Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планерка уяв-кану кунĕсене пула ку хутĕнче паяна куçрĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Шупашкарти троллейбус управленийĕпе çыхăннă çивĕч ыйту самай калаçтарчĕ.
Республикăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртесси — çак ыйту паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп тема пулчĕ. Шучĕпе — бюджетăн кăçалхи виççĕмĕш тÿрлетĕвĕ, вăлах юлашки пулать-тĕр.
«Ăшă пама пуçласси лăпкăн иртрĕ, паян Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата Йошкар-Олари социаллă сферăпа çурт-йĕр фондне туллин ăшăпа тивĕçтеретпĕр», — пĕлтерчĕç çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçламăшне халалланă пресс-конференцире «Т Плюс» ПАОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн ертÿçисем.
Чăваш Енри нумай ачаллă вун-вун çемьешĕн кăмăллă хыпар — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăпах унран пуçларĕ: Çĕнĕ çултан çемьесем виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи илме пуçлаççĕ.