«Тинĕс карапĕн каютинчи» улах

22 Утă, 2015

Тĕнчене пурин пек те мар, урăхла курма пĕлни - чи пысăк телей.

Валентин ПИКУЛЬ

Валентин Пикуль - XX ĕмĕрти чи паллă вырăс çыравçи. Хăшне-пĕрне Валентин Саввич çырнă истори романĕсене вулама май килмен пулсан та - ячĕсене нумайăшĕ илтнех-тĕр. Пĕрремĕшĕ, «Океанский патруль» ятли, 1954 çулта пичетленсе тухнă, каярахпа - «Баязет», 1962 çулта - «Париж на три часа». «На задворках великой империи» романĕ вара икĕ кĕнекерен тăрать: «Плевлы» тата «Белая ворона». Автобиографиллĕ повеç те пур Валентин Пикулĕн - «Мальчики с бантиками», ăна чехла «Юнгăсен шкулĕ» тесе куçарнă. Сăмах май, виçĕ теçетке ытла роман çырнă çак авторăн хайлавĕсене хĕрĕхе яхăн чĕлхене куçарса пичетленĕ. Астăваканни пĕлет: Валентин Саввичăн 1984 çулта кун çути курнă «Фаворит» романне тупса вулама çукчĕ, чăн-чăн бестселлерччĕ вăл. «У последней черты» /иккĕмĕш ячĕ - «Нечистая сила»/ Раççей историйĕнчи пулăмсене питĕ витĕмлĕ те хăйнеевĕрлĕ сăнласа парать. Ахальтен мар Валентин Пикуле халалланă «Честь имею!» литературăпа истори кают-компанийĕнче писатель пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кăна мар, Раççее пĕтĕм чун-чĕререн юратмалли çинчен калаçрĕç, ачасене Тăван çĕршыва нимрен мала хума вĕрентесси пирки те сăмах хускатрĕç.

Валентин Пикулĕн «Честь имею» романĕ ячĕпе панă литература уявĕ июлĕн 15-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче иртрĕ, ăна Пăрачкав çыравçисем пуçарнипе йĕркеленĕ. Кают-компанин иккĕмĕш пайĕнче Валентина Беловăпа Валерий Голев писательсем уява пухăннисене «Литература Поречья» çĕнĕ кĕнекепе паллаштарчĕç. Кунта сăвăсемпе прозăлла хайлавсем кăна мар, таврапĕлÿçĕсен тĕпчевĕсем те, публицистика статйисемпе очерксем те пур. Литература уявĕнче хаваслă тепĕр хыпар та пĕлтерчĕç: кĕçех «Сурские голоса» альманах тухма пуçлать иккен.

Кают-компанире, чăн чăвашла каласан, - тинĕс карапĕнчи улахра - юрă-кĕвĕ те янрарĕ. «Золотые родники» ансамбль вырăс юррисене шăрантарчĕ, Виктор Якасовпа Эльвира Соловьева - хăйсем çырнисене.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: