Шупашкарта троллейбуссене çухатмăпăр-и?
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Шупашкарти троллейбус управленийĕпе çыхăннă çивĕч ыйту самай калаçтарчĕ.
Парăмсене пула энергетиксем управление панкрута кăларма тавăç тăратнă. Çавăнпа предприятие бюджет кредичĕ пама йышăннă, вице-премьерăн - финанс министрĕн Светлана Енилинан шучĕпе, "пулăшмалли урăх мелсем çук". Управлени тăкаклă ĕçлет, çийĕнчен ĕç тухăçлăхĕ чакни те палăрать. Çакăнта, иккĕленмест Светлана Александровна, çулçÿрев билечĕсемпе çыхăннă тарифсем тивĕçтерменнин витĕмĕ те пур.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков управленири ыйтусемпе темиçе уйăх ĕçлени çинчен каларĕ. Çак ĕç тăсăлса кайни Шупашкарти транспорт реформи такăр çул çине тухайманнинчен те килет: "Эпир пĕчĕк маршрут автобусĕсен шутне чакарасшăнччĕ, вĕсен вырăнне троллейбуссем йышăнмаллачччĕ. Анчах автобуссен хуçисем пирĕнпе судлашма тытăнчĕç, çавăнпа палăртнине пурнăçлаймарăмăр..." Çавна май урăх мерăсем йышăнмалла. Чи малтан — троллейбус управленийĕнчи оптимизаци мерисем: "Эпир троллейбуссем çĕрле çÿремелли вăхăта чакартăмăр. Халь ирхи вăхăта та кĕсекетме тивет — рейса каярах тухĕç. Анчах ку тепĕр майлă хăрушлăхпа çыхăннă — пассажирсене çухатма пултаратпăр".
Пĕчĕк автобуссен хулари урамсенчен çухалмалла — кун пирки Алексей Олегович иккĕленмест. ЧР Пуçлăхĕ темăна хула влаçĕсене "ку енĕпе вăйă выляма юрамасть" тесе асăрхаттарнипе вĕçлерĕ.
Комментари хушас