Николай КОНОВАЛОВ.

15 Авăн, 2017

Халăх депутатсенчен пуçарулăх кĕтет

Патшалăх Канашĕн, районсемпе хуласен тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен авăнăн 10-мĕшĕнчи хушма суйлавĕнче мандатлă пулса тăнă 70 çынран 68-шĕ — "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членĕсем. Çавна май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсемпе курнăçас тени ăнсăртран мар.

Тĕлпулу ĕнер Наци библиотекин залĕнче иртрĕ.

13 Авăн, 2017

Юрăхсăр чарусем бюджетшăн сиенлĕ

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче спиртлă продукцин вак суту-илĕвĕн калăпăшĕ пирки декларацисем панине патшалăх енчен тĕрĕслесе тăмалли йĕркене çирĕплетессине те сÿтсе яврĕç. Ку ыйтупа вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин сăмах илчĕ.

13 Авăн, 2017

Мускав укçи региона тĕревлетĕр

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕн малтанах палăртнă кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкерме пуçличчен республика Пуçлăхĕ çĕршыв ертÿçисем ирттернĕ канашлусенче сÿтсе явнă темăсем тавра сăмах хускатрĕ. Ăнсăртран мар: Чăваш Ене тÿрремĕнех пырса тивекен самантсем те пур.

11 Авăн, 2017

Штрафа шыраса илменни иртĕхтерет

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттеркен паянхи канашлура республикăри çулсем çинчи лару-тăру тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ. Транспорт министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи сакăр уйăхра çулсем çинчи аварисен, вĕсенче вилнисен тата аманнисен шучĕ чакнă. Инкексенчен ытларахăшĕ — транспорт хатĕрĕсем çапăнни /31%/, çуран çынсене таптани /32%/, машина тÿнсе кайни, чăрмав çине пырса кĕни...

11 Авăн, 2017

Резерв фондĕнчи укçапа больница юсĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен канашлăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă хыпартан пуçларĕ: Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче алă пуснă хушăвĕпе Чăваш Ене çĕршывăн Резерв фондĕнчен 26,5 миллион тенкĕ ытла пама йышăннă.

Pages