн 2-мĕшĕнче 9 сехет çурăран пуçласа 12 сехет те 30 минутчен Литурги кĕлли тăвать* кăнтăрлахи пĕр сехет иртсен Шупашкарти Зоя Яковлева урамĕнчи "Çĕнтерÿ" асăну комплексĕ умне чечек кăшăлĕ хурать, вилнисене асăнса кĕлтунă хыççăн ветерансен умĕнче сăмах калать* 13 сехет çурăра Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне çитсе унта кăштах каннă хыççăн 14 сехет те 40 минутра Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе лартакан чиркĕвĕн никĕсне хурать, 15 сехет иртсен Мускава вĕçет.

Римма ПРОКОПЬЕВА