Николай КОНОВАЛОВ.

11 Раштав, 2017

Пысăк технологиллĕ производствăсем кирлĕ

Тунтикунсерен ирттерекен канашлăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку хутĕнче кăмăллă миссирен пуçларĕ. Вăл Федерацин травматологи тата ортопеди ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорне Рашид Тихилова ЧР Хисеп грамотипе наградăласси çинчен калакан указа алă пуснă — канашлу умĕн сумлă врача наградăпа чысларĕ. 

8 Раштав, 2017

«Corruptio» «пăсăк» тенине пĕлтерет…

Тĕнчери взяткăсен çулленхи калăпăшне специалистсем пĕр триллион доллар шайĕнче хаклаççĕ. Çавна май киревсĕр çак пулăм тĕнче экономикине мĕнешкел çухату кÿнине чухлама та йывăр — сиен питĕ пысăк. Çийĕнчен — халăх влаçа шанманни… Ку сиене вара укçапа виçеймĕн. Раççейре те коррупци тымарĕсем тарăнни вăрттăнлăх мар. Республикăри лару-тăрупа Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли кун умĕн курнăçнă май пире ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешмелли саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Васильев паллаштарчĕ.

30 Чÿк, 2017

Кун йĕркинчи тĕп ыйту: бюджет — 2018

Патшалăх Канашĕн черетлĕ 15-мĕш сессийĕн эрне каялла иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕнче республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăннăччĕ. Ĕнер сесси малалла ĕçлерĕ, депутатсем бюджета иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç — ку сессин кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ. Оппозицири фракцисем ку хутĕнче те хĕрÿллĕ пулнине, çийĕнчен эрне каялла çĕкленĕ ыйтусенех тепĕр хут тапратнине шута илсен — чăннипех иккĕмĕш дубль…

27 Чÿк, 2017

Техника кивелет

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура тракторсен, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен профилактика тĕрĕслевĕн кăтартăвĕ çинчен Машинăсен тата ытти техникăн юсавлăхне сăнаса тăракан инспекци пуçлăхĕ Сергей Вязовский каласа кăтартрĕ.

27 Чÿк, 2017

Ĕçне туман, документсем хатĕрленĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура подрядчиксем патшалăх контракчĕсене мĕнле пурнăçланипе вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ.

Pages